Нухрат Антонина Ивановна
Нухрат (Матвеева) Антонина Ивановна (1900 ҫулхи пушӑн 14-мӗшӗ, Мелеспуç, Михайловка ял канашӗ[d] — 1983 ҫулхи ҫӑвӑн 10-мӗшӗ, Мускав), патшалӑх тата парти органӗсен ӗҫченӗ, журналист, общество ӗҫченӗ. 1920 ҫултанпа РКП(б) Пушкӑртстан обкомӗн, 1921 ҫултанпа — Чӑваш обкомӗн хӗрарӑмсен уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ, 1925—1928 ҫулсенче ВКП(б) Тӗп Комитечӗн хӗрарӑмсен уйрӑмӗн инструкторӗ; 1931—1937 ҫулсенче Мускавра тухса тӑракан «Революция и национальности» журналӑн яваплӑ секретарӗ. ВКП(б) XI съезчӗн делегачӗ (1922). Политика репрессийӗсен инкекне лекнӗскер.
Антонина Ивановна Нухратӑн ятне «Пушкӑртстанӑн 100 ячӗ» проекчӗн списокне кӗртнӗ[1].
Пурнӑҫӗ
Антонина Ивановна Нухрат хальхи Пушкӑртстан Республикинчи Пишпӳлек районӗнчи Мелеспуҫ ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ Меселпуҫ ялӗнче иртнӗ. Икӗ ҫул Макарово ялӗнче пурӑннӑ. 1918 ҫулта Стерлӗ хулинчи хӗрарӑмсен гимназине вӗренсе пӗтернӗ, 1918—1919 ҫулсенче Ҫтерлӗ уесӗнчи Менеуз ялӗнче учитель пулса ӗҫленӗ. 1920 ҫулта — РКП(б) Ҫтерлӗ уескомӗнче чӑваш шкулӗсен инспекторӗ, ҫав вӑхӑтрах — Ҫтерлӗ уесӗнчи канашсен ӗҫтӑвкомӗнчи нацисен уйрӑмӗн инспекторӗ[2].
1920 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче тата 1922—1925 ҫулсенче — партин Пушкӑртстан обкомӗн хӗрарӑмсен уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ, 1921—1922 ҫулсенче — партин Чӑваш обкомӗн пуҫлӑхӗ, 1925—1930 ҫулсенче — Хӗвелтухӑҫ тӑрӑхӗнчи Тӗп хӗрарӑмсен уйрӑмӗн инструкторӗ, ВКП(б) Тӗп Комитечӗн Хӗвелтухӑҫ хӗрарӑмӗсем хушшинчи ӗҫ ушкӑнӗн ертӳҫи. 1928—1931 ҫулсенче — Пӗтӗм Раҫҫейри Тӗп ӗҫтӑвкомӗпе СССР Тӗп ӗҫтӑвкомӗн членӗ пулмалли кандидат, бюджет комиссийӗн членӗ, Пӗтӗм Раҫҫейри Тӗп ӗҫтӑвкомӗпе СССР Тӗп ӗҫтӑвкомӗн Президиумӗ ҫумӗнчи хӗрарӑмсен кулленхи пурнӑҫне лайӑхлатас енӗпе ӗҫлекен комисси пуҫлӑхӗн ҫумӗ[3].
1931—1937 ҫулсенче Антонина Ивановна «Революция и национальности» журналӑн яваплӑ секретарӗ тата редактор ҫумӗ пулнӑ. 1938 ҫулта репрессиленӗ, 1945 ҫулта ирӗке кӑларнӑ, 1955 ҫулта реабилитациленӗ. 1946—1949 ҫулсенче Архангельск хулинче «Моряк Севера» хаҫатӑн литература ӗҫченӗ пулса тӑрӑшнӑ, ҫавӑнтах 1948 ҫулта Марксизм-ленинизм университетне вӗренсе пӗтернӗ. 1954 ҫулта Нухрат Мускава пурӑнма куҫнӑ. 1950—1970 ҫулсенче общество тата литература ӗҫӗпе аппаланнӑ, хӗрарӑмсен юхӑмӗ ҫинчен кӗнекесем хатӗрлеме хутшӑннӑ[4]. Вӗсен шутӗнче: «Без них не победили бы», «Хӗрарӑм организаторӑн ӗҫ ҫулӗ», «Восьмое марта на Востоке», «Юрты-кочевки. К работе женских красных юрт», «Степные сказки», «Октябрь тата Хӗвелтухӑҫ хӗрарӑмӗсем» тата ыттисем те.
Антонина Ивановна 1922 ҫулхи пуш уйӑхӗнче партин Чӑвашри организацийӗнчен ВКП(б) XI съезчӗн делегачӗ пулнӑ. 1922 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗнче Канашсен Пӗтӗм Союзри пӗрремӗш съездне хутшӑннӑ[2].
