Григоренко Дмитрий Юрьевич
Григоренко Дмитрий Юрьевич (ҫур. 1978 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗ, Нижневартовск[d], Тӗмен облаҫӗ) — Раҫҫей патшалӑх ӗҫченӗ, экономист. 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗнчен пуҫласа Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин Председателӗн ҫумӗ — Раҫҫей Федерацийӗн правительствин аппарачӗн ертӳҫи[1] (2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 7—13 мӗшӗсенче — тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан)[2][3].
Унччен, 2013—2020 ҫулсенче, Раҫҫей Федерацийӗн Федераллӑ куланай службин ертӳҫин ҫумӗ[4]. 2021 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнчен пуҫласа Тӗп федераци округӗн кураторӗ[5]. Раҫҫей Федерацийӗн 2-мӗш класлӑ чӑн патшалӑх канашҫи (2017)[6].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1978 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен Тӗмен облаҫӗнче Нижневартовск хулинче ҫуралнӑ.
2000 ҫулта Кубань патшалӑх университечӗн экономика, право тата ҫутҫанталӑк специальноҫӗсен институтӗнчен «Юриспруденци» специальнӑҫпа, Кубань тӗнчери предпринимательствӑпа менеджмент институтӗнчен «Финанссемпе кредит» специальнӑҫпа вӗренсе тухнӑ.
2000 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа куланай органӗсенче ӗҫленӗ. 2000—2003 ҫулсенче — Краснодар хулинчи 4-мӗш куланай инспекцийӗнчи 1-мӗш категориллӗ специалист.
2003 ҫулта Григоренкона патшалӑхӑн 2-мӗш номерлӗ чи пысӑк куланай тӳлекенсен регионсен хушшинчи инспекцийӗн тӗп куланай инспекторӗ вырӑнне лартнӑ, 2003 ҫултан пуҫласа 2004 ҫулччен — Раҫҫей Федерацийӗн куланай министерствин куланай хурас тата пухас енӗпе ӗҫлекен департаменчӗн сводпа аналитика пайӗн тӗп патшалӑх налук инспекторӗ, 2004—2006 ҫулсенче — Федераци налук службин услам (тупӑш) управленийӗн аналитика пайӗн пуҫлӑх ҫумӗ, коммерци организацийӗсен налук хумалли тата налук учёчӗ енӗпе ӗҫлекен пайӗн пуҫлӑхӗ.
2006—2008 ҫулсенче — Федерацин куланай службин тупӑшран илекен налука администрацилекен управленин коммерци организацийӗсен тупӑшӗнчен илекен куланая администрацилекен тата налук учёчӗн пайӗн пуҫлӑхӗ.
2008—2012 ҫулсенче — Федерацин куланай службин услам тата ятарлӑ налук режимӗсен налук пайӗн пуҫлӑхӗ, Налук хурас енӗпе ӗҫлекен управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ.
2012—2013 ҫулсенче — Федерацин куланай службин Налук хурас енӗпе ӗҫлекен управленийӗн пуҫлӑхӗ. 2013 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗччен — Федерацин куланай службин юридици сӑпачӗллӗ организацисене налук хуракан управленийӗн пуҫлӑхӗ. 2013 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа 2020 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗччен — Федерацин куланай службин ертӳҫин ҫумӗ.
2020 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин Председателӗн ҫумӗ — Правительство аппарачӗн ертӳҫи вырӑнне лартнӑ.
2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Михаил Мишустин Патшалӑх Думине пӑхса тухма правительствӑн ҫӗнӗ йышне тӑратнӑ, Григоренко кандидатурине вице-премьер пулма сӗннӗ[7]. Ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Патшалӑх Думи ӑна ҫак поста ҫирӗплетнӗ[8]. Ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ лартни ҫинчен калакан указа алӑ пуснӑ[9]. Григоренко вице-премьер должноҫӗнче ҫак енсемшӗн яваплӑ: цифра аталанӑвӗпе ҫыхӑнӑвӗшӗн, искусствӑлла интеллект технологийӗсене ӗҫе кӗртнӗшӗн, монополие хирӗҫ кӗрешекен политикӑшӑн, «Цифра экономика» наци проектне хатӗрлессишӗн, пурнӑҫа кӗртессишӗн тата тӗрӗслесе тӑрассишӗн[10].
