Ҫурла, 30
Уявсем
- Казахстан конституцин кунĕ (1995).
Пулса иртнĕ
- 1721 — Çурçĕр вăрçине вĕçлекен Ништадт лăпкăлăхĕ çине алă пуснă.
- 1813 — Кульм патĕнчи çапăçура вырăс çарĕсем Вандам генерала тыткăна илеççĕ
- 1835 — Мельбурн хулине никĕсленĕ.
- 1854 — Крым вăрçи: Петропавловск хӳтĕлевĕ пуçланать
- 1873 — Карл Вейпрехтпа Юлиус Пайерăн австри экспедицине Баренц тинĕсĕн çурçĕр енчи паллă мар çĕр патне юхтарса каять
- 1877 — Праксиноскопа патентленĕ.
- 1914 — Тенненберг патĕнчи çапăçу пулса иртнĕ.
- 1942 — Германи Люксембурга аннексиленĕ
- 1946 — СССР Аслă судăн вăрçă коллегийĕ Семёнова атаман, Родзаевский тата урăххисен ĕçĕпе суд йышăнăвĕ тухать
- 1963 — Вашингтон — Мускав хĕрӳ çыхăну ĕслеме тытăнать
- 1984 — «Дискавери» космос челнокĕн пĕрремĕш вĕçевĕ (капăрл.)
- 1990 — Тутарстан Республикин суверенитет деклорацине йышăнаççĕ.
- 1991 — «Хыпар» хаçат каллех хăйĕн малтанхи «Хыпар» ячĕпе тухма пуçланă. Унчен вăл «Коммунизм ялавĕ» ятлă пулнă.
Çуралнă
- 1841 — Драгоманов Михаил Петрович, украин историкĕ.
- 1860 — Левитан Исаак Ильич, вырăс художникĕ.
- 1905 — Мясников Александр Фёдорович, живописец, график, скульптор.
- 1954 — Лукашенко Александр Григорьевич, Белорусси президенчĕ.
Вилнĕ
- 1928 — Вильгельм Вин, нимĕç физикĕ.
- 1975 — Максимов-Кошкинский Иоаким Степанович, драматург.