Аксаков Анатолий Геннадьевич
| Анатолий Геннадьевич Аксаков | |
|---|---|
| | |
|
| |
| 2016 ҫулхи юпан 5-мӗшӗнчен | |
| Умӗнхи | Николай Гончар |
| 2021 ҫулхи авӑнӑн 19-мӗшӗнчен | |
| 2015 ҫулхи акан 21-мӗшӗнчен — 2016 ҫулхи юпан 5-мӗшӗ | |
| Умӗнхи | Игорь Руденский |
| Хыҫӗнхи | Сергей Жигарев |
|
|
|
| Ҫуралнӑ |
1957 ҫулхи чӳкӗн 28-мӗшӗ (68 ҫулта) |
| Парти | Тӗрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей — Чӑнлӑхшӑн |
| Пӗлӳ илни | |
| Ӑслӑлӑх степенӗ | экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ |
| Ӑслӑлӑхри ят | доцент |
| Ӗҫӗ-хӗлӗ | политик |
| Тӗн | православи |
| Хисепӗсем | |
| Сайт | aksakov.ru |
| Ӗҫ вырӑнӗ | |
Аксаков Анатолий Геннадьевич (ҫур. 1957 ҫулхи чӳкӗн 28-мӗшӗ, Ермолаево, Пушкăрт АССР) — Раҫҫейри патшалӑх тата политика ӗҫченӗ. Раҫҫей Федерацийӗн Федераци пухӑвӗн Патшалӑх думин III, IV, V, VI, VII тата VIII пухӑвӗсен депутачӗ. Икӗ пуху вӑхӑтӗнче, 2016 ҫулхи юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен — Патшалӑх Думин финанс рынокӗсен комитечӗн председателӗ[1].
2015 ҫулхи ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен пуҫласа 2016 ҫулхи юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗччен Аксаков Патшалӑх думин экономика политики, инноваци аталанӑвӗн тата предпринимательлӗх енӗпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗ пулнӑ[2]. «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей — Чӑнлӑхшӑн» фракцин членӗ[1].
«Раҫҫее» Банксен ассоциаци канашӗн председателӗ[3]. Раҫҫейри промышленниксемпе предпринимательсен союзӗн (РСПП) правлени членӗ. РФ Правительстви ҫумӗнчи Финанс университечӗн кредитпа экономика факультечӗн ӑслӑлӑх ертӳҫи. Пӗтӗм Раҫҫейри экономика диктанчӗн йӗркелӳ комитечӗн пайташӗ[4].
«Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» партийӗн Тӗп канаш президиумӗн пайташӗ[5].
Биографийӗ
Ҫурални, пӗлӳ илни
Анатолий Аксаков 1957 ҫулхи чӳкӗн 28-мӗшӗнче Пушкӑрт АССРӗнчи Кумертау районӗнчи Ермолаево посёлокӗнче ҫуралнӑ; наци тӗлӗшӗнчен чӑваш. Ашшӗ — водитель, амӑшӗ — экономист[6]. 1975 ҫулта Крым облаҫӗн Бахчисарай районӗнчи Вилино ялӗнчи вӑтам шкултан (ашшӗ-амӑшне Крымра пытарнӑ) вӗренсе тухнӑ. Икӗ ҫул хушши Аксаков Крымри «Магарач» совхозра слесарь тата Киеври химипе фармацевтика заводӗнче рабочи пулса ӗҫленӗ.
1983 ҫулта М. В. Ломоносов ячӗллӗ Мускаври патшалӑх университетӗнчен, 1986 ҫулта М. В. Ломоносов ячӗллӗ МПУ экономика факультечӗн аспирантуринчен вӗренсе тухнӑ, экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ пулса тӑнӑ. 1986 ҫулта авланнӑ хыҫҫӑн Аксаков мӑшӑрӗн тӑван тӑрӑхне, Чӑваш республикине куҫса килнӗ.
