Трутнев Юрий Петрович
Трутнев Юрий Петрович (ҫур. 1956 ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗ, Полазна[d], Пермь облаҫӗ) — совет саманин тата Раҫҫейӗн патшалӑх ӗҫченӗ. 2013 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен пуҫласа Раҫҫей Федераци правительствин председатель ҫумӗ — РФ президенчӗн Инҫет Тухӑҫ федераци округӗнчи полномочиллӗ представителӗ. 2021 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнчен пуҫласа Инҫет Тухӑҫ федераллӑ округри куратор[1]. Пӗтӗм Раҫҫейри «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» политика партийӗн пайташӗ[2].
Раҫҫейӗн ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ (2004—2012). Раҫҫей Федераци президенчӗн пулӑшуҫи (2012—2013). Раҫҫей Федерацийӗн 1-мӗш класлӑ чӑн патшалӑх канашҫи (2012). Раҫҫейри ҫапӑҫу ӑсталӑхӗн пӗрлӗхӗн сопредседателӗ[3], Раҫҫейри киокусинкай ассоциацийӗн президиум председателӗ[4], Пӗтӗм тӗнчери Кёкусин пӗрлӗхӗн сопредседателӗ[5]. «РусГидро» ПАО Директорсен канашӗн председателӗ (2015 ҫултанпа)[6].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
Юрий Трутнев 1956 ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗнче Молотовран (халӗ Пермь хулин йышӗнче[7]) инҫех мар вырнаҫнӑ Полазна посёлокӗнче[8] нефтяниксен ҫемйинче ҫуралнӑ.
1978 ҫулта Трутнев Пермьри политехника институчӗн сӑрт-ту факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Специальноҫпе институтра вӗреннӗ чухне ӗҫленӗ — бурильщикӑн пулӑшаканӗ, «Полазнанефть» НГДУ-па «Коминефтьре» нефтьпе газ кӑларакан оператор пулнӑ.
1978 ҫулта институтран вӗренсе тухсан ӑна Пермьри нефть промышленноҫӗн ӑслӑлӑхпа тӗпчев тата проект институтне ӗҫлеме янӑ. ПермНИПИнефтьре вӑл кӗҫӗн ӑслӑлӑх сотрудникӗ пулса ӗҫленӗ[9].
1981–1986 ҫулсенче Трутнев комсомол ӗҫне пурнӑҫланӑ. ВЛКСМ-ӑн Пермь хула комитетӗнче инструктор пулса ӗҫленӗ.
1986–1988 ҫулсенче Пермь облаҫӗн ӗҫтӑвкомӗнче спорт комитетне ертсе пынӑ.
1988 ҫулта Трутнев партнёрсемпе пӗрле «Контакт» кооператив йӗркеленӗ, вӑл спорт тренажёрӗсене хатӗрлес тата туса кӑларас енӗпе ӗҫленӗ; тренажёрсене, тӗпрен илсен, тӗрлӗ патшалӑхӑн организацийӗсене сутнӑ[7]. 1990 ҫулта кооператив никӗсӗ ҫинче йӗркеленӗ «ЭКС ЛИМИТЕД» компание ертсе пыма пуҫланӑ. 1996 ҫулта «Э. К. С. Интернешнл» АО президенчӗ пулса тӑнӑ. Тренажёрсем сутассисӗр пуҫне Трутнев физкультурниксен бригадинче вӑйлӑ ҫынсен гастролӗсене йӗркелессипе, импортлӑ автомобильсене сутассипе тата Швейцаринчи «Nestlé» шӑккалатне кӳрсе килессипе (ку ӗҫе вӑл РФ Швейцарири суту-илӳ представительствинче ӗҫленӗ Олег Чиркуновпа пӗрле пурнӑҫланӑ) ӗҫленӗ. Чиркунов Перме таврӑнсан партнёрсем пӗрле «Семья» супермаркетсен тытӑмне тытса тӑнӑ[8][7].
1994 ҫулта Трутнева Пермь облаҫӗн тата Пермь хула думин саккун хатӗрлекен пухӑвӗн депутатне суйланӑ. Саккунсем хатӗрлекен пухура вӑл экономика политикипе налуксем енӗпе ӗҫлекен комитета ертсе пынӑ[7].
