Цивилёв Сергей Евгеньевич
Цивилёв Сергей Евгеньевич (ҫур. 1961 ҫулхи авӑнӑн 21-мӗшӗ, Мариуполь, Донецк облаҫӗ[d]) — Раҫҫей патшалӑх ӗҫченӗ, 2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен Раҫҫей Федерацийӗн энергетика министрӗ[2].
Маларах, 2018 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗнчен, Кемӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ (2018 ҫулхи акан 1-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 17-мӗшӗччен Кемӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫланӑ) пулнӑ[3]. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» политика партийӗн Аслӑ канаш бюровӗн членӗ[4]. «РусГидро» ПАО директорсен канашӗн председатель ҫумӗ ( 2025 ҫултан)[5].
Пурнӑҫӗ
Сергей Цивилёв 1961 ҫулхи авӑнӑн 21-мӗшӗнче Сталин облаҫӗнчи Ждановра ҫуралнӑ. Сергей ҫуралнӑ хыҫҫӑнах Цивилёв ҫемйи Архангельск облаҫӗнчи Котлас хулинче пурӑнма пуҫланӑ, тепӗр 10 ҫултан 1971 ҫулта Харьков облаҫӗнчи Чугуев хулине пурӑнма куҫнӑ. Ашшӗ, Евгений Семёнович, сӗтел-пукан фабрикинче производство енӗпе яваплӑ директор ҫумӗ пулнӑ. Амӑшӗ, Дина Васильевна, ҫав хуларах лавкка заведующийӗ пулса ӗҫленӗ[6].
Пӗлӗвӗ
1983 ҫулта Цивилёв Севастопольти П. С. Нахимов ячӗллӗ Хура тинӗс ҫарпа тинӗс аслӑ ҫар училищинчен «Карапсен хӗҫпӑшалӗ» специальноҫпа вӗренсе тухнӑ, квалификацийӗ — ятарлӑ пӗлӳллӗ аслӑ ҫар офицерӗ, инженер-электромеханик. ЧВВМУ пӗтернӗ хыҫҫӑн Ҫурҫӗрти флотра хӗсметре тӑнӑ.
1999 ҫулта «Финанс тата кредит» специальноҫпа Санкт-Петербургри экономикӑпа финанс патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ, квалификацийӗ — экономист.
Ӗҫӗ-хӗлӗ
1994 ҫулччен Цивилёв СССР тата Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен Ҫурҫӗр флотӗнче хӗсметре пулнӑ, унӑн виҫҫӗмӗш рангри капитан ҫар ячӗ пур.
1995—1996 ҫулсенче «Аэрофлот» банкӑн Санкт-Петербургри уйрӑмӗнчи хӑрушсӑрлӑх службин ертӳҫи.
1997—2012 ҫулсенче Питӗрти «Нортэкс» юридици компанине ертсе пынӑ.
2007 ҫулта «Ленэкспоинвест» компанин соучредителӗ пулса тӑнӑ, ку компани «Ленэкспо» ҫӗнӗ комплекс тумалла пулнӑ — унта, сӑмахран, ҫулсерен Петербургри экономика форумӗ иртет. «Ленэкспоинвестӑн» тепӗр хуҫи Виктор Хмарин, Владимир Путинпа пӗр курсра вӗреннӗскер пулнӑ, унпа пӗрле вӑл ҫавӑн пекех кӗрешӳ ӑсталӑхне те туптанӑ. Хмарин компанийӗсем ҫав ҫулсенче «Газпром» валли тӗрлӗ хатӗр-хӗтӗрпе тивӗҫтерекен чи пысӑк компанисенчен пӗри пулнӑ. «Ленэкспоинвестӑн» тата тепӗр хуҫи Ленгорисполком пуҫлӑхӗн вырӑнне маларах йышӑннӑ Владимир Ходырев пулса тӑнӑ.
2010 ҫултанпа Цивилёв сӑрт-тура тӗрлӗ пурлӑх кӑларакан сферӑра инвестици хывас енӗпе ӗҫленӗ.
2012—2013 ҫулсенче — «Колмар» ТМЯП-ӑн директорсен канашӗн председателӗн ҫумӗ. 2018 ҫулхи пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗччен Сергейпе Анна Цивилёвсем Швейцаринчи «Kolmar Sales and Logistics» компанине ертсе пынӑ[7].
