Дискавери (шаттл)
Дискавери | |
---|---|
Высота/рост | 17,768 метр[1] |
Серийный номер | OV-103[2] |
Ят никӗсӗ | HMS Discovery[d][3] |
Хранится в коллекции | Национальный музей авиации и космонавтики[d][4] |
Хуҫи | НАСА[d] тата Смитсоновский институт[d][5] |
Размах крыльев | 24,314 метр[1] |
Продолжительность | 31 532 719 çеккунт[6] |
Оператор | НАСА[d] |
Описывается по ссылке | nasa.gov/centers/…(акăлч.) |
Число орбитальных витков | 5830[7][4] |
Тӑршшӗ |
|
Масса | 77 550 килограмм[8] |
Страна происхождения | |
Патшалӑх | |
Ӳкерчĕк:STS-124 launch from a distance.jpg | |
Место создания | Air Force Plant 42[d][9] |
Администраципе территори пайӗ | Чантилли[d] |
Дистанция | 238 539 663 km[7][4] |
Первый полёт | 1984 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗ[2] |
Производитель | «Рокуэлл»[d][9] |
![]() |

(2 м 30 с)
«Дискавери» (акăл. Discovery — открытие) — НАСА нумай уҫӑ курмалли транспортлӑ космос карапӗ, виҫҫӗмӗш шаттл. «Дискавери» тума 1979 ҫулхи ҫурлан 27-мӗшӗнче тытӑннӑ, 1983 ҫулхи чӳкӗн 9-мӗшӗнче космос челнокне НАСА-на панӑ. НАСА-ра OV-103 (Orbiter Vehicle — 103) тесе палӑртнӑ. Пӗрремӗш хут «Дискавери» 1984 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗнче Канаверал сӑмсахӗнчен вӗҫеве тухнӑ. Хӑйӗн юлашки вӗҫевӗ тӗлне «Дискавери» ӗҫлекен чатлсенчен чи асли пулнӑ.
«Дискавери» чатла 1770-мӗш ҫулсенче Джеймс Кук Британи капитанӗ Гавай утравӗсене уҫса Аляскӑпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ Канадӑн ҫыранӗсене тӗпченӗ икӗ карапран пӗрин ячӗпе панӑ. 1610—1611 ҫулсенче Гудзонов кӳлмеке тӗпченӗ Генри Гудзонӑн сучӗсенчен пӗри ҫавӑн пекех «Дискавери» ятлӑ пулнӑ. Тата икӗ «Дискавери» Ҫурҫӗр полюсӗпе Антарктикӑна 1875 тата 1901 ҫулсенче тӗпчеме Британи Король географи обществи туса лартнӑ. Ҫав ятпах («Дискавери») «Космическая Одиссея 2001» фильмри космос карапне ят панӑ.
««Дискавери» шаттл орбитӑна «Хаббл» космос телескопне илсе ҫитернӗ, ӑна пӑхса тӑракан икӗ экспедицие хутшӑннӑ.
«Дискаверипе» «Улисс» зонд тата виҫӗ ретрансляци спутникӗ зонда хута янӑ. ««Дискавери» «Челленджер» (STS-51L) катастрофи хыҫҫӑн хута янӑ пӗрремӗш чатл пулнӑ. Вӑлах «Колумбия» (STS-107) шаттлӑн катастрофи хыҫҫӑн чи малтан вӗҫекенни пулнӑ.
1998 ҫулхи юпан 29-мӗшӗнче «Дискавери» (STS-95) чатлӗнче Джон Гленн астронавт хӑйӗн иккӗмӗш вӗҫевне кайнӑ, ҫав самантра вӑл 77 ҫулта пулнӑ.
Сергей Крикалёв раҫҫей космонавчӗ американ космос карапӗпе пӗрремӗш вӗҫевне шӑпах «Дискаверипе» тунӑ[10].
«Дискавери» чатл хӑйӗн 27 ҫулхи карьерине 2011 ҫулхи пушӑн 9-мӗшӗнче вырӑнти вӑхӑтпа 10 сехет те 57 минут та 17 ҫеккунтра юлашки хут ҫӗр ҫине анса туса пӗтернӗ[11]. Вӑл орбитӑран аннӑ, Флоридӑри Кеннеди ячӗллӗ космос центрӗ патне кайма планланӑ та чиперех анса ларнӑ. Чатла Вашингтонри Смитсон институчӗн авиаципе космонавтика наци музейне панӑ[12].
