Козлов Александр Александрович (министр)

Козлов Александр Александрович (ҫур. 1981 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗ, Южно-Сахалинск[d]) — Раҫҫей патшалӑх ӗҫченӗ. 2020 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен пуҫласа Раҫҫей Федерацийӗн ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ[2].

Маларах Раҫҫей Федерацийӗн Инҫет Тухӑҫпа Арктика аталанӑвӗн министрӗ (2018 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа 2020 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗччен), Амур облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ (2015 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа 2018 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗччен), Благовещенск мэрӗ (2014 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнчен пуҫласа 2015 ҫулхи пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗччен) пулса ӗҫленӗ[3].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Александр Козлов 1981 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче Южно-Сахалинскра(выр.)чăв. ҫуралнӑ. Вӑтам шкултан Амур облаҫӗнчи Райчихинскра(выр.)чăв. вӗренсе тухнӑ.

Вӗренӳ

2003 ҫулта Козлов Мускав правительстви ҫумӗнчи Мускав предпринимательлӗх академийӗн Благовещенск филиалӗнчен «Юриспруденци» специальноҫӗпе вӗренсе тухнӑ, «юрист» квалификацине илнӗ. Кайран Инҫет Тухӑҫ Федераци университетӗнче(выр.)чăв. «Ту инженерӗ» специальноҫпа вӗреннӗ[4].

Бизнес

2000 ҫулта «Дальвостуголь» компание юрисконсульт пулса ӗҫлеме вырнаҫнӑ. 2004 ҫулта ун вырӑнне «Амур-уголь» компани йӗркеленӗ, унта Гуково(выр.)чăв. хулинчи «Росуголь» филиалӗсенчен пӗрне ертсе пынӑ, тепӗр ҫултан Благовещенскри(выр.)чăв. «Русский уголь» УАО филиалӗн директорӗ пулса тӑнӑ[5].

2009—2010 ҫулсенче Козлов Райчихинскри «Амурский уголь» ТМЯО гендиректорӗ вырӑнне йышӑннӑ.

Амур облаҫӗн правительствинче

2011 ҫулта Козлов регион кӗпӗрнаттӑрӗ Олег Кожемяко(выр.)чăв. чӗннипе Амур облаҫӗн правительствине патшалӑх хӗсметне куҫнӑ. 2011 ҫулхи нарӑсӑн 2-мӗшӗнче Амур облаҫӗн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулма ҫирӗплетнӗ. Ҫав ҫулах ҫурла уйӑхӗнче ҫак ведомствӑна ертсе пыма тытӑннӑ[6].

2011 ҫулхи раштавӑн 23-мӗшӗнче Козлова Амур облаҫӗн пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрне лартнӑ, облаҫри чи ҫамрӑк министр пулса тӑнӑ[7]. Ку должнӑҫа 2014 ҫулхи нарӑсӑн 14-мӗшӗччен йышӑннӑ.

Благовещенск хула администрацийӗнче

2014 ҫулхи нарӑсӑн 14-мӗшӗнче Козлова Благовещенск администрацийӗн пуҫлӑхӗн Павел Березовскин пӗрремӗш ҫумӗ пулма ҫирӗплетнӗ[8].

Тепӗр ултӑ кунран, 2014 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗнче, Благовещенск хула думи Березовский хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн полномочийӗсене хӑйӗн кӑмӑлӗпе пӑрахнине йышӑннӑ, вакантлӑ должноҫ тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Козлова ҫирӗплетнӗ[9].

2014 ҫулхи ака уйӑхӗнче облаҫ центрӗн мэрӗн кандидатурисем хушшинче «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин умсасӑлавӗн ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ[10].

2014 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗнче Козлов Благовещенск мэрӗн суйлавӗнче ҫӗнтернӗ, хула ҫыннисен 17 828 сассине (суйлав участокӗсене пынӑ пӗтӗмӗшле хисепӗн 38,68 %) пухнӑ[11]. Ҫав ҫулах авӑнӑн 19-мӗшӗнче хула мэрӗн должнӑҫне (2010 ҫулта пӑрахӑҫланӑ хыҫҫӑн ҫак поста ҫӗнӗрен йӗркеленӗ) официаллӑ кӗнӗ[12].

Амур облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ

Сахалин облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн постӗнчен кайнӑ Александр Хорошавин(выр.)чăв. вырӑнне Амур облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрне Олег Кожемякона лартнӑ хыҫҫӑн, РФ Президенчӗн 2015 ҫулхи пушӑн 25-мӗшӗнчи хушӑвӗпе Амур облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн(выр.)чăв. тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан пулма Козлова ҫирӗплетнӗ[13][14].

