Антарктика

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ӳкерчĕк:Antarctica-Location.jpg
Кăнтăр çĕр чăмăрĕпе Антарктида
Кăнтăр Георги утравĕн картти, 1777
Ӳкерчĕк:Livingston-Greenwich-map.jpg
Ливингстон тата Гринвич утравĕсен картти, 2005

Анта́рктикаçĕр чăмăрĕн Антарктида тата çуммăн выртакан Атлантика, Инди тата Лăпкă океансен (хăш чух çак океансен пайĕсене уйрăм Кăнтăр океанĕ шутне хураççĕ) кăнтăр пайĕ.

Тавралăхĕ

Антарктика чикки Антарктика конвергенцийĕ йĕрĕпе, 48-60° к.ш. танлашĕпе пырать, анчах та Антарктика шутне 37° к.ш. таран утравсене те кĕретеççĕ, ку ĕнтĕ ытларах политика йышанăвĕ шутланать, климат никĕсĕпе вăл утравсемпе (Гофпа Амстердам утравĕсем) тан пулать. Урăх варианчĕ — территорие Антарктика конвенцин (60° к.ш. кăнтăралах) ярăмĕпе çирĕплетни.

Пĕтĕмĕшле çырни

Пур лаптăкĕ 52 млн. тв. км яхăн.

Антарктика — Çĕрĕн чи хаяр сивĕ климат территорийĕ, хăватлă çиллĕ, юрлă тăвăлсем тата тăмансем.  Материкпа юнашар утравсем пăрпа пĕркеннĕ; Субантарктика районĕсенче чи ăшă уйăхри вăтам температура +10 °C, чи сивви 0° пуçласа −10 °C çитиччен.

Сивĕ антарктика шывĕ крильпе (пĕчĕк рак евĕррисем) тата пулăпа пуян. Кунта тюлень, тинĕс кушакĕ тата кит нумай. Çыран хĕрринче тинĕс вĕçен кайăкĕсем, поморник тата альбатрос, çаплах саккăр тĕслĕ пингвин. Утравсем çинче — тундрăллă ӳсен-тăранлăх, вĕçен кайăк нумай.

Çавăн пекех пăхăр

Вуламалли

  • Трешников А.Ф. Антарктика: исследования, открытия. Л.: Гидрометеоиздат, 1980

Каçăсем

Тĕнче биогеографи регионĕсем
Австралази | Антарктика | Афротропика | Индомалай ярăм | Арктика марри | Океани | Палеарктика
Графическая часть логотипа «Рувики» (2024).svg
Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.