Чекунков Алексей Олегович
Чекунков Алексей Олегович (ҫур. 1980 ҫулхи юпан 3-мӗшӗ, Минск) — Раҫҫей патшалӑх ӗҫченӗ. 2020 ҫулхи чӳкӗн 10-мӗшӗнчен пуҫласа — Раҫҫей Федерацийӗн Инҫет Тухӑҫпа Арктикӑна аталантарас енӗпе ӗҫлекен министрӗ (2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫӗнӗрен ҫирӗплетнӗ)[1].
2014 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗнчен пуҫласа 2020 ҫулччен Инҫет Тухӑҫ тата Арктика аталанӑвӗн фончӗн тӗп директорӗ, ӑна Инҫет Тухӑҫ тата Байкал регионӗсене хӑвӑртрах аталантарма Внешэкономбанк йӗркеленӗ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1980 ҫулхи юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Минскра ҫуралнӑ. Унӑн ашшӗ Олег Фёдорович Чекунков Беларуҫӑн тулаш экономика ҫыхӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗ (1997—1998), кайран Беларуҫӑн Вьетнамри чрезвычайлӑ тата полномочиллӗ элчи (1998—2001) пулнӑ.
Вӗренӳ
Раҫҫей Ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министерствин Мускав патшалӑх тӗнчери хутшӑнусен институчӗн (МГИМО)[ru] (университет) тӗнчери экономика хутшӑнӑвӗсен факультетне тата Инҫет Тухӑҫ федераллӑ университечӗн[ru] «патшалӑх тата муниципалитет управленийӗ» специальноҫӗпе вӗренсе пӗтернӗ[2].
Акӑлчанла тата хрантсусла пӗлет[3].
Ӗҫӗ-хӗлӗ
2001 ҫултан пуҫласа 2011 ҫулччен Раҫҫейри тӳрӗ инвестицисен секторӗнче ертсе пыракан должноҫсенче ӗҫленӗ. Тӗнчери тата Раҫҫейри финанс организацийӗсен пысӑк проекчӗсене (Алроса, Delta Private Equity, Альфа-групп) ертсе пынӑ, ҫав шутра Инҫет Тухӑҫ территоринче — Саха (Якути) Республикинче тата Хабаровск крайӗнче[ru][4]. Хӑйӗн New Nations Capital инвестици компанине (венчур инвестицийӗсем, инвестиципе банк пулӑшӑвӗсем) никӗслесе ертсе пынӑ[5].
2011—2013 ҫулсенче Чекунков Раҫҫей тӳрӗ инвестицисен фондне (РФПИ) йӗркелеме хутшӑннӑ, фондра директор, правлени пайташӗ тата инвестици комитечӗн пайташӗ пулса вӑй хунӑ. Сывлӑх сыхлавне, энерги перекетлевне, чӗр тавар секторне инвестицисем хывассишӗн, ҫавӑн пекех Китай инвестици корпорацийӗпе (CIC) пӗрле йӗркеленӗ Раҫҫей-Китай инвестици фончӗн ӗҫӗ-хӗлӗшӗн яваплӑ пулнӑ[6].
2014—2020 ҫулсенче — Инҫет Тухӑҫпа Арктикӑн аталану фончӗн тӗп директорӗ (ВЭБ.РФ).
2020 ҫулхи чӳкӗн 10-мӗшӗнче Чекункова Раҫҫей Федерацийӗн Инҫет Тухӑҫпа Арктикӑна аталантарас енӗпе ӗҫлекен министрне[ru] лартнӑ[7].
2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чекункова РФ Патшалӑх Думи Раҫҫей Федерацийӗн Инҫет Тухӑҫпа Арктикӑна аталантарас енӗпе ӗҫлекен министрӗн должноҫне тепӗр хутчен ҫирӗплетнӗ[8], ҫак кунах Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин лартасси ҫинчен хушӑва алӑ пуснӑ[9].