2014 ҫултанпа — «Колмар» компанийӗн тӗп директорӗ тата унӑн 70 % акци хуҫи (ытти 30 % Volga Group урлӑ Геннадий Тимченко предпринимателӗн шутланать[8]). «Колмар» ТМЯП — Саха (Якути) Республикинчи Нерюнгри районӗнчи ҫӗр айӗнчи пурлӑх кӑлармалли вырӑнти пахалӑхлӑ ҫӗр кӑмрӑкне кӑларас, пахалӑхне ӳстерес тата тиесе ӑсатас ӗҫе пӗтӗмӗшле тӑвакан предприятисен, трейдинг тата логистика организацийӗсен комплексӗ.
2018 ҫулхи пушӑн 2-мӗшӗнчен — Кемӗр облаҫӗн промышленность, транспорт тата потребитель рынкӗ тӗлӗшпе ӗҫлекен кӗпӗрнаттӑрӗн ҫумӗ[9].
2018 ҫулхи пушӑн 25-мӗшӗнче Кемӗрти «Хӗллехи чие» суту-илӳпе кану центрӗнче пушар тухнӑ. Вут-ҫулӑма пула 60 ҫын вилнӗ. 2018 ҫулхи пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Кемӗр ҫыннисем хӑй хальлӗн пухӑннӑ митинга тухнӑ та Кемӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрне Аман Тулеева тата Кемӗр хула администрацине отставкӑна яма, тӗпчеве уҫӑмлӑ ирттерме тата айӑплисене пурне те явап тыттарма ыйтнӑ. Тулеев ку митинга килмен, апла пулин те митинга Кемӗр облаҫӗн вице-кӗпӗрнаттӑрӗ Сергей Цивилёв ҫитнӗ[10][11]. Каярахпа Цивилёв, митингра сӑмах тухса каланӑ хыҫҫӑн, вилнӗ ҫынсен тӑванӗсем умне чӗркуҫленсе тӑрса каҫару ыйтнӑ[12].
2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче РФ Патшалӑх Думи Сергей Цивилёва Раҫҫей энергетика министрӗ вырӑнне ҫирӗплетнӗ[13], ҫак кунах РФ президенчӗ ӑна ҫак вырӑна лартмалли ҫинчен калакан указа алӑ пуснӑ[14].
«Стратегирование: теория и практика» журналӑн редакци коллегийӗн йышне кӗрет.
2025 çулхи çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче Цивилёва «РусГидро» ПАО Директорсен канашĕн председателĕн çумĕ пулма суйланă[15].
Кемӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ
Аман Тулеев кӗпӗрнаттӑр должноҫӗнчен отставкӑна кайнӑ хыҫҫӑн 2018 ҫулхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Раҫҫей президенчӗ Цивилёва вӑхӑтлӑха Кемӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама лартнӑ[16][17].
2018 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Кемӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ пулма тӑратнӑ кандидата пек регистрациленнӗ.
2018 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Кемӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрне суйланнӑ, тапхӑр тӑршшӗ — 5 ҫула. Авӑнӑн 17-мӗшӗнче кӗпӗрнатор вырӑнне йышӑннӑ[18].
2018 ҫулхи раштавӑн 8-мӗшӗнче «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» политика партийӗн XVIII пухӑвӗн делегачӗсем йышӑннине тӗпе хурса ӑна партин Аслӑ канашӗн йышне кӗртнӗ[4].
2019 ҫул вӗҫӗнче Кемӗр облаҫӗн администрацийӗн коллеги вырӑнне Кемӗр облаҫӗн правительствине туса хунӑ. Кӗпӗрнатӑр пӗр вӑхӑтрах правительство председателӗн тивӗҫне те пурнӑҫлама пуҫланӑ.
2020 ҫулхи раштавӑн 21-мӗшӗнчен — Раҫҫей Федерацин Патшалӑх Канашӗн президиум пайташӗ[19].
2021 ҫултанпа Кемӗр облаҫӗн—Кузбасӑн правительствине кӗпӗрнаттӑрӑн пӗрремӗш ҫумӗ ертсе пырать.
2021 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнче Путин президентпа тӗл пулнӑ чухне Цивилёв уйрӑм ҫынсен ҫуртсем вырӑнне пысӑк ҫӗнӗ ҫуртсем хӑпартса Кемӗрпе (хальхи вӑхӑтра 540 пин ҫын пырӑнать) Новокузнецк (хальхи вӑхӑтра — 580 пин ҫын) хулисенче кашнинче халӑх йышне миллион ҫын таран ӳстерме сӗннӗ. Ҫав вӑхӑтрах Цивилёв пӗлтернӗ тӑрӑх «пысӑк инфраструктура тума палӑртнӑ»[20].
2023 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Путин президент Цивилёвӑн докладне йышӑннӑ, унта вӑл Кузбасс социаллӑ тата экономика тӗлӗшӗнчен мӗнле аталанни, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннисен ҫемйисене пулӑшни тата Ҫӗпӗрте туризма аталантарни (ҫав шутра Таштаголта сӑрт-ту йӗлтӗр трассине йӗркелени ҫинчен те) ҫинчен каласа панӑ; Путин 6500 ҫухрӑма яхӑн тӑршшӗллӗ ҫулпа кӑмрӑка Лӑпкӑ океан патӗнчи портсем патне турттарасси Кузбасӑн йывӑрлӑхӗсенчен пери пулни ҫине тимлӗх уйӑрнӑ; ҫак ыйтӑва вӑл БАМпа Транссиб чукун ҫул магистралӗсемпе турттармалли калӑпӑша ӳстернипе татса пама май пуррине каланӑ; ҫавӑн пекех культура кластерне тӑвассине тата Кузбассӑн кадет корпусне анлӑлатассине сӳтсе явнӑ. Президент Цивилёв ҫӗнӗ кӗпӗрнаттӑр срокне йышӑнма хатӗр пулнине президент ырланӑ[21].
2023 ҫулхи авӑнӑн 10-мӗшӗнче сасӑлава пӗтӗмлетнӗ май Цивилёв кӗпӗрнаттӑр вырӑнне сыхласа хӑварнӑ, вӑл 85,24 % сасӑ пухнӑ[22].
Санкцисем
2022 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗнче Цивилёва Евросоюзӑн санкци списокӗсене кӗртнӗ. 2022 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗнче Аслӑ Британин санкци списокне кӗртнӗ[23][24]. 2023 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗнче АПШ Госдепӗ Цивилёв американ санкци списокне кӗртнӗ[25][24]. Ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ Зеландин, Украинӑн тата Швейцарин санкци списокӗсенче вырнаҫнӑ.
2025 çулхи нарӑсӑн 24-мĕшĕнче Канадӑн санкци списокне кĕртнĕ[26].
Ҫемйи
Пиччӗшӗ — Валерий Цивилёв, «Колмар групп» тӗп директорӗ.
Арӑмӗ — Анна Евгеньевна Цивилёва, 2024 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗнчен — РФ хӳтӗлев министрӗн ҫумӗ[27]. Маларах, 2023 ҫулхи акан 3-мӗшӗнчен ӑна «Тӑван ҫӗршыв Хӳтӗлевҫисем» Патшалӑх фончӗн председательне лартнӑ[28].
Ачисем — ывӑлӗсем Антонпа Никита.
Хисепӗсем
- Туслӑх орденӗ (2021 ҫулхи юпан 1-мӗшӗ) — Кемӗр облаҫӗн–Кузбасӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн [29].
- «Раҫҫей Федерациийӗн хӳтӗлевне ҫирӗплетме тӳпе хывнӑшӑн» медаль (Раҫҫей Хӳтӗлев министерстви, 2019) [29].
Кăсӑкланӑвӗсем
Политикăн хобби çинчен информаци нумаях мар. Вăл халĕ те тинĕсе юратни тата уншăн тунсăхлани паллă[30].
Ӑнлантарусем
- ^ https://tass.ru/info/17433633
- ^ Госдума утвердила Цивилева министром энергетики. РИА "Новости" (14 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ.
- ^ Выборы губернатора Кузбасса выиграл Сергей Цивилев - Российская газета (2018-09-10). 2025 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Ротация в составе Высшего Совета «Единой России» составила 16%. er.ru (8 раштавӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи пушӑн 27-мӗшӗ.
- ^ Председателем Совета директоров РусГидро избран Юрий Трутнев (выр.). rushydro.ru (27 ҫурлан 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 20-мӗшӗ.
- ^ Сергей Цивилев: Родственники погибших мечтают восстановить свои семьи. И я сделаю все, что только могу, чтобы помочь им залечить раны (выр.). Новости Новокузнецка сегодня, новости дня, последние новости. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗ.
- ^ KSL AG (нем.). Moneyhouse. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи акан 1-мӗшӗ.
- ^ Gunvor: Доля Тимченко в компании была продана 19 марта 2014 года. // top.rbc.ru. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи акан 1-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2015 ҫулхи ҫӗртмен 19-мӗшӗ.
- ^ На должность заместителя губернатора по промышленности, транспорту и потребительскому рынку назначен Сергей Цивилев. ako.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 15-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи юпан 8-мӗшӗ.
- ^ Что происходит в Кемерово. Главное на данный момент. РБК. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи пушӑн 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи пушӑн 29-мӗшӗ.
- ^ Тулеев попросил прощения лично у Путина за случившееся в Кемерово. Архивланӑ 2018 ҫулхи пушӑн 29-мӗшӗ.
- ^ Алена Мартынова. Вице-губернатор Кемеровской области встал на колени перед родственниками погибших в "Зимней вишне", Комсомольская правда (2018-03-27). 2018 ҫулхи пушӑн 27-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2018 ҫулхи пушӑн 27-мӗшӗ.
- ^ Госдума утвердила Цивилева министром энергетики. РИА Новости (14 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ.
- ^ Президент подписал указы о назначении членов Правительства Российской Федерации и директоров служб. kremlin.ru (14 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ.
- ^ Главой СД РусГидро переизбран вице-премьер Юрий Трутнев (выр.). myseldon.com (28 ҫурлан 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 20-мӗшӗ.
- ^ Врио губернатора Кемеровской области назначен Сергей Цивилев. ako.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫурлан 15-мӗшӗ.
- ^ Принята отставка Амана Тулеева. kremlin.ru (1 акан 2018). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2025 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗ.
- ^ Победивший на выборах губернатора Кузбасса Цивилев вступил в должность - ТАСС. 2025 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗ.
- ^ Распоряжение Президента Российской Федерации от 21.12.2020 № 310-рп ∙ Официальное опубликование правовых актов ∙ Официальный интернет-портал правовой информации. publication.pravo.gov.ru. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи раштавӑн 29-мӗшӗ.
- ^ Глава Кузбасса предложил сделать два города миллионниками за счёт сноса частного сектора (выр.). Interfax.ru. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи юпан 2-мӗшӗ.
- ^ Владимир Путин провел встречу с губернатором Кемеровской области Сергеем Цивилевым. Новости. Первый канал(паллӑ мар). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 15-мӗшӗ. Архивланӑ 2024 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗ.
- ^ Предварительные итоги голосования на выборах высших должностных лиц субъектов Российской Федерации (23-09-11).
- ^ Consolidated list of financial sanctions targets in the UK. ofsistorage.blob.core.windows.net. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2025 ҫулхи авӑнӑн 21-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Губернатор Кузбасса Сергей Цивилёв попал в санкционный список США (выр.). ngs42.ru - новости Кузбасса (26 нарӑсӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗ.
- ^ The United States Takes Sweeping Actions on the One Year Anniversary of Russia’s War Against Ukraine. United States Department of State (24 нарӑсӑн 2023).
- ^ Канада ввела санкции против Познера (2025-02-24). 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 9-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗ.
- ^ Путин назначил трех новых заместителей министра обороны. 2025 ҫулхи юпан 9-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗ.
- ^ Путин создал фонд поддержки участников СВО и семей погибших бойцов "Защитники Отечества". 2025 ҫулхи утӑн 31-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Указ Президента Российской Федерации от 01.10.2021 № 558 ∙ Официальное опубликование правовых актов (выр.). publication.pravo.gov.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи юпан 2-мӗшӗ.
- ^ Сергей Цивилев: биография министра энергетики РФ и моряка родом из Мариуполя (выр.). Новости Mail:картина дня в России и мире. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 15-мӗшӗ. Архивланӑ 2025 ҫулхи нарӑсӑн 10-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- Сергей Цивилев мӗнпе паллӑ
- Кемӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн официаллӑ страници , Wayback Machine çинчи 2018 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗнчи копийӗ