2012 ҫ. акан 17-мӗшӗнче ятарласа хатӗрленӗ Boeing 747 Канаверал сӑмсахӗнчи космодромран чатла Даллес ячӗллӗ Вашингтон аэропортне ҫитернӗ. Кунтан чатла Смитсон институчӗн авиаципе космонавтика наци музейӗн филиалне илсе ҫитернӗ[13].
Вӗҫевсем
1984 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа 2011 ҫулхи пуш уйӑхӗччен «Дискаверии» чатл 39 космос вӗҫевӗ тунӑ, космосра 365,5 талӑк ирттернӗ, Ҫӗр тавра 5830 ҫаврӑм туса пӗтӗмпе 238,54 млн км вӗҫнӗ.
№ | Дата | Паллӑ туни | Вӗҫев программи |
---|---|---|---|
1 | 1984 ҫурла, 30 | Дискавери STS-41D | Икӗ ҫыхӑну спутникне хута яни. |
2 | 1984 чӳк, 8 | Дискавери STS-51A | Икӗ ҫыхӑну спутнике хута яни тата каялла тавӑрни. |
3 | 1985 кӑрлач, 24 | Дискавери STS-51C | Шпион-спутника хута яни. |
4 | 1985 ака, 12 | Дискавери STS-51D | Икӗ ҫыхӑну спутникне хута яни. |
5 | 1985 ҫурла, 17 | Дискавери STS-51G | Тӑватӑ спутнике хута яни (мексикан Morelos-A, арабсен Arabsat-1B и американ Telstar-303 (Telstar-3D) тата Spartan-201-1). |
6 | 1985 ҫурла, 27 | Дискавери STS-51I | Виҫӗ ҫыхӑну спутникне хута яни. |
7 | 1988 авӑн, 29 | Дискавери STS-26 | "Челленджер" катастрофа хыҫҫӑн пӗрремӗш хут вӗҫни, TDRS-3 ретранслятора хута яни. |
8 | 1989 пуш, 13 | Дискавери STS-29 | Спутник-ретранслятора хута яни. |
9 | 1989 чӳк, 22 | Дискавери STS-33 | Шпион-спутника хута яни. |
10 | 1990 ака,24 | Дискавери STS-31 | «Хаббл»космос телескопне хута яни. |
11 | 1990 юпа, 6 | Дискавери STS-41 | «Улисс» зонда хута яни. |
12 | 1991 ака, 28 | Дискавери STS-39 | Ҫар спутникне хута яни. |
13 | 1991 авӑн, 12 | Дискавери STS-48 | Атмосферӑн ҫӳлти сийӗсене тӗпчекен спутника хута яни. |
14 | 1992 кӑрлач, 22 | Дискавери STS-42 | Тӗнчери микрогравитаци лабораторийӗ. |
15 | 1992 раштав,2 | Дискавери STS-53 | Сыхлав министерстви валли тунӑ вӗҫев. |
16 | 1993 ака, 8 | Дискавери STS-56 | Атмосфера лабораторийӗ. |
17 | 1993 авӑн, 12 | Дискавери STS-51 | Коммуникаципе технологи спутникӗ. |
18 | 1994 нарӑс,3 | Дискавери STS-60 | Тӗпчев платформине вырнаҫтарни. |
19 | 1994 авӑн,9 | Дискавери STS-64 | Технологи эксперименчӗсем. |
20 | 1995 нарӑс,3 | Дискавери STS-63 | «Мир» станцийӗпе ҫывӑхланни. |
21 | 1995 утӑ, 13 | Дискавери STS-70 | Спутник-ретранслятора хута яни. |
22 | 1997 нарӑс,11 | Дискавери STS-82 | «Хаббл» телескопа сӑнани. |
23 | 1997 ҫурла, 7 | Дискавери STS-85 | Инфрахӗрлӗ спектрометр тата телескоп, атмосферӑна тӗпчени. |
24 | 1998 ҫӗртме, 2 | Дискавери STS-91 | «Мир» станципе юлашки хут ҫывӑхланни. |
25 | 1998 юпа, 29 | Дискавери STS-95 | Джона Гленнонӑн иккӗмӗш вӗҫевӗ. |
26 | 1999 ҫу, 27 | Дискавери STS-96 | МКС ҫине груз ҫитерни. |
27 | 1999 раштав, 19 | Дискавери STS-103 | «Хаббл» телескопа пӑхса тӑни. |
28 | 2000 юпа, 11 | Дискавери STS-92 | МКС патне вӗҫни. |
29 | 2001 пуш, 8 | Дискавери STS-102 | МКС экипажне улӑштарни. |
30 | 2001 ҫурла, 10 | Дискавери STS-105 | МКС экипажне улӑштарни. |
31 | 2005 утӑ, 26 | Дискавери STS-114 | МКС патне вӗҫни. "Колумби" катастрофа хыҫҫӑн вӗҫевсене тавӑрни. |