Тӗрлӗ ҫулсенче Чекунков «АК «АЛРОСА» ПАО сӑнав канашне, «РусГидро» ПАО тата ытти компанисен директорсен канашне кӗнӗ.
Инҫет Тухӑҫӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен правительство комиссийӗн[10] тата Арктикӑна аталантарас енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комиссийӗн[11] пайташӗ.
Транспорт аталанӑвӗ
Министра иккӗмӗш хут ҫирӗплетес умӗн Патшалӑх Думинче тухса калаҫнӑ чухне Чекунков Инҫет Тухӑҫпа Арктикӑна аталантарас тӗлӗшпе 2030 ҫулччен тумалли 10 тӗп пӗлтерӗшлӗ ӗҫсене асӑннӑ. Тӗслӗхрен, 1 пине яхӑн ҫӗнӗ объект тума палӑртнӑ; транспорт коридорӗсен аталанӑвне тивӗҫтермеллине палӑртнӑ: 2030 ҫул тӗлне Ҫурҫӗр тинӗс ҫулӗпе турттаракан тиевсен калӑпӑшӗ 150 млн тонна таран ӳсмелле, Раҫҫей чукун ҫулӗсен Хӗвелтухӑҫ полигонӗпе турттаракан тиевсен калӑпӑшӗ — 2032 ҫул тӗлне 270 млн тонна таран[12].
Ҫемье
Алексей Чекунков авланнӑ, икӗ хӗр пур[13].
Кӑсӑклӑ фактсем
Çамрăк чухне Чекунков каратепе туслашнă.
Алексей Олегович ĕçре кирлĕ пулма пултаракан профильлĕ литературăна вулама кăмăллать.
Политик 6 çул Францире пурăннă.
Чекунковчен министр постне Александр Галушкăпа Александр Козлов йышăннă[14].
Ӑнлантарусем
- ^ Чекунков, Алексей Олегович. 2023 ҫулхи ҫӗртмен 7-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 21-мӗшӗ.
- ^ Министерство Российской Федерации по развитию Дальнего Востока | Чекунков Алексей Олегович (выр.). web.archive.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 21-мӗшӗ.
- ^ Что известно об Алексее Чекункове (выр.). Новости в России и мире ТАСС. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 15-мӗшӗ.
- ^ Биография Алексея Чекункова, министра по развитию Дальнего Востока и Арктики (2020-11-10). 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 21-мӗшӗ.
- ^ Дальневосточные новации оценили в Белом доме (2020-11-09). 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 21-мӗшӗ.
- ^ «Сейчас нужно пройти через геополитическую ломку». 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 21-мӗшӗ.
- ^ Алексей Чекунков назначен Министром по развитию Дальнего Востока и Арктики. 2020 ҫулхи чӳкӗн 10-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 21-мӗшӗ.
- ^ Госдума утвердила Чекункова министром развития Дальнего Востока и Арктики. РИА "Новости" (14 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ.
- ^ Президент подписал указы о назначении членов Правительства Российской Федерации и директоров служб. kremlin.ru (14 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ.
- ^ Правительственная комиссия по вопросам социально-экономического развития Дальнего Востока - Правительство России (выр.). government.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2025 ҫулхи юпан 12-мӗшӗ.
- ^ О нас состав. 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 22-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 21-мӗшӗ.
- ^ Алексей Чекунков перечислил 10 ключевых приоритетов для Дальнего Востока и Арктики. Журнал "Эксперт" (14 ҫӑвӑн 2024).
- ^ Чекунков, Алексей Олегович. ТАСС (9 чӳкӗн 2020). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи юпан 28-мӗшӗ.
- ^ Алексей Чекунков (выр.). 24smi.org (24 СМИ). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- Алексей Чекунков биографийӗ // ТАСС
- Инҫет Тухӑҫпа Арктикӑна аталантарас енӗпе министр вырӑнне тӑратнӑ Алексей Чекунковӑн биографийӗ // Комсомольская правда