Шадаев Максут Игоревич

Шадаев Максут Игоревич (1979 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗ, Мускав, тепӗр сведенисемпе Чулхулара ҫуралнӑ[1]) — Раҫҫейри патшалӑх ӗҫченӗ, 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн цифра аталанӑвӗн, ҫыхӑнупа массӑллӑ коммуникацисен министрӗ[2][3][4]. Раҫҫей Федерацийӗн II класлӑ чӑн патшалӑх канашҫи (2014). Раҫҫей Журналисчӗсен пӗрлӗхӗн членӗ.

Пурнӑҫӗ

Максут Шадаев 1979 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗнче ҫуралнӑ, пӗр сведенисемпе вӑл Мускавра ҫут тӗнчене килнӗ, тепринпе — Чулхулара. Наци тӗлӗшӗнчен — тутар[1]. 1999 ҫултанпа информаципе коммуникаци технологийӗсен сферинче вӑй хуракан компанисенче ӗҫленӗ.

2004 ҫулта Шадаев Мускаври патшалӑх социаллӑ университетӗнчен (хальхи вӑхӑтра — Раҫҫей патшалӑх социаллӑ университечӗ) вӗренсе тухнӑ. Ҫав ҫулах ӑна Леонид Рейман РФ информаци технологийӗсемпе ҫыхӑну министрӗн канашҫине лартнӑ. 2006 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗнче Шадаев Патшалӑх программисен, инфраструктура аталанӑвӗн тата ҫак ведомствӑн пысӑк мар ресурсӗсемпе усӑ курассин департаментӑн директорӗ пулса тӑнӑ.

2000—2001 ҫулсенче Шадаев ЮКОСран тухнисем никӗсленӗ тата Сан-Матеора (АПШ) регистрациленнӗ Илья Пономарёвӑн «Arrava Internet Managementa» компанин «Эйдвайзерс» проектне ертсе пынӑ[5][6][7]. 2000 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче компани Раҫҫейре ӗҫлеме пуҫлани пирки пӗлтернӗ[8][9]. 2000 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Шадаев «Arrava Internet Advisors» компанин интернет-стратеги енӗпе директорӗ пулнӑ[10].

2002—2004 ҫулсенче Шадаев Анатолий Карачинскийӗн IBS Group холдингӗнче ӗҫленӗ, унта вӑл интернет-йышӑнусен уйрӑмӗн бизнес аталану пайӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ, 2003 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче бизнеса аталантарассин енӗпе директор пулса тӑнӑ[5].

2004 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Шадаев Леонид Юхневичӑн «Восход» ФГУП НИИ директорӗн канашҫи пулса тӑнӑ[11].

2007 ҫулхи юпан 9-мӗшӗнче Рейманпа пӗрле Федераллӑ пурлӑха тытса пыракан федераллӑ агентствӑн «Росинфокоминвест» (РИФИКТ) венчур фончӗн директорсен канашне кӗнӗ, ӑна туса хурас тӗлӗшпе РФ Мининформҫыхӑну тӑрӑшнӑ[12].

2008 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Информаци технологийӗсемпе ҫыхӑну министерстви вырӑнне Игорь Щёголева ертсе пыма шаннӑ Раҫҫей Федерацийӗн ҫыхӑну тата массӑллӑ коммуникацисен министерствине туса хунӑ хыҫҫӑн Шадаев унта информатизаципе информаци технологийӗсен енӗпе ӗҫлекен патшалӑх политикин департаменчӗн директорӗ пулса тӑнӑ.

2008 ҫулхи кӗркунне Шадаев Раҫҫей Федерацийӗн президенчӗн администраци ертӳҫин Сергей Нарышкинӑн пулӑшуҫи пулса тӑнӑ, президент ҫумӗнчи Информаци обществине аталантарас енӗпе ӗҫлекен канашӑн ӗҫне йӗркелессишӗн, ҫавӑн пекех биометриллӗ паспортсем хатӗрлессин проектшӑн яваплӑ пулнӑ. 2009 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Шадаев Раҫҫей Федераци Президенчӗн управлени кадрӗсен йышне кӗрекен «малтанхи ҫӗр ҫын» шутне лекнӗ. Конструкторсен канашӗн председателӗ — ҫӗнӗ йышши паспортпа виза докуменчӗсене хатӗрлекен, калӑплакан тата тӗрӗслесе тӑракан патшалӑх тытӑмӗн (ГС ПВДНП) тӗп конструкторӗ пулнӑ[13].

2012 ҫулта Шадаев РФ Патшалӑх Думин председателӗн Сергей Нарышкинӑн канашҫи пулса тӑнӑ. «Электронлӑ парламент» проекта пурнӑҫлассишӗн яваплӑ пулнӑ.

2014 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗнче Шадаева Мускав облаҫӗн патшалӑх управленийӗн, информаци технологийӗсен тата ҫыхӑну министрне лартнӑ. Регионӑн кӗпӗрнаттӑрӗ Андрей Воробьёв ертсе пыракан Мускав облаҫӗн правительстви йышне кӗнӗ. 2016 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗнче ҫавӑн пекех Мускавҫум правительствин председатель ҫумӗ пулса тӑнӑ. Шадаев ертсе пынипе «Добродел» портал ӗҫлесе кайнӑ, унта Мускав облаҫӗнчен килекен шалӑпсемпе сӗнӗвӗсен пӗрлӗхлӗ кӗнеки вырнаҫнӑ. 2018 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗнче Мускав облаҫӗн правительствине отставкӑна янӑ хыҫҫӑн Шадаев унӑн ҫӗнӗ йышне кӗмен, вӑл Воробьёв кӗпӗрнаттӑрӑн хӑй ирӗкӗпе ӗҫлекен канашҫӑ вырӑнне йышӑннӑ.

