Фальков Валерий Николаевич
Фальков Валерий Николаевич (ҫур. 1978 ҫулхи юпан 18-мӗшӗ, Тĕмен) — Раҫҫейри патшалӑх ӗҫченӗ, 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗнчен (2024 ҫулхи ҫӑвӑн 7-мӗшпе 13-мӗшӗсенче ку тивӗҫе вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан) Раҫҫей Федерацийӗн ӑслӑлӑхпа аслӑ пӗлӳ министрӗ. Ӑсчах-юрист.
Маларах Тӗмен патшалӑх университечӗн ректорӗ (2013—2020) пулнӑ.
Пурнӑҫӗ
Пӗлӳ илни
Тӗмен облаҫӗнчи Хусан районӗнчи Ҫӗнӗ Селезнёвка вӑтам шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ.
1995 ҫулта Тӗмен патшалӑх университечӗн юридици факультетне вӗренме кӗнӗ, 2000 ҫулта патшалӑх тата право институтӗнчен вӗренсе тухнӑ, ун хыҫҫӑн аспирантурӑна вӗренме кӗнӗ, 2003 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче вӑхӑт тухиччен «Совершенствование правового регулирования предвыборной агитации Российской Федерации» кандидат диссертацине хӳтӗленӗ те юридици ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ пулса тӑнӑ[1].
Ӑслӑлӑхпа административлӑ ӗҫ
2003 ҫултан пуҫласа 2007 ҫулччен Фальков Тӗмен патшалӑх университечӗн(выр.)чăв. конституци тата муниципаллӑ право кафедрин заведующийӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ, 2007 ҫулта кафедрӑра Фалькова доцент ӑсчах ятне панӑ.
2007 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗччен — Тӗмен патшалӑх университечӗн патшалӑх тата право институчӗн вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен директор ҫумӗ.
2007 ҫултан пуҫласа 2011 ҫулччен — Тӗмен патшалӑх университечӗн хушма вӗренӳпе филиалсен ӗҫӗпе ӗҫлекен проректор, 2011 ҫултан пуҫласа 2012 ҫулхи пуш уйӑхӗччен — Тӗмен патшалӑх университечӗн право, экономика тата управлени институчӗн директорӗ.
2009-2011 ҫулсенче Фальков Тюмень облаҫӗнчи ҫамрӑк ӑсчахсемпе специалистсен канашӗн председательне суйланӑ (2011 ҫулта Канаша Раҫҫейре чи тухӑҫлӑ ӗҫлекенсенчен пӗри тесе йышӑннӑ).
2012 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа 2013 ҫулхи ака уйӑхӗччен Фальков Тӗмен патшалӑх университечӗн ректор тивӗҫне вӑхӑтлӑха пурнӑҫланӑ. 2013 ҫулхи пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ӑна Тӗмен патшалӑх университечӗн ӗҫ коллективӗн конференцийӗнче университет ректорне суйланӑ. 2018 ҫулхи ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Ӑслӑлӑхпа аслӑ пӗлӳ министерствин аттестаци комиссийӗн йышӑнӑвӗпе Фалькова Тӗмен патшалӑх университечӗн(выр.)чăв. ректорне лартнӑ[2], вӑл ку вырӑна 2020 ҫулччен йышӑннӑ.
2015 ҫулхи акан 30-мӗшӗнче Фалькова Тӗмен облаҫӗнчи ВУЗсен ректорсен канашӗн председательне суйланӑ. Раҫҫей Федерацийӗн ВУЗӗсен юридицине вӗрентес енӗпе вӗренӳпе методика пӗрлешӗвӗн президиум пайташӗ.
Фальков Мускаври «Сколково» управлени шкулӗ Тюмень облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн саккасӗпе Тӗмен патшалӑх университечӗпе пӗрле пуҫарса янӑ «Тӗмен регионӗн малашлӑхӗ: ҫӗнӗ индустри тата кадр вӑй-хӑвачӗ» вӗренӳ программине пурнӑҫлас ӗҫе сӑнаса тӑнӑ.
2020 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче Фалькова Михаил Мишустин правительствинче Раҫҫей Федерацийӗн ӑслӑлӑхпа аслӑ пӗлӳ министрне лартнӑ.
2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Валерий Фалькова Патшалӑх думи Раҫҫей Федерацийӗн ӑслӑлӑхпа аслӑ пӗлӳ министрӗн вырӑнӗнче тепӗр хут ҫирӗплетнӗ[3], ҫав кунах РФ президенчӗ ӑна ҫав вырӑна лартмалли хушӑва алӑ пуснӑ[4].
Общество ӗҫӗ-хӗлӗ
Тӗмен тӑрӑхӗнче пултаруллӑ ачасене шыракан тата вӗсене аталантарма пулӑшакан тытӑма йӗркелес тӗллевпе 2011 ҫулта «Менделеевка» шкул ачисем валли регионсем хушшинчи нумай профильлӗ олимпиадӑна пуҫарса яраканӗ тата йӗркелекенӗ пулнӑ.
2012 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа Раҫҫей шайӗнчи «Раҫҫей юрисчӗсен ассоциацийӗ» обществӑлла организацийӗн регионти уйрӑмӗн председателӗн ҫумӗ, Ассоциацин Тӗмен хулинчи уйрӑмӗн председателӗ пулнӑ.
2006 ҫултан пуҫласа 2013 ҫулччен — татӑклӑ сасӑ правиллӗ Тӗмен облаҫӗн суйлав комиссийӗн членӗ пулнӑ.
2013 ҫултан 2016 ҫулччен — Тӗмен хула думин VI пухӑвӗн депутачӗ, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти политика канашӗн пайташӗ, Тӗмен хула думин хула строительствин тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен яланхи комиссийӗн председателӗ. 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗччен — пӗр мандатлӑ 17-мӗш суйлав округӗпе Тӗмен облаҫӗн думин депутатне суйланнӑ.
2020 ҫулта РФ Конституцине тӳрлетӳсем кӗртме сӗнӳсем хатӗрлекен ӗҫ ушкӑнне кӗнӗ[5].
«Тобольск и вся Сибирь» альманахӑн редакци канашӗн председателӗ.
Тюмень облаҫӗнче граждансене право тӗлӗшӗнчен вӗрентессипе ҫыхӑннӑ «Открытая школа права» проекта пуҫарса яраканӗ.
2014 ҫултанпа РФ Президенчӗн патронатӗнчи управлени кадрӗсен резервӗ йышне кӗрет.
2015 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Тӗмен облаҫӗн кадр ыйтӑвӗсем тӗлӗшпе мониторингпа прогноз енӗпе ӗҫлекен эксперт канашне кӗнӗ.
2018 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗнчен пуҫласа Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ ҫумӗнчи ӑслӑлӑхпа вӗренӳ канашӗн йышне кӗнӗ[6].
2024 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн президенчӗн 2024 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗнчи 1120 №-лӗ «Историллӗ пӗлӳ парасси енӗпе ӗҫлекен ведомствӑсен комиссийӗн ыйтӑвӗсем» Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн ӑна Историллӗ пӗлӳ парасси енӗпе ӗҫлекен ведомствӑсен комиссийӗн президиумӗ йышне кӗртнӗ[7].
2025 ҫулхи ҫӑвӑн 15-мӗшӗнче РФ президенчӗ кӑларнӑ хушӑвӗпе Фалькова Раҫҫей ӑслӑлӑх академийӗн(выр.)чăв. попечительсен канашне кӗртнӗ[8].
Наградӑсемпе хисеплӗ ятсем
- Раҫҫей Федерацийӗн Вӗренӳ министерствин (2003) тата Тӗмен облаҫӗн Кӗпӗрнаттӑрӗн Хисеп хучӗ (2008);
- Тӗмен облаҫӗн Кӗпӗрнаттӑрӗн Тав хучӗ (2008);
- Тӗмен область думин кӑкӑр ҫине ҫакмалли хисеп палли (2009);
- Тӗмен облаҫӗн года — 2014» аслӑ юридици премийӗн лауреачӗ;
- РФ Президенчӗн Урал федераци округӗнчи Полномочиллӗ представителӗн тав хучӗ (2015)
- Тӗмен облаҫӗн вӗренӳпе ӑслӑлӑх департаменчӗн тав хучӗ (2015)
- Раҫҫей Федерацийӗн Федераци пухӑвӗн Федераци Канаш Председателӗн тав хучӗ (2017).
- Раҫҫей Федераци Президенчӗн Хисеп хучӗ (2024)[9].
Кӑсӑкланӑвӗсем тата канӑвӗ
Пушӑ вӑхӑт тупӑнсан Фальков спортпа аппаланма тата ҫутҫанталӑка тухма юратать – ҫутҫанталӑк ӑна вӑй-хал парать. Унччен вӑл сунара ҫӳреме юратнӑ, анчах карьера ӳснӗҫемӗн ку ӗҫпе кӑсӑкланма пӑрахнӑ. Фальков хӑш-пӗр чухне тӑван тӑрӑхне кайса килет. Новоселезневӑна ҫитсен вӑл шкула кӗрсе тухать. Фальков шкулти шырав отрячӗсене пулӑшать. Ҫавӑн пекех вӑл «Тюмень-ТюмГУ» тата «Отчизна» шырав ушкӑнӗсен ӗҫне хастар хутшӑнать[10].
Ҫемье
Валерий Фальков авланнӑ, унӑн икӗ ҫитӗннӗ ывӑл пур[11].
Ӑнлантарусем
- ^ Просмотр документа — dlib.rsl.ru. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи нарӑсӑн 25-мӗшӗ.
- ^ Приказ от 10 апреля 2018 г. № 12-07-03/50. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи кӑрлачӑн 13-мӗшӗ.
- ^ Госдума утвердила Фалькова министром науки и высшего образования. РИА "Новости" (14 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 0204 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ.
- ^ Президент подписал указы о назначении членов Правительства Российской Федерации и директоров служб. kremlin.ru (14 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ.
- ^ Источник. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗ.
- ^ Указ Президента Российской Федерации от 25.12.2018 № 748 «О внесении изменений в состав Совета при Президенте Российской Федерации по науке и образованию и в состав президиума этого Совета, утверждённые Указом Президента Российской Федерации от 16 ноября 2017 г. № 550»(паллӑ мар). web.archive.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗ.
- ^ Указ Президента Российской Федерации от 27.12.2024 № 1120 ∙ Официальное опубликование правовых актов (выр.). publication.pravo.gov.ru (27 раштавӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗ.
- ^ Указ Президента Российской Федерации от 15.05.2025 № 318 "О попечительском совете Российской академии наук". publication.pravo.gov.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 15-мӗшӗ.
- ^ Фальков Валерий Николаевич(паллӑ мар). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗ.
- ^ Фальков Валерий Николаевич (выр.). Федерал Пресс. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 22-мӗшӗ.
- ^ Валерий Фальков, министр науки и высшего образования России. Биография (выр.) (5 авӑнӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- Раҫҫейӗн ӑслӑлӑхпа аслӑ пӗлӳ министерствин сайтӗнчи страница (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗ.