Шурчанов Валентин Сергеевич
Валентин Сергеевич Шурчанов (Патшалăх думин виççĕмĕш, пиллĕкĕмĕш тата улттăмĕш чĕнĕвĕсен депутачĕ,РФКП фракцин пайташĕ. Унчен «Правда» хасатăн тĕп редакторĕ пулса ĕçленĕ.
Биографи
1947 çулхи кăрлачăн 19=мĕшĕнче Чăваш АССР йышне кĕрекен Канаш районĕнчи Кивĕ Шелттем ялĕнче çуралнă. Ашшĕ шкулта вĕрентнĕ, амăшĕ колхозра вăйне хунă.
2020-мĕш çулта кăшăлвирус инфекцийĕпе вилнĕ (декабрĕн 18-мĕшĕ, 14 сехет те 40 минут).
Вĕренни тата ĕçе пикенни
Парти аслă шкулĕнче, 2005 çулта РФ Президенчĕ çумĕнчи Раççей патшалăх хĕсмечĕн академинче пĕлӳ илнĕ[1].
Шупашкарти мамăк-хут комбинатĕнче, Владивостокри «Горсвет» предприятинче электромонтёр вырăнĕнче ĕçленĕ, Владивостокскри «Отделстрой» трестĕнче механик-энергетик тивĕçне пурнăçланă. 1968 çултанпа — Канашри автодетальсен савутĕнче инженер вырăнĕнче ĕçленĕ. 1972 çултанпа — Чăваш патшалăх университетĕнче комсомол комитечĕн секретарĕ, партком секретарĕн çумĕ.
Политикăри тата пĕрлĕхри ĕçĕ-пуçĕ
Чăваш Енре
1975 çултанпа — Чăваш обкомĕн Калинин райкомĕн уйрăм ертӳçи, кайран каллех университетре партком секретарĕн çумĕ пулса тăнă. Каярахпа ССКП Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарĕн инструкторĕ тата пулăшаканĕ.
1986 çултанпа — Чăваш АССР Çĕмĕрле хула комитечĕн секретарĕ. 1987 çултанпа — ССКП ТК парти ĕçне организацилекен уйрăмĕн инструкторĕ. 1988 çултанпа — ССКП Чăваш обкомĕн секретарь, кайран иккĕмĕш секретарĕ.
ССКП Тĕп контроль комиссин пайташĕ.
ССКП салатса ярсан 1991 çулта кĕркунне Атăл республикисен экономикăра пĕрле ĕçлемелли «Мăн Атăл» ассоциацин Чăваш Енри элчи пулса тăнă.
РСФСР Аслă Канашне салатса ярсан Б. Ельцинăн 1400 №-лĕ Хутайне тата çакăн хыççăн Канашсен Çуртне вăйпа ткртса илнĕшĕн сивленĕ.
1994 çулхи çĕртме уйăхĕнче Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутатне суйланă, тепĕртакран унăн председателĕ пулса тăнă.
1997 тата 2015 çулсенче Чăваш Республикин пуçлăхне суйланă компанисенче кĕрешнĕ, унта вăл «влаç партин» кандидачĕсен — Николай Фёдоровпа Михаил Игнатьевăн — тĕп тупăшуçи шутланнă. Экспертсем коммунист тапаçланнине шута илмен. 2015 çулхи авăн уйăхĕнче Шурчанов чăваш халăхне суйлакавçăсен ят-йышĕсене массăлла фальсификациленĕ пирки хыпарланă (суйлакан çынсен йышĕ республикăра пурăнакансенчен ытларах пулнă)[2].
2015 çулхи авăнăн 13-мĕшĕнче Чăваш Енĕн пуçлăхне суйлавĕнче виççĕмĕш вырăна тухнă (60 000 сасă пуçтарнă —12,76 %)[3].
Коммунистсен пичетĕнче
1998 çултанпа «Советская Россия» хаçатра Чăваш Енри корреспонденчĕ пулса ĕçленĕ.
«Правда» хаçатăн тĕп редакторĕ пулма лартнă, çак поста вăл 2009 çулхи пуш уйăхĕччен пурнăçланă.
Раççей Федерацин коммунистсен партинче
Çемье
Çемьере пурăнать, ывăла çитĕнтернĕ.
Çав. пекех
Каçăсем
- Патшалăх Думин сайтĕнчи профайл
- В. Шурчанов Депутатская вертикаль — содружество депутатов-коммунистов
- Встреча с В. С. Шурчановым. Королев, 30.06.2009 ç. (видео)
- Валентин Шурчанов чӗлхесене вӗрентессипе ҫыхӑннӑ саккуншӑн мӗншӗн сасӑламан?
- Депутат Госдумы от Чувашии рассказал, почему не поддержал закон о добровольном изучении родных языков
- Валентин Шурчановӑн ҫӑлтӑр саманчӗ
- Ташней, Таисия. Персона: Валентин Шурчанов вилнӗ
Ӑнлантарусем
«Правда» тĕп редакторĕсем |
|
---|---|
ССКП чарнă хыççăнхи тĕп редакторĕсем Г. Н. Селезнёв (1991—1993) • В. А. Линник (1993—1994) • А. А. Ильин (1994—2003) • В. Н. Никифорова (2003—2005, и. о.) • В. С. Шурчанов (2005—2009) • Б. О. Комоцкий (с 2009 года) |
Патшалăх Думин депутачĕсем |
| ||||||||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Федераци Канашĕн пайташĕсем |
|
- «Правда» хаçатăн тĕп редакторĕсем
- Чăваш Енре çуралнисем
- РФКП пайташĕсем
- КПСС пайташӗсем
- Раççей Федерацин Патшалăх Думин V чĕнĕвĕн депутачĕсем
- Раççей Федерацин Патшалăх Думин III чĕнĕвĕн депутачĕсем
- Раççей Федерацин Патшалăх Думин пĕр мандатлă тăрăхĕсен депутачĕсем
- ССКП Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарĕсем
- РФ Федераци Канашĕн пайташĕсем (1996—2000)
- Чăваш Енĕн политикĕсем
- ССКП Чăваш обкомĕ