2017 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа Шадаев Раҫҫей Федерацийӗн Президент администраци пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗн, Сергей Кириенкон канашҫи те пулнӑ, вӑл регионти влаҫсем халӑх тетелӗнче хӑйсен ӗҫне мӗнле пурнӑҫланине тишкернӗ[14].

2018 ҫулхи авӑнӑн 26-мӗшӗнче Шадаева «Ростелеком» ПАО вице-президенчӗ пулма лартнӑ, вӑл цифра платформисемшӗн яваплӑ пулнӑ, 2019 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен вара ҫак вырӑна йышӑннисӗр пуҫне тата «РТ Лабс» АО тӗп директорӗ пулнӑ, ку акционерлӑ обществӑн пӗтӗм 100% акцийӗ патшалӑх аллинче тӑнӑ.

2020 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин кӑларнӑ хушӑвӗпе ӑна Раҫҫей Федерацийӗн цифра аталанӑвӗн, ҫыхӑнупа коммуникацисен министрӗн вырӑнне лартнӑ[15]. Ҫӗнӗ должноҫа йышӑннӑ хыҫҫӑн Патшалӑх канашӗн ларӑвӗнче пӗлтернӗ Шадаевӑн пӗрремӗш пуҫарӑвӗ — вӑй тытӑмӗсен оперативникӗсене[16] онлайн мелӗпе, суд йышӑнӑвӗсӗр, граждансен даннӑйӗсемпе ӗҫлеме ирӗк парасси пулнӑ[17], апла пулин те Песков ку шухӑш пирки иккӗленӳллӗн каланӑ хыҫҫӑн вӑл хӑйне тӗрӗс ӑнланманни пирки каланӑ[18].

2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Патшалӑх Думи Шадаева тепӗр хут Раҫҫей Федерацийӗн цифра аталанӑвӗн, ҫыхӑну тата коммуникацисен министрӗн должноҫӗнче ҫирӗплетнӗ[19], ҫав кунах РФ президенчӗ вӑл вырӑна йышӑнмалли хушӑва алӑ пуснӑ[20][21].

2025-мĕш çулта социаллă пĕлтерĕшлĕ сервиссен реестрӗ пирки пӗлтернӗ хыççăн çулсерен иртекен «Kazan Digital Week» пӗтӗм тĕнчери канашлура Максут Шадаев хăй ертсе пыракан министерствăн çĕнĕлĕхне ăнлантарса панӑ. Вăл каланă тăрăх, хăрушсăрлăха тивĕçтермешкĕн мобиллĕ ҫыхӑнури интернета чарнă чухне усă курма юракан сайтсен списокне эрнесерен çĕнетсе тăрĕç[22].

Ҫемье

Икӗ хӗр пур[23][1].

Хисепӗсем

  • Хисеп орденӗ (2010 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ) — информацие электронлӑ майпа упракан ют ҫӗршыв паспорчӗсене вӑхӑтра хута ярассине тивӗҫтернӗшӗн[24]
  • II степеньлӗ «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗ (2019 ҫулхи ҫӑвӑн 29-мӗшӗ) — ӗҫри ҫитӗнӳсемшӗн тата нумай ҫул хушши ӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланӑшӑн [25]

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3 Шадаев Максут Игоревич. Биография. РБК. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӗртмен 7-мӗшӗ.
  2. ^ Энциклопедия ТАСС, 2024. Шадаев, Максут Игоревич. Министр цифрового развития, связи и массовых коммуникаций РФ
  3. ^ Путин назначил нового министра по цифровому развитию и связи // Cnews
  4. ^ Новым главой Минкомсвязи назначили Максута Шадаева // РИА Новости
  5. ^ 1, 2 Максут Шадаев возглавил «РТ лабс» Cnews.ru
  6. ^ Arrava намерена развивать электронный бизнес
  7. ^ Фирмы Пономарёва: правда или вымысел?. Ридус
  8. ^ PressRoom.Ru - ARRAVA: первый строитель реального бизнеса в Интернете (ARRAVA)
  9. ^ Илью Пономарёва обвинили в предпринимательской деятельности
  10. ^ В Рунет за советами «Консалтинг» Приложение № 201 от 26.10.2000
  11. ^ Кто такой Максут Шадаев? «АиФ» 21.01.2020
  12. ^ Венчурных денег прибыло – Газета Коммерсантъ № 189 (3765) от 16.10.2007
  13. ^ Новости компании
  14. ^ Региональным чиновникам подобрали интернет-штурмана // Коммерсантъ, 31 мая 2017
  15. ^ Подписаны указы о назначении министров Правительства Российской Федерации // Президент России
  16. ^ «Министр связи предложил открыть силовикам доступ к данным россиян» kommersant.ru от 29.01.