2015 ҫулхи ҫӗртмен 19-мӗшӗнче Козлова «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти кӗпӗрнаттӑр суйлавне хутшӑнма кандидата тӑратнӑ[15]. Суйлавҫӑсен 50,64 % сассине пухса облаҫ историйӗнче чи ҫамрӑк кӗпӗрнаттӑр пулса тӑнӑ[16]. Ҫав вӑхӑтрах Козлов маларах мэр пулнӑ Благовещенскра вӑл сасӑсен 30 % ҫеҫ илнӗ — 45 % ЛДПР кандидатне лекнӗ[17].

Раҫҫей Федерацийӗн Инҫет Тухӑҫ аталанӑвӗн министрӗ

2018 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче РФ Президенчӗн хушӑвӗпе Козлова Амур облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн(выр.)чăв. должнӑҫӗнчен хӑй ирӗкӗпе хӑтарнӑ та ӑна ҫӗнӗ правительствӑра(выр.)чăв. Раҫҫей Федерацийӗн Инҫет Тухӑҫ аталанӑвӗн министрне лартнӑ[18][19].

2019 ҫулхи нарӑсӑн 26-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Инҫет Тухӑҫ аталанӑвӗн министерствине Раҫҫей Федерацийӗн Арктика зонине кӗртсе полномочисене анлӑлатнӑ. Козлов Инҫет Тухӑҫпа Арктика аталанӑвӗн министрӗн(выр.)чăв. пуканне сыхласа хӑварнӑ[20].

Министр должноҫӗнче Арктикӑн 2035 ҫулчченхи аталанӑвӗн стратегине тата Инҫет Тухӑҫа 2024 ҫулчченхи тата малашлӑхра 2035 ҫулчченхи аталану наци программине, ҫавӑн пекех Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче демографие ӳстермелли, регионӑн социаллӑ объекчӗсенче юсав ӗҫӗсене субсидилемелли программӑсене, «Арктика гектарӗ» программӑна тата Инҫет Тухӑҫ регионӗнче пурӑнакансемшӗн ҫулталӑкра 2% майлӑ ипотека программине хатӗрленӗ[21].

Раҫҫей Федерацийӗн ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ

2020 ҫулхи чӳкӗн 9-мӗшӗнче Дмитрий Кобылкина(выр.)чăв. отставкӑна янӑ хыҫҫӑн Козлова Раҫҫей Федерацийӗн ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрне(выр.)чăв. лартнӑ[22].

2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче РФ Патшалӑх Думи ӑна РФ ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн должнӑҫне тепӗр хут ҫирӗплетнӗ[23], ҫак кунах РФ Президенчӗ лартасси ҫинчен хушу алӑ пуснӑ[24].

Парти ӗҫӗ

«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ. Партин Амур облаҫӗнчи регион уйрӑмӗн президиумне кӗнӗ. 2023 ҫултанпа — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Аслӑ канашӗн пайташӗ[25].

Ӗҫ-хӗлне хаклани

Патшалӑх Думин Регионти политикӑпа тата Ҫурҫӗрти ҫивӗч ыйтусемпе ӗҫлекен комитечӗн пуҫлӑхӗ Николай Харитонов(выр.)чăв. Козлов ӗҫне ҫапла хакланӑ: «Козлов ӗҫлӗ, хастар министр пулнӑ. Эпир 11 территорирен Чукоткӑра кӑна тухса ҫӳресе комитет ларӑвне ирттермен, хӑш-пӗр ҫӗрте икшер хут та»[21].

2020 ҫулта «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» парти профильлӗ биологи пӗлӗвӗ ҫуккипе РФ ҫутҫанталӑк ресурсӗсен министрӗн постне ҫирӗплетнӗ чухне Козлов кандидатурине ырламан[26]. Ку парти тӑтӑш Александр Козлова хирӗҫ пырать[27].

Наградӑсем

  • Федераци Канашӗн хисеп хучӗ (2016) [28].