1983 ҫулхи ҫӑвӑн 10-мӗшӗнче А. И. Нухрат нумай вӑхӑт чирленӗ хыҫҫӑн Мускавра вилнӗ.
Пичетленнĕ ĕçĕсем
Чăвашла
- Нухрат А. Потребкооперацин вак халăхсен районěсенче йăла тěлěшпе тумалли ěçěсем. – М., 1931. – 63 с.
- Нухрат А. Çеçенхир халапě. – М., 1931. – 96 с.
- Нухрат А. Хěрарăм организаторěн ěç çулě. – М., 1929. – 64 с.
Вырăсла
- Нухрат. XV съезд и задачи работы среди крестьянок-восточниц // Коммунистка. 1928. №. 1. С. 53-56.51
- Нухрат. Юрты-кочевники. К работе женских красных юрт. Москва, 1929
- Нухрат, Антонина. Бытовая работа потребительской кооперации в национальных районах. Москва, 1930. C. 36.
- Нухрат, Антонина Ивановна. Степной сказ [Текст] / А. Нухрат ; рис. и обл. худож. В. Сайчука. - Москва : Гос. изд-во ; Ленинград : Гос. изд-во, 1930. - 78 с. : ил., карты; 21 см.
- Нухрат, Антонина Ивановна. Октябрь и женщина востока. Партийное изд-во, 1932. с.56.
- Нухрат А.И. 2021 ҫулхи ҫӑвӑн 16-мӗшӗнче [https://web.archive.org/web/20210516015740/https://istmat.info/files/uploads/42165/femmes-en-revolution_1959.pdf архивланӑ.]2021 ҫулхи ҫӑвӑн 16-мӗшӗнче архивланӑ. В сёлах и городах Башкирии] // Женщины в революции. М., 1959. — С.401-417.
Украинла
- Нухрат, Антонина Ивановна. В казакських степах [Текст] / А. Нухрат ; Пер. з рос. М. Пашковоi. - Харкiв ; Киiв : Лiт-ра i мистецтво, 1932. - 50 с.; 15 см. - (Масова художня библиотечка).
Хисепӗсем
- «Ӗҫри хастарлӑхшӑн» медаль;
- «Ӗҫре палӑрнӑшӑн» медаль[3].
Ӑнлантарусем
- ^ Нухрат Антонина, 100 имён. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 23-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 «Рождённые в Башкортостане – прославившие Россию!» Нухрат (Матвеева) Антонина Ивановна, maukbmo.ru. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 23-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Нухрат, Антонина Ивановна (общественный деятель), Наследие Чувашии. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 23-мӗшӗ.
- ^ Клементьев В. Н.. Нухрат Антонина Ивановна. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 23-мӗшӗ.
Вуламалли
- Исаев, В. Революцине чунтан парăнса / В. Исаев // Ялав. – 1982. – № 3. – С. 29.^
- Нарспи йăмăкĕ // Хыпар. – 1995. – 8 пуш.^
- Тихонов, Б. Нухрат шăпи / Б. Тихонов // Пике. – 1992. – № 1-2. – С. 10-11.
- Нарспи çĕршывĕнчи хастар хĕрарăм // Чăваш хĕрарăмĕ. – 2005. – 9-15 утă (№ 27). – С. 2.
- Ижеев,М. П. Ветеран партии / М. П. Ижеев // Они боролись за счастье народное : сб. ст. – Чебоксары, 1982. – Вып. 2. – С. 262-267.
- Ижеев, М. Радуюсь и восхищаюсь / М. Ижеев // Совет. Чувашия. – 1983. – 8 июня.
- Ижеев, М. Через всю жизнь / М. Ижеев // Совет. Чувашия. – 1980. – 14 марта.
- Изоркин, А. В. Нухрат Антонина Ивановна / А. В. Изоркин // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 299.
- Исаев, В. Преданность революции / В. Исаев // Молодой коммунист. – 1980. – 20 марта.
- Клементьев, В. Н. Нухрат Антонина Ивановна / В. Н. Клементьев // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2009. – Т. 3 : М-Се. – С. 277.
- Кондратьев, А. А. Видный деятель женского движения Антонина Нухрат / А. А. Кондратьев // КИЛ. – 2011. – № 1/2. – С. 224-226. - * * * * Кондратьев, А. А. Нухрат: кто она? / А. А. Кондратьев // Сердцу близкие имена. – Уфа, 1996. – С. 114-118.
- Портрет в учебнике // Совет. Чувашия. – 1975. – 13 марта.^L1. - Б. ц.
- Лукиянова, З. Палтиел хӗрӗ [Текст] : [20-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнчи ҫӗршывӑн обществӑпа политика пурнӑҫне хастар хутшӑннӑ Ольга Васильевна Урукова (Вериалова) ҫинчен] / З.Лукиянова // Чӑваш хӗрарӑмӗ. - 2003. - 22-28 чӳк (№ 47). - С. 4