Чуйченко Константин Анатольевич

Чуйченко Константин Анатольевич (ҫур. 1965 ҫулхи утӑн 12-мӗшӗ, Липецк) — Раҫҫей патшалӑх ӗҫченӗ, Раҫҫей Федерацийӗн юстици министрӗ (2020 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗнчен пуҫласа). 2020 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнчен пуҫласа Раҫҫей Федерацийӗн Хӑрушсӑрлӑх канашӗн пайташӗ[1]. Раҫҫей Федерацийӗн юстицин чӑн патшалӑх канашҫи (2020)[2].

Маларах Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн пулӑшуҫи — Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Тӗрӗслев управленийӗн пуҫлӑхӗ (2008—2018), Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин Председателӗн ҫумӗ — РФ Правительствин Аппарачӗн ертӳҫи (2018—2020)[3].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Константин Чуйченко 1965 ҫулхи утӑн 12-мӗшӗнче Липецкра ҫуралнӑ. Ашшӗ — Анатолий Константинович Чуйченко (1939 ҫулта ҫуралнӑ), СССР Халӑх йӗрке сыхлавӗн министерствин органӗсенче хӗсметре тӑнӑ, 1978—1983 ҫулсенче Ленинград облаҫӗнчи Всеволожск(выр.)чăв. прокурорӗ пулнӑ, 1985 ҫулта Ҫурҫӗр-Анӑҫ транспорт прокуратурине куҫарнӑ, унта 1996 ҫулччен ӗҫленӗ[3].

1987 ҫулта Константин Ленинград патшалӑх университечӗн юридици факультетне(выр.)чăв. вӗренсе пӗтернӗ[4], Дмитрий Медведевпа пӗр ушкӑнра вӗреннӗ.

1987—1989 ҫулсенче Чуйченко Ленинград хулин Калинин районӗн(выр.)чăв. прокуратуринче стажёр, следователь пулса ӗҫленӗ[4].

1989—1992 ҫулсенче патшалӑх хӑрушсӑрлӑх органӗсенче офицер должнӑҫӗсенче хӗсметре тӑнӑ.

1992—1994 ҫулсенче «Интерюраудит де Фариа и Т» акционерсен пӗрлӗхӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ. Фирма Раҫҫей территорийӗнчи нимӗҫ инвестицийӗсен проекчӗсемпе ӗҫленӗ[4].

1994—2001 ҫулсенче Чуйченко — «Санкт-Петербург» Пӗтӗм тӗнчери адвокатсен коллегин пайташӗ (Мускав уйрӑмӗн пӗрремӗш юридици консультацийӗн адвокачӗ)[4].

2001—2008 ҫулсенче «Газпром» УАО юридици департаменчӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ, правлени пайташӗ пулнӑ. Чуйченко газ енӗпе Раҫҫей-Украина калаҫӑвӗнче тӗп калаҫуҫӑсенчен пӗри пулнӑ.

2004—2008 ҫулсенче — RosUkrEnergo AG ӗҫ тӑвакан директорӗ (Швейцарири Цуг кантонӗнче регистрациленӗ ҫак компанин виҫӗ управляющи директорӗсенчен пӗри).

2008—2018 ҫулсенче Чуйченко Раҫҫей Президенчӗн пулӑшуҫи — РФ Президенчӗн Тӗрӗслев управленийӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ[4].

2013 ҫултанпа — «Амур тигрӗ» центрӑн Сӑнав канашӗн председателӗ[5].

2018—2020 ҫулсенче — Раҫҫей Правительствин Председателӗн Д. А. Медведевӑн ҫумӗ — РФ Правительство Аппарачӗн ертӳҫи[4].

2019 ҫулхи ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Медведев премьер-министр хушнипе административлӑ правӑна пӑсни ҫинчен ҫӗнӗ Кодекс йӗркелес енӗпе ӗҫлекен ушкӑна ертсе пынӑ.

2020 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗнчен пуҫласа — Михаил Мишустин правительствинче Раҫҫей Федерацийӗн юстици министрӗ(выр.)чăв.[4][6].

2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чуйченкӑна РФ юстици министрне тепӗр хут ҫирӗплетнӗ[7].

undefined

2013 ҫултанпа — «Амур тигрӗ» центр» АКМО сӑнав канашӗн председателӗ. 2019 ҫулхи авӑнӑн 3-мӗшӗнчен пуҫласа — Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн тигра сыхласа хӑварас енӗпе Пӗтӗм тӗнчери форума хатӗрлес тата ирттерес енӗпе ӗҫлекен йӗркелӳ комитечӗн председателӗ[8].

Харпӑр пурнӑҫ

Кристина Тихоновӑна качча илнӗ. Ҫемьере виҫӗ хӗр[9].

Хисепӗсем

Класс чинӗ

Ӑнлантарусем

  1. ^ Подписан указ о внесении изменений в состав Совета Безопасности Владимир Путин подписал Указ «О внесении изменений в состав Совета Безопасности Российской Федерации, утвержденный Указом Президента Российской Федерации от 25 мая 2012 г. № 715». (выр.). www.kremlin.ru (3 нарӑсӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 27-мӗшӗ.
  2. ^ Указ Президента Российской Федерации от 09.08.2020 № 501 ∙ Официальное опубликование правовых актов ∙ Официальный интернет-портал правовой информации. publication.pravo.gov.ru. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи ҫурлан 10-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2 Чуйченко, Константин Анатольевич Министр юстиции РФ (выр.). ТАСС. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 27-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9 Чуйченко Константин Анатольевич (выр.). Министерство юстиции РФ.
  5. ^ «Амур тигрӗ» центр. Сӑнав канашӗн йышӗ (выр.). amur-tiger.ru (2013). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 9-мӗшӗ. Архивланӑ 2025 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗ.
  6. ^ Указ Президента Российской Федерации от 21.01.2020 № 35 «О Министре юстиции Российской Федерации» (выр.). http://publication.pravo.gov.ru (21 кӑрлачӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 27-мӗшӗ.
  7. ^ Президент подписал указы о назначении членов Правительства Российской Федерации и директоров служб. kremlin.ru (14 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ.
  8. ^ Указ Президента Российской Федерации от 03.09.2019 № 412 "О проведении Международного форума по сохранению популяции тигра" (выр.). http://publication.pravo.gov.ru (3 авӑнӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 27-мӗшӗ.
  9. ^ Биография нового министра юстиции Константина Чуйченко. ТАСС. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 24-мӗшӗ.
  10. ^ Указ Президента Российской Федерации от 03.08.2011 г. № 1043 (выр.). Президент России. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи пушӑн 13-мӗшӗ.
  11. ^ Указ Президента Российской Федерации от 23.03.2006 г. № 234 (выр.). Президент России. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи пушӑн 13-мӗшӗ.
  12. ^ Состоялась встреча Святейшего Патриарха Кирилла с министром юстиции РФ К.А. Чуйченко. patriarchia.ru (2 акан 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи акан 2-мӗшӗ.

Темӑпа ҫыхӑннисем