Чӑваш Республикинче ӗҫлени
1986 ҫултанпа — Чӑваш патшалӑх университечӗн преподавателӗ, экономика теорипе рынок хуҫалӑхӗн кафедрин доценчӗ. 1989 ҫулта И. Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУн обществӑлла дисциплинӑсен кафедрисен преподавателӗсен пухӑвӗнче политэкономи преподавателӗ Аксаков «Ӑслӑлӑхлӑ коммунизм» преподавателӗн Николай Фёдоровӑн кандидатурине СССР халӑх депутачӗсен кандидачӗ пулма сӗннӗ.
Аксакова Чӑваш Республикин Патшалӑх канашӗн депутатне суйланӑ (1994—1995). 1994—1997 ҫулсенче — Экономика, финанс тата право институчӗн (Шупашкар) директор ҫумӗ.
1995–1997 ҫулсенче Аксаков Мускаври коммерци банкӗсен Шупашкарти филиалӗсене ертсе пынӑ; «Россия-МАЛС» Коммерци банкӗн Чӑваш уйрӑмӗн директорӗ пулнӑ.
1997–2000 ҫулсенче Аксаков Министрсен Кабинечӗн председателӗн ҫумӗ — Чӑваш Республикин экономика министрӗ вырӑнне йышӑннӑ. Аксаков ертсе пынипе Чӑваш Республикин рынок хутшӑнӑвӗсем ҫине куҫмалли программӑна, 1998 ҫулхи кризиспа кӗрешмелли программӑна тата Чӑваш Республикин 1998—2003 ҫулсенчи социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн программине хатӗрленӗ, анчах вӗсене пурнӑҫлама 1998 ҫулхи экономика кризисӗ чӑрмантарнӑ. Чӑваш Республикин районсемпе хуласен пуҫлӑхӗсен ӗҫне хакламалли критерисене хатӗрлесе ӗҫе кӗртнӗ, Чӑваш Республикинче пурӑнакан халӑх валли ипотека кредитне пурнӑҫа кӗртнӗ, регионти ҫурт-йӗр строительствине хавхалантармалли, пӗчӗк тата вӑтам бизнеса пулӑшмалли, пысӑк производствӑсене модернизацилемелли тӗрлӗ механизмсене ӗҫе кӗртнӗ.
Патшалӑх ӗҫӗ-хӗлӗнче
Чӑваш Республикинче палӑрнӑ Аксакова 1999 ҫулта пӗр мандатлӑ Шупашкар округӗпе пӗрремӗш хут РФ Патшалӑх Думине суйланӑ. 1999—2003 ҫулсенче — РФ Патшалӑх Думин виҫҫӗмӗш пухӑвӗн депутачӗ, экономика политикипе предпринимательлӗх комитечӗн председателӗн ҫумӗ[1]. 2002—2009 ҫулсенче Аксаков РФ Тӗп банкӗн наци банк канашӗн членӗ пулнӑ[1].
2003—2007 ҫулсенче — РФ Патшалӑх Думин тӑваттӑмӗш пухӑвӗн депутачӗ, ӑна каллех пӗр мандатлӑ Шупашкар округӗпе суйланӑ, ку пухура вӑл кредит организацийӗсемпе финанс рынокӗсен комитечӗн председателӗн ҫумӗ вырӑнне йышӑннӑ[1].
2005 ҫулта Аксаков Раҫҫей Федерацийӗн Ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министерствин Дипломати академине пӗтернӗ. Чӑваш Республикин тата Раҫҫей Федерацийӗн экономикӑпа социаллӑ пурнӑҫ аталанӑвӗн ҫивӗч ыйтӑвӗсемпе ҫыхӑннӑ ӗҫсене пичетлесе кӑларнӑ[1].