32 | 2006 утӑ, 4 | Дискавери STS-121 | «Вӗҫевсем патне таврӑнни» программӑпа иккӗмӗш тестлӑ вӗҫев. |
33 | 2006 раштав, 9 | Дискавери STS-116 | МКС патне вӗҫни. Пӗтӗм Тӗнчери космос станцине пухасси малалла пыни |
34 | 2007 юпа, 23 | Дискавери STS-120 | Пӗтӗм Тӗнчери космос станцине пухасси малалла пыни |
35 | 2008 ҫу, 31 | Дискавери STS-124 | Япони тӗпчев "Кибо" модулӗн иккӗмӗш секцине, канадри робот-манипулятора орбитӑна леҫни тата вӗсен МКС ҫинчи монтажӗ. |
36 | 2009 пуш, 15 | Дискавери STS-119 | S6 панель хӗвел батарейин юлашки (тӑваттӑмӗш) секцине илсе ҫитересси тата монтаж тӑвасси. |
37 | 2009 ҫурла, 29 | Дискавери STS-128 | «Леонардо» транспорт модулне тата и МКС-20 ҫӗнӗ экипаж членне Николь Стотта леҫни. |
38 | 2010 ака, 5 | Дискавери STS-131 | МКС патне вӗҫни. Пӗтӗм Тӗнчери космос станцине пухас ӗҫ малалла пыни. |
39 | 2011 нарӑҫ, 24 | Дискавери STS-133 | Оборудованисемпе материалсем МКС ҫине тата каялла турттарни. "Дискавери" чатлӑн юлашки вӗҫевӗ. Ҫак вӗҫев умӗн техника сӑлтавӗсене пула темиҫе хутчен те вӗҫме чарнӑ. |
Эмблемы полётов
«Дискавери» шаттлӑн вӗҫев эмблемисем | |||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4 https://www.si.edu/object/orbiter-space-shuttle-ov-103-discovery:nasm_A20120325000
- ^ 1, 2 https://www.nasa.gov/centers/kennedy/shuttleoperations/orbiters/discovery-info.html
- ^ https://www.nasa.gov/pdf/566250main_SHUTTLE%20ERA%20FACTS_040412.pdf
- ^ 1, 2, 3 https://www.nbcnews.com/id/wbna47098570
- ^ https://www.universetoday.com/94727/discovery-enters-eternal-smithsonian-home-as-historic-relic/
- ^ http://www.cbsnews.com/network/news/space/home/flightdata/statistics.html#ORBITERSTATS
- ^ 1, 2 https://www.nasa.gov/multimedia/imagegallery/image_feature_2229.html
- ^ http://www.astronautix.com/d/discovery.html
- ^ 1, 2 https://www.latimes.com/business/la-xpm-2011-jul-05-la-fi-shuttle-legacy-20110705-story.html
- ^ Шаттл "Дискавери" покидает космодром на мысе Канаверал, ИТАР-ТАСС (2012-04-17). Тĕрĕсленĕ 17 Ака уйӑхӗн 2012.
- ^ Discovery’s Final Touchdown A Success . redOrbit.com. Пӑхнӑ кун: 9 Пуш уйӑхӗн 2011. Архивланӑ 22 Ҫурла уйӑхӗн 2011 ҫул.
- ^ NASA отправит списанные шаттлы Discovery, Atlantis и Endeavour в музеи.( ӗҫлемен каҫӑ)
- ^ Discovery совершил последний полет - с космодрома в музей . «Вести» интернет-газета (VESTI.RU) (17 Ака уйӑхӗн 2012). Пӑхнӑ кун: 17 Ака уйӑхӗн 2012. Архивланӑ 23 Ҫӗртме уйӑхӗн 2012 ҫул.
Каҫӑсем
- Return to Flight mission STS-114 and STS-121 , Wayback Machine çинчи 2019 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнчи копийӗ — НАСА(акăлч.)
- Фотографии челнока , Wayback Machine çинчи 2021 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнчи копийӗ на airliners.net
- Последний полёт «Дискавери», фоторепортаж , Wayback Machine çинчи 2011 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнчи копийӗ
- Фото из кабины шаттла 360° , Wayback Machine çинчи 2011 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнчи копийӗ(акăлч.)
|