Ҫемье

2015 ҫулхи пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Александр Козлов Анна Логиновӑна качча илнӗ[1]. 2017 ҫулхи раштавӑн 2-мӗшӗнче мӑшӑрӑн Алиса ятлӑ хӗр ҫуралнӑ[29]. 2019 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ывӑлӗ Иван ҫуралнӑ[30].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Врио губернатора Амурской области Александр Козлов сочетался браком / ИА "Амур.инфо" (выр.). web.archive.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ.
  2. ^ Александр Александрович Козлов. Правительство России. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи утӑн 25-мӗшӗ.
  3. ^ Козлов, Александр Александрович. 2023 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ.
  4. ^ Козлов, Александр Александрович Министр природных ресурсов и экологии РФ (выр.). ТАСС. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 27-мӗшӗ.
  5. ^ Александр Козлов: президентом было оказано высокое доверие, его надо оправдать / ИА "Амур.инфо" (выр.). web.archive.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ.
  6. ^ Амурское министерство строительства, архитектуры и ЖКХ лишилось руководителя / ИА "Амур.инфо", 9 августа 2011. web.archive.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ.
  7. ^ В амурском правительстве назначены два министра – строительства и ЖКХ / ИА "Амур.инфо", 27 декабря 2011. web.archive.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ.
  8. ^ Министр ЖКХ Амурской области Александр Козлов назначен первым заместителем главы администрации Благовещенска / ИА "Амур.инфо", 14 февраля 2014. web.archive.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ.
  9. ^ Павел Березовский сложил с себя полномочия главы администрации Благовещенска (выр.). web.archive.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ.
  10. ^ На праймериз единороссов по кандидатуре на должность мэра Благовещенска победил Александр Козлов / ИА "Амур.инфо", 14 апреля 2014. web.archive.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ.
  11. ^ На выборах мэра Благовещенска победил Александр Козлов. Порт Амур (15 авӑнӑн 2014). Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи авӑнӑн 20-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи утӑн 15-мӗшӗ.
  12. ^ Александр Козлов официально вступил в должность мэра Благовещенска / ИА "Амур.инфо", 19 сентября 2014. web.archive.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ.
  13. ^ Александр Козлов назначен временно исполняющим обязанности губернатора Амурской области. Kremlin.ru (25 пушӑн 2015). Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи пушӑн 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи акан 2-мӗшӗ.
  14. ^ Указ Президента Российской Федерации от 25.03.2015 г. № 164 «Об исполняющем обязанности губернатора Амурской области». Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗ.
  15. ^ «Единая Россия» выдвинула на выборы губернатора Александра Козлова. «Амурская правда» №107 (28151) (19 ҫӗртмен 2015). Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи ҫӗртмен 20-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи ҫӗртмен 20-мӗшӗ.
  16. ^ Инаугурация губернатора Амурской области прошла в Благовещенске. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи пушӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи акан 8-мӗшӗ.
  17. ^ На инаугурацию Александра Козлова приедут главы трех дальневосточных регионов. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи пушӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи акан 15-мӗшӗ.
  18. ^ Кто вошел в новое правительство. Полный список, Ведомости (2018-05-18). 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 20-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ.
  19. ^ Указ Президента Российской Федерации от 18.05.2018 г. № 241 «О Министре Российской Федерации по развитию Дальнего Востока». Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗ.
  20. ^ Полномочия Минвостокразвития России расширены на Арктическую зону Российской Федерации (выр.). web.archive.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ.
  21. ^ 1, 2 Александр Козлов - министр природных ресурсов и экологии Российской Федерации, Биография, Статьи, Фото, Видео - Свободная Пресса (выр.). svpressa.ru. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи акан 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗ.
  22. ^ Кадровые перестановки: Александр Козлов выдвинут на пост министра природных ресурсов и экологии. Вести (9 чӳкӗн 2020). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи чӳкӗн 9-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи чӳкӗн 9-мӗшӗ.
  23. ^ Госдума утвердила Козлова министром природных ресурсов и экологии России. РИА "Новости" (14 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 22-мӗшӗ.
  24. ^ Президент подписал указы о назначении членов Правительства Российской Федерации и директоров служб. kremlin.ru (14 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2025 ҫулхи юпан 12-мӗшӗ.
  25. ^ Биография Александра Козлова. tass.ru. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи акан 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи акан 28-мӗшӗ.
  26. ^ Анатолий Грешневиков: «СР» воздержалась от поддержки кандидатуры Александра Козлова на должность главы Минприроды. Справедливая Россия (10 чӳкӗн 2020). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2025 ҫулхи акан 24-мӗшӗ.
  27. ^ Фракция «СРЗП» в Госдуме проголосует против четырёх кандидатур на посты министров РФ. Справедливая Россия — За правду (24 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗ.
  28. ^ Козлов Александр Александрович (выр.). fedpress.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2025 ҫулхи нарӑсӑн 10-мӗшӗ.
  29. ^ Козлов Александр Александрович: биография. ПроНедра. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 27-мӗшӗ.
  30. ^ У министра Александра Козлова родился сын. Порт Амур (30 авӑнӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 27-мӗшӗ.

Каҫӑсем

Темӑпа ҫыхӑннисем