2007—2011 ҫулсенче Аксаков РФ Патшалӑх Думин пиллӗкмӗш пухӑвӗн депутачӗ, ӑна «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» политика партийӗн списокӗ пе суйланӑ, кредит организацийӗсемпе финанс рынокӗсен комитечӗн председателӗн ҫумӗн вырӑнне йышӑннӑ. 2009 ҫулхи ҫурлан 6-мӗшӗнче Аксаков ҫак шухӑшпа тухнӑ: «Раҫҫее кризисран кӑларас тесен тенкӗне тата 30-40 % девальвацилемелле[7]». Ҫакӑн хыҫҫӑн тенкӗн хисепӗ ӳкрӗ, Аксакова вара Наци банкӗн канашӗнчен кӑларнӑ[8].
2011 ҫултанпа — Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин улттӑмӗш пухӑвӗн депутатне, ӑна «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» парти списокӗсемпе суйланӑ, 2015 ҫулхи ака уйӑхӗччен — финанс рынокӗпе ӗҫлекен комитетӑн председатель ҫумӗ, 2015 ҫулхи ака уйӑхӗнче Экономика политикипе, инноваци аталанӑвӗпе предпринимательлӗх комитечӗн председательне суйланӑ[1].
Политика ӗҫӗ-хӗлӗнче
Аксаков пуҫарӑвӗпе Раҫҫей экономика хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерессипе, экономикӑна, ҫурт-йӗр строительствине инвестицисем хывассипе, Пӗтӗм тӗнчери финанс центрне тата Раҫҫейри хальхи банк тытӑмне йӗркелессипе, импорта ылмаштарассине пулӑшассипе тата аталантарассипе ҫыхӑннӑ темӑсемпе парламентра калаҫусем тата ҫавра сӗтел йӗркелесе ирттернӗ.
Раҫҫейри регионти банксен ассоциацийӗн президенчӗ. РСПП правленин пайташӗ. Раҫҫей Федерацийӗн Правительстви ҫумӗнчи Финанс патшалӑх университечӗн «Финанс пӗлӗвӗн тата корпоративлӑ социаллӑ яваплӑх» кафедра заведующийӗ, кредитпа экономика факультечӗн ӑслӑлӑх ертӳҫи.
2004—2007 ҫулсенче Аксаков Раҫҫей Федерацийӗн Халӑх партийӗн Тӗп комитечӗн председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ, партин Чӑвашри регион уйрӑмӗн председателӗ пулнӑ. Кайран «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» парти членӗ пулса тӑнӑ[9].
Патшалӑх думин VII пухӑвне Аксаков Чӑваш Республикинчен Канашри пӗр мандатлӑ 37-мӗш суйлав округӗнчен суйланнӑ[10], ӑна депутата суйланӑ.
2021 ҫултанпа Аксаков — РФ Патшалӑх Думин VIII пухӑвӗн депутачӗ. 2021 ҫулхи авӑнӑн 19-мӗшӗнче «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей — Чӑнлӑхшӑн» блокран Канашри 37-мӗш пӗр мандатлӑ округран (Чӑваш Республики) 41,64 % сасӑ пухса суйланнӑ. «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей — Чӑнлӑхшӑн» фракцин членӗ. 2021 ҫулхи юпан 12-мӗшӗнче ӑна Патшалӑх Думин финанс рынокӗн комитечӗн председательне суйланӑ. Раҫҫей банкӗсен ассоциаци Канашӗн председателӗ шутланать[1].
2024 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа Аксаков ӳссе пыракан налук виҫине кӗртекен Налук кодексне улшӑнусем кӗртес ӗҫе хутшӑннӑ, пуян ҫынсемшӗн налук проценчӗн ставкине ӳстермеллине ырланӑ[11].
2025-мӗш ҫулхи авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Анатолий Аксаков цифрӑллӑ тенкӗпе шалу илекен пӗрремӗш Раҫҫей ҫынни пулса тӑнӑ. Укҫан пӗр пайне вӑл ыркӑмӑллӑх счёчӗ ҫине куҫарнӑ, ҫавӑн пекех Мускаври пӗр кафере QR-кодпа апатланнишӗн тӳленӗ[12].