2022 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен Григоренко РФ Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен, ытти ҫарсен, ҫар йӗркелӗвӗсен тата органсен кирлӗлӗхӗсене тивӗҫтерес енӗпе РФ Правительстви ҫумӗнчи Координаци канашӗн председателӗн ҫумӗ пулса тӑнӑ. Стратеги аталанӑвӗпе наци проекчӗсем енӗпе РФ Президенчӗ ҫумӗнчи Канаша кӗрет, 2020 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа ҫавӑн пекех унӑн президиумӗн пайташӗ шутланать. 2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен Григоренко РФ ВЭБ тата ВТБ Банк госкорпорацийӗсен сӑнав канашӗсене, 2020 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа саккун проекчӗн ӗҫ-хӗлӗпе ӗҫлекен правительство комиссийӗсене, 2020 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен — административлӑ реформа ирттерес, оптимизаци тата бюджет тӑкакӗсен тухӑҫлӑхне ӳстерес ыйтусемпе ӗҫлекен комиссисене ертсе пырать[3]. 2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Раҫҫей Федерацийӗн ҫӗнӗ правительствинче хӑйӗн вырӑнне упраса хӑварнӑ. 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн президенчӗ Владимир Путин Григоренко Дмитрий Юрьевича Раҫҫей Федерацийӗн Правительство Председателӗн ҫумӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Правительство Аппарачӗн ертӳҫи вырӑнна лартасси ҫинчен Хушу алӑ пуснӑ[11].
Цифра инфратытӑмне аталантарас тӗллевпе транспортра биометри технологийӗсене вӑя кӗртес ӗҫсем пурнӑҫланаҫҫӗ. Дмитрий Григоренко пӗлтернӗ тӑрӑх, паспорт кӑтартмасӑр чукун ҫул транспортне ларма май паракан системӑна хатӗрлесси вӗҫленсе пырать. Ку проект информаци технологийӗсен тытӑмӗнчи инициативӑсен шутне кӗрет:
Биометрипе пуйӑс ҫине ларма май паракан техника хатӗрне туса пӗтернипе пӗрех, ҫӗнӗ сервиса тӗрӗслесе ҫитерессине ҫур ҫулта ирттерме палӑртнӑ[12].
Ун тӗлӗшпе Евросоюз, АПШ, Канада, Аслӑ Британи, Швейцари, Австрали, Япони, Ҫӗнӗ Зеланди санкцисем йышаннӑ.
Ҫемье
Авланнӑ, ача пур[13].
Наградисемпе хисеплӗ ячӗсем
- II степеньлӗ «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден — (2014);
- Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Тав хучӗ — (2017);
- Раҫҫей Федерацийӗн Шутлав палатин председателӗн Тав хучӗ;
- Патшалӑх Думин «Парламентаризм аталанӑвӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» паллӑ[14];
- Раҫҫей ФНС отличникӗ;
- Раҫҫей ФНС хисеплӗ ӗҫченӗ[15][16].
Класс чинӗ
Раҫҫей Федерацийӗн 2-мӗш класлӑ чӑн патшалӑх канашҫи[15].
Ӑнлантарусем
- ^ Путин назначил Григоренко главой аппарата правительства // РИА Новости. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗ.
- ^ Правительство России переходит в статус и.о. до назначения нового состава (выр.). TACC. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 7-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Григоренко, Дмитрий Юрьевич. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ.
- ^ Григоренко Дмитрий Юрьевич //SBO-Paper. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи пушӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи пушӑн 29-мӗшӗ.
- ^ Михаил Мишустин назначил вице-премьеров кураторами федеральных округов. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи утӑн 19-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи утӑн 19-мӗшӗ.
- ^ Указ Президента РФ от 02.05.2017 N 194 «О присвоении классных чинов государственной гражданской службы Российской Федерации федеральным государственным гражданским служащим» // Кодификация РФ. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи пушӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи пушӑн 29-мӗшӗ.
- ^ О чем говорит новая конфигурация российского правительства. РБК (11 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 13-мӗшӗ.
- ^ Госдума утвердила Григоренко на пост зампреда правительства. РИА Новости (13 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 13-мӗшӗ.
- ^ Президент подписал указы о назначении членов Правительства Российской Федерации и директоров служб. kremlin.ru (14 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ.
- ^ Михаил Мишустин утвердил распределение обязанностей между вице-премьерами. government.ru (17 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Григоренко Дмитрий Юрьевич. fedpress.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ.
- ^ Вице-премьер Дмитрий Григоренко в Туркмении рассказал о проектах российских IT-специалистов (выр.). www.1tv.ru (13 юпан 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 15-мӗшӗ.
- ^ Григоренко Дмитрий Юрьевич — официальная декларация
- ^ Володин наградил Григоренко знаком Думы за заслуги в развитии парламентаризма (выр.). ТАСС. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Дмитрий Григоренко: биография руководителя аппарата правительства России (выр.). mail.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ.
- ^ Дмитрий Григоренко (выр.). 24smi.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ.