Бикалова Надежда Александровна
Ҫын пирки | |
Бикалова Надежда Александровна | |
![]() | |
Çуралнă вăхăт | 1960 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗ (64 ҫулта) |
---|---|
Çуралнă вырăн | |
Гражданлăх | |
![]() |
Бикалова Надежда Александровна — (1960 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗ, Ҫӗрпӳ, Чӑваш АССР, СССР) — Раҫҫейри ӑсчах-финансист, Раҫҫей Федерацийӗн Правительстви ҫумӗнчи Финанс университечӗн доценчӗ (2020), экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ[1].
Патшалӑх Думин I пухӑвӗн депутачӗ[2].
Кун-ҫулӗ
Надежда Бикалова 1960 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ хулинче ҫуралнӑ. 1977–1978 ҫулсенче Шупашкарти электроаппаратура заводӗнче бухгалтерта ӗҫленӗ.
Н. А. Вознесенский ячӗллӗ Ленинградри финанспа экономика институтӗнче экономист специальноҫе алла илнӗ (1978–1983).
1983 ҫулта Мускаври Халӑхсен туслӑхӗ ячӗллӗ коопераци институчӗн Шупашкарти филиалӗн бухгалтери учечӗ кафедрин ассистенчӗ пулса ӗҫленӗ. 1983–1987 ҫулсенче Ленинградри финанспа экономика институчӗн аспирантки пулнӑ. 1987 ҫулта — Чӑваш Республикин Министрсен Канашӗ ҫумӗнчи чӗлхе, литература, истори тата экономика ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн социологи пайӗн аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ. 1987 ҫултан пуҫласа 1992 ҫулччен — Шупашкар хулинчи «Системпром» ӑслӑлӑхпа производство пӗрлешӗвӗн АСУ тата САПР техникӑпа экономика тӗпчевӗсен лабораторин ертӳҫи.
1992 ҫулта — «Чебоксарские новости» хаҫатӑн экономика тишкерӳҫи. 1992 ҫултан пуҫласа 1993 ҫулччен — Чӑваш Республикин Патшалӑх пурлӑх комитечӗн (Шупашкар хули) сутлӑх пайӗн пуҫлӑхӗ. 1993 ҫулта — Чӑваш Республикин пурлӑх фончӗн председателӗ.
1993 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Надежда Бикаловӑна 1043 суйлав округӗнчен (Чӑваш Республики) Патшалӑх Думин I пухӑвӗн депутатне суйланӑ. Ӑна суйлавҫӑсен ушкӑнӗ (34 № Шупашкар округӗнчен) тӑратнӑ. «Регионти ҫӗнӗ политика» депутатсен ушкӑнне кӗнӗ. Экономика политикин комитечӗн пайташӗ пулнӑ. 1994 ҫултанпа — Тӗнче шайӗнчи ӗҫсен комитечӗн пайташӗ.
1995 ҫулта вӑл Патшалӑх Думин иккӗмӗш пухӑвне суйланма хутшӑннӑ. 1996–1999 ҫулсенче — Патшалӑх Думин аппарачӗн консультанчӗ. 1999 ҫулта Патшалӑх Думин виҫҫӗмӗш пухӑвӗн суйлавне хутшӑнмашкӑн ӑна «Раҫҫейри халӑха чӑмӑртакан пӗрлӗх» («Атӑлҫи регион» регион ушкӑнӗнчи 3 №) суйлав пӗрлешӗвӗн пӗрлехи федераллӑ списока кӗртнӗ. Ҫавӑн пекех РОС-ран Шупашкарти пӗр мандатлӑ 33 № суйлав округӗнчен (Чӑваш Ен Республики) ӑна кандидат пек тӑратнӑ, анчах та Бикалова суйлава хутшӑнма килӗшменни ҫинчен заявлени ҫырса панӑ.
2005 ҫулта — РФ Федераци Пухӑвӗн Патшалӑх Думин Ҫурҫӗрти ҫивӗч ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитетӑн консультанчӗ.
Надежда Александровна экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Правительстви ҫумӗнчи Финанс университетӗнче (2015) «Финанс теорийӗ» кафедрин доценчӗ пулса ӗҫлет. Вӑл университетра вулакан вӗренӳ курсӗсем: Финанс, «Финанс» акӑлчан чӗлхипе («Public Finance»), Патшалӑхпа бизнес ҫыхӑнӑвӗн пуҫламӑшӗ. Професси интересӗсем: Укҫа-тенкӗ, Общество укҫа-тенки, Пӗтӗм тӗнчери укҫа-тенкӗ.
Общество тытӑмӗнчи ӗҫӗ-хӗлӗ
- «Аслӑ пӗлӳллӗ хӗрарӑмсем» Пӗтӗм тӗнчери тата Раҫҫейри организацийӗн регионти уйрӑмӗн вице-президенчӗ.
- «Чӑваш Ен хӗрарӑмӗсем социаллӑ тӗрӗслӗхшӗн» юхӑм оргкомитечӗн председателӗ.
Кӑсӑкланӑвӗсем
Туризмпа тата ӳнер пӗлӗвӗпе кӑсӑкланать.
Ӑнлантарусем
- ^ Биография Надежды Бикаловой (выр.), Центр военно-политических исследований (15 апреля 2018). Тĕрĕсленĕ 16 Ака уйӑхӗн 2018.
- ^ Профиль на сайте Государственной Думы (выр.), Госдума (15 апреля 2018). Тĕрĕсленĕ 16 Ака уйӑхӗн 2018.
Раççей Федерацин Федераци Пухăвĕнчи Чăваш Республикин представителӗсем |
|||||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Патшалăх Думин депутачĕсем ![]() ![]() | |||||||||
Федераци Канашĕн пайташĕсем ![]() ![]() |
|
![]() |
Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Бикалова, Надежда Александровна статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. ' |