1996 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Трутнева Пермь мэрне суйланӑ, уншӑн суйлавҫӑсен 61% сасӑланӑ.
2000 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Трутнева Пермь облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрне суйланӑ[10]. Сасӑлавӑн пӗрремӗш турӗнче суйлавҫӑсен 51% сассине пухса кӗпӗрнаттӑрта ларнӑ Геннадий Игумнова ҫӗнтернӗ. Хаҫат-журнал пӗлтернӗ тӑрӑх, Трутнева суйланма усламҫӑсен пӗрлӗхӗ, ҫав шутра Дмитрий Рыболовлевпа Андрей Кузяев та, самай пулӑшнӑ[7]. Трутнев кӗпӗрнаттӑрта ларнӑ тапхӑрӗнче хальхи Раҫҫейре пӗрремӗш регионсене — Пермь облаҫӗпе Коми-Пермяк автономи округне пӗрлештерес ӗҫе — пуҫарса янӑ, 2003 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗнче пӗрлештерессипе ҫыхӑннӑ референдум ӑнӑҫлӑ иртнӗ.
2003 ҫулхи ҫӑвӑн 24-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 19-мӗшӗччен Трутнев — Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх канашӗн президиум пайташӗ[11][12].
2004 ҫулхи пушӑн 9-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн президенчӗ кӑларнӑ хушупа Трутнева Михаил Фрадков(выр.)чăв. правительствинче ҫутҫанталӑк пурлӑхӗн министрне лартнӑ. 2004 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Владимир Путин Раҫҫей Федерацийӗн президенчӗн вырӑнне иккӗмӗш хут суйланса вырӑна йышӑннӑ хыҫҫӑн Трутнева Раҫҫей Федерацийӗн ҫутҫанталӑк пурлӑхӗн министрӗн вырӑнӗнче хӑварнӑ.
2012 ҫулхи ҫӑвӑн 22-мӗшӗнче Трутнева Раҫҫей Федерацин президенчӗн пулӑшуҫи пулма лартнӑ. Унӑн Патшалӑх канашӗн ӗҫне тӗрӗслесе тӑмалла пулнӑ. Патшалӑх думин VI пухӑвӗнчи депутат мандатне Анатолий Ломакин миллиардера панӑ[13].
2013 ҫулхи ҫурлан 31-мӗшӗнче Трутнева Раҫҫей Федерацийӗн правительствин председатель ҫумӗ — Инҫет Тухӑҫ федераллӑ округри РФ президенчӗн полномочиллӗ представителӗ пулма ҫирӗплетнӗ[14]. 2018 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче тата 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн ҫӗнӗ правительствине йӗркеленӗ чухне ӑна хӑйӗн вырӑнӗнчех хӑварнӑ[15].
2018 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа Арктикӑна аталантарас ыйтусемпе ӗҫлекен патшалӑх комиссийӗн председателӗ шутланать[16][17].
2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Патшалӑх Думи маларах Михаил Мишустин премьер-министр кӗртнӗ правительство председателӗн ҫумӗсен кандидатурисене ҫирӗплетнӗ. Ҫӗнӗ кабинетра Трутнев вице-премьерӑн, Инҫет Тухӑҫ федераци округӗнчи президентӑн полномочиллӗ представителӗн вырӑнне упраса хӑварнӑ[18][19]. Трутнев ҫавӑн пекех Магадан облаҫӗнчи, Кӑнтӑр Курил, Курил тата Ҫурҫӗр Курил хула округӗсенчи лаптӑксенче социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗшӗн яваплӑ[20].
2025 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗнче Трутнева тепӗр хут «РусГидро» ПАО Директорсен канашӗн председателӗ пулма суйланӑ, ҫак вырӑна вӑл 2015 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнченпе йышӑнса тӑрать[21].
Ҫемйи
Юрий Трутнев авланнӑ. Унӑн виҫӗ ывӑлпа икӗ хӗр пур. 1982 ҫулта ҫуралнӑ Дмитрий ывӑлӗ Тӗп коопераци банкӗн директорӗсен канашӗн финанс канашҫи тата пайташӗ[22].
Кӑсӑкланӑвӗ
Трутнев пурнӑҫ тӑршшӗпех спортпа туслӑ, вӑл тухӑҫри ҫапӑҫу ӑсталӑхӗпе (Кёкусинкай(выр.)чăв. каратэ) тата автогонкӑсемпе (классикӑлла ралли) кӑсӑкланать.