Санкцисем
2022 ҫулхи нарӑсӑн 23-мӗшӗнчен Аксакова Европа Пӗрлешӗвӗн санкци списокне кӗртнӗ. 2022 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗнчен пуҫласа Канада санкцийӗсене кӗртнӗ, 2022 ҫулхи нарӑсӑн 25-мӗшӗнчен — Швейцари санкцийӗсене, 2022 ҫулхи нарӑсӑн 26-мӗшӗнчен Австрали санкцийӗсене, 2022 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗнчен — Аслӑ Британи санкцийӗсене, 2022 ҫулхи пушӑн 18-мӗшӗнчен — Ҫӗнӗ Зеланди санкцийӗсене, 2022 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗнчен — АПШ санкцийӗсене, ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнчен пуҫласа 22-22-мӗшӗччен Япони санкцийӗсен витӗмӗнче[13].
Ҫемье
1986 ҫулта Анатолий Аксаков Чӑваш АССР Верховнӑй Совет президиумӗн председателӗн А. П. Петровӑн хӗрне Татьянӑна качча илнӗ, ун чухне вӑл В. И. Ленин ячӗллӗ Мускаври патшалӑх педагогика институчӗн студентки пулнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл Шупашкара пурӑнма куҫнӑ.
Ачасем: Дмитрий тата Александр — Экономикӑн аслӑ шкулӗнчен вӗренсе тухнисем. Дмитрий — ВЭБ.РФ-ра ESG-банкинг ертӳҫи. Александр АПШ-ра пурӑнать[14].
Наградӑсем
Раҫҫей Федерацийӗн наградисем
- IV степеньлӗ «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден (2015);
- Александр Невский орденӗ(выр.)чăв. (2020) — парламентаризм аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, саккун кӑларас ӗҫе хастар хутшӑннӑшӑн тата нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн[15];
- II тата I степеньлӗ «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗсем;
- II степьлӗ П. Столыпин медалӗ[16];
- Раҫҫей Федераци правительствин Хисеплӗ хучӗ(выр.)чăв. — «Раҫҫей парламентаризмне аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тата саккун кӑларас ӗҫре хастар ӗҫленӗшӗн» (2019);
- Патшалӑх Думин Хисеп хучӗ тата «Саккун кӑларас ӗҫре тата Раҫҫей парламентаризмне аталантарнинче тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» хисеп палли;
Раҫҫей регионӗсен наградисем
- Чӑваш Республикин хисеплӗ гражданинӗ;
- Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ экономисчӗ;
- «Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитни» астӑвӑм медалӗ (2020).
Обществӑлла наградӑсем
- 3 степеньлӗ Сӑваплӑ асаплӑ ҫын Авраамий Болгарский медалӗ (2016; РПЦ Шупашкарпа Чӑваш епархийӗн медалӗ)[17].
- Пӗтӗм Раҫҫейри финансистсен «Репутация» профессиллӗ премийӗн лауреачӗ[18] — Раҫҫей Федерацийӗн финанс рынокӗн аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн (2018)[19].
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8 Энциклопедия ТАСС. Аксаков, Анатолий Геннадьевич. Председатель комитета Госдумы РФ по финансовому рынку
- ^ Комитет Государственной Думы по экономической политике, инновационному развитию и предпринимательству. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2021 ҫулхи ҫӗртмен 3-мӗшӗ.
- ^ Ассоциация «Россия» | Совет Ассоциации. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи пушӑн 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи пушӑн 22-мӗшӗ.
- ^ Всероссийский экономический диктант(паллӑ мар). diktant.org. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи юпан 24-мӗшӗ.
- ^ Олег Николаев. Биография. Чем известен депутат Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи ҫӗртмен 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫӗртмен 22-мӗшӗ.
- ^ Штрихи к портрету. aksakov.ru. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи акан 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи акан 23-мӗшӗ.
- ^ Рубить рубль
- ^ Девальвация Аксакова
- ^ Список руководящих органов Народной партии Российской Федерации
- ^ Выборы депутатов Государственной Думы Федерального Собрания Российской Федерации седьмого созыва : Данные кандидата : Аксаков Анатолий Геннадьевич , Wayback Machine çинчи 2016 ҫулхи ҫурлан 27-мӗшӗнчи копийӗ / Сайт ЦИК России
- ^ Аксаков допустил повышение налогов для россиян с годовым доходом от 1 млн рублей (2024-03-13). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи акан 2-мӗшӗ.
- ^ Мария Панютина. В России выплачена первая зарплата в цифровых рублях: кто протестировал новые расчеты (выр.). kp.ru (17 авӑнӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗ.
- ^ UK SANCTIONS LIST PUBLICATION
- ^ Свободная пресса, 2023. Персоны. Анатолий Аксаков. Депутат, председатель комитета Госдумы по финансовому рынку
- ^ Аксаков награждён орденом Александра Невского. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи юпан 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи чӳкӗн 26-мӗшӗ.
- ^ Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин 2017 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнчи 1510-р №-лӗ хушӑвӗ
- ^ Митрополит Варнава наградил епархиальной медалью депутата ГД ФС РФ Аксакова А. Г. , Wayback Machine çинчи 2017 ҫулхи нарӑсӑн 7-мӗшӗнчи копийӗ // Религиозная организация «Чебоксарско-Чувашская Епархия Русской Православной Церкви (Московский Патриархат)», 10.02.2016
- ^ Премие йӗркелекенсем - «Сообщество финанс рынка профессионалов» Ассоциаци, Раҫҫей Федерацийӗн Финанс министерстви тата Раҫҫей банкӗ пулӑшнипе Пӗтӗм тӗнчери финансистсен гильдийӗ
- ^ Лучшим финансистам вручили премию «Репутация». Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2018 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- ТАСС энциклопедийӗ. Аксаков, Анатолий Геннадьевич. РФ Патшалӑх Думин финанс рынок комитечӗн председателӗ
- Официаллӑ сайт
Раççей Федерацин Федераци Пухăвĕнчи Чăваш Республикин представителӗсем |
|||||||||
|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
| Патшалăх Думин депутачĕсем | |||||||||
| Федераци Канашĕн пайташĕсем |
| ||||||||
- Чӳкӗн 28-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1957 ҫулта ҫуралнисем
- СССР-та ҫуралнисем
- МПУ вĕренсе тухнисем
- МПУ экономика факультетӗнчен вӗренсе тухнисем
- РФ ШӖМӗн Дипломати академийӗнчен вӗренсе тухнисем
- Экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗсем
- Ӑсчахсем, алфавитпа
- Экономистсем, алфавитпа
- «Тăван Çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕхĕн» 4 степеньлĕ орденĕн кавалерĕсем
- II степеньлӗ «Тӑван Ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медальне тивӗҫнисем
- Столыпин медальне тивӗҫнисем
- Раҫҫей Федерацийӗн Правительстви ҫумӗнчи Финанс университечӗн преподавателӗсем
- Ҫынсем, алфавитпа
- Чӑваш Республикин министрӗсем
- Экономика ĕçченĕсем
- Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх думине пӗр мандатлӑ округсенчен суйланнисем
- Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх думин III пухӑвӗн депутачӗсем
- Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх думин IV пухӑвӗн депутачӗсем
- Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх думин V пухӑвӗн депутачӗсем
- Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх думин VI пухӑвӗн депутачӗсем
- Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх думин VII пухӑвӗн депутачӗсем
- Раҫҫей Федерацийӗн Халӑх партийӗн членӗсем
- «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» членӗсем
- Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем
- И. Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУ преподавателӗсем
- Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ экономисчӗсем
- Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх думин VIII пухӑвӗн депутачӗсем
- Чăваш Енĕн паллă çыннисем
- Чăваш политикĕсем