Кёкусинкай каратэре(выр.)чăв. унӑн Пӗтӗм тӗнчери ИКО кёкусинкай организацийӗн (2005 ҫул) 5-мӗш дан тата Пӗтӗм тӗнчери кёкусинкай организацийӗн 6-мӗш дан (2018 ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗ) пур[23][24].
2005 ҫулта С. В. Кириенкопа(выр.)чăв. пӗрле Раҫҫейри ҫапӑҫу ӑсталӑхӗн пӗрлӗхне никӗсленӗренпе вӑл унӑн сопредседателӗ шутланать[3][25][26]. 2004 ҫулта Раҫҫей кёкусинкай ассоциацине туса хунӑранпа — президиум председателӗ[4][27]. 2011 ҫулта Пӗтӗм тӗнчери кёкусинкай пӗрлӗхне йӗркеленнӗренпе — унӑн сопредседателӗ[5][28][29]. Ҫак пӗрлӗхе йӗркелеме шухӑш тытнисенчен пӗри пулнӑ.
2000–2004 ҫулсенче Трутнев тӑтӑшах Mitsubishi Lancer Evolution автомобильсем ҫинче Раҫҫейӗн автомобиль ралли енӗпе иртекен чемпионачӗн тата кубокӗн тапхӑрӗсене хутшӑннӑ[2].
Наградӑсем
- IV степеньлӗ «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден (2016 ҫулхи пушӑн 2-мӗшӗ) — патшалӑх умӗнчи калӑпӑшлӑ тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн тата нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн[30].
- Хисеп орденӗ (1998 ҫулхи ҫӗртмен 8-мӗшӗ) — хулан (Пермь) социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, нумай ҫул хушши тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн[31].
- Раҫҫей Федерацин Правительствин Хисеп хучӗ (2006 ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗ) — ҫутҫанталӑкпа усӑ курас тата ӑна сыхлас енӗпе ирттернӗ тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн[32].
- I степеньлӗ Столыпин П. А. медалӗ (2016 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗ) — ҫӗршывӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн стратегиллӗ тӗллевӗсене татса панӑшӑн тата нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн[33].
- II степеньлӗ Столыпин П. А. медалӗ (2011 ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗ) — ҫӗршывӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн стратегиллӗ тӗллевӗсене татса панӑшӑн, ҫав шутра Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин нумая тӑсӑлакан проекчӗсене пурнӑҫланӑшӑн, 55 ҫул тултарнӑ май[34].
- Хисеп орденӗ (Кӑнтӑр Осети, 2009 ҫулхи ҫӗртмен 1-мӗшӗ) — халӑхсен хушшинчи туслӑхпа килӗшӳлӗх хутшӑнӑвӗсене аталантарас тата ҫирӗплетес ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, Кӑнтӑр Осети Республикинчи экологи лару-тӑрӑвне лайӑхлатма, унӑн ҫутҫанталӑк пурлӑхӗсемпе усӑ курма тата осетин халӑхне пулӑшас ӗҫре, гуманитарлӑ катастрофӑна сирме хастар хутшӑннӑшӑн[35].
Ӑнлантарусем
- ^ Михаил Мишустин назначил вице-премьеров кураторами федеральных округов. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи утӑн 19-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Трутнев, Юрий Петрович (выр.). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫурлан 22-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Высший совет Российского Союза боевых искусств. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Президиум Ассоциации Киокусинкай России. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Высший совет Всемирного Союза Кёкусин. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 28-мӗшӗ.
- ^ Председателем Совета директоров РусГидро вновь избран Ю. Трутнев (выр.). neftegaz.ru (27 ҫурлан 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 20-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Василий Тимирязев. Опыты на природе. Компания (28 ҫӑвӑн 2012). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2013 ҫулхи авӑнӑн 27-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Сергей Мулин. Резкий кадр. Огонёк № 35 (9 авӑнӑн 2013). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗ.
- ^ Трутнев, Юрий Петрович. ТАСС. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи юпан 28-мӗшӗ.
- ^ Юрий Трутнев Вступил В Должность Губернатора Пермской Области | «Новый Компаньон». Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
- ^ Распоряжение Президента Российской Федерации от 24.05.2003 г. № 269-рп «О президиуме Государственного совета Российской Федерации». Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи пушӑн 26-мӗшӗ.
- ^ Распоряжение Президента Российской Федерации от 19.12.2003 г. № 606-рп «О президиуме Государственного совета Российской Федерации». Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи пушӑн 26-мӗшӗ.
- ^ Миллиардер Анатолий Ломакин стал депутатом Госдумы. Forbes (22 ҫурлан 2012). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗ.
- ^ Указ Президента Российской Федерации от 31.08.2013 г. № 692 «О Заместителе Председателя Правительства Российской Федерации — полномочном представителе Президента Российской Федерации в Дальневосточном федеральном округе». Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗ.
- ^ Указ Президента Российской Федерации от 18.05.2018 г. № 228 «О Заместителе Председателя Правительства Российской Федерации — полномочном представителе Президента Российской Федерации в Дальневосточном федеральном округе». Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗ.
- ^ Вице-премьер Трутнев возглавит госкомиссию по Арктике (выр.). Interfax.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ.
- ^ ИА «Север-Пресс». Юрий Трутнев возглавил госкомиссию по Арктике | Север-Пресс. ИА «Север-Пресс» (7 авӑнӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ.
- ^ Госдума утвердила всех предложенных вице-премьеров. РИА Новости (13 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ.
- ^ Президент подписал указы о назначении членов Правительства Российской Федерации и директоров служб. kremlin.ru (14 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ.
- ^ Михаил Мишустин утвердил распределение обязанностей между вице-премьерами. government.ru (17 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ.
- ^ Главой СД РусГидро переизбран вице-премьер Юрий Трутнев (выр.). myseldon.com (28 ҫурлан 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 20-мӗшӗ.
- ^ Юлия Говорун. «Нельзя продать — и забыть», — Юрий Трутнев, министр природных ресурсов и экологии. Ведомости (28 кӑрлачӑн 2010). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ.
- ^ Шиханы России. Сихан. высшие даны каратэ, черные пояса карате кёкусинкай. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2009 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ.
- ^ Шихану Юрию Трутневу присвоили пояс Кёкусинкан. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи чӳкӗн 9-мӗшӗ.
- ^ Российский Союз Боевых Искусств. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 14-мӗшӗ.
- ^ Юрий Трутнев: биография, образование, семья (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 19-мӗшӗ.
- ^ Архивированная копия. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2012 ҫулхи утӑн 12-мӗшӗ.
- ^ Time to be United! — kwunion. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 26-мӗшӗ.
- ^ Юрий Трутнев стал сопредседателем Высшего совета Всемирного союза каратэ киокусинкай (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 19-мӗшӗ.
- ^ Указ Президента Российской Федерации от 2 марта 2016 года № 93 «О награждении государственными наградами Российской Федерации». Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.
- ^ Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 1998 çулхи çĕртмен 8-мĕшĕнчи 687-мĕш №-лĕ Хушӑвӗ
- ^ Раҫҫей Федераци Правительствин 2006 ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗнчи 271-р №-лӗ Постановленийӗ
- ^ Распоряжение Правительства Российской Федерации от 23 марта 2016 года № 487-р «О награждении медалью Столыпина П. А. I степени Трутнева Ю. П.» Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗ.
- ^ Распоряжение от 1 марта 2011 г. № 305-р. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗ.
- ^ Минприроды России поможет сохранить экологию Южной Осетии. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- Энциклопедия ТАСС, 2024. Трутнев, Юрий Петрович. Заместитель председателя правительства РФ — полномочный представитель президента РФ в ДФО (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ.
- Сергей Мулин. Резкий кадр. Огонёк № 35 (9 авӑнӑн 2013). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ.
- Вьюнова Ирина. Докопался до недр(недоступная ссылка — история). Профиль (29 пушӑн 2004). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ.
- Юрий Трутнев: Хочу, чтобы ставка по ипотеке для получателей «дальневосточного гектара» была «сильно льготна». ЭкоГрад (22 ҫӗртмен 2016).
- Интервью с Юрием Трутневым на Радио «Комсомольская правда». (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ.
- Почётный профессор ПГНИУ Юрий Трутнев. (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ.
- Профиль (англ.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗ. на сайте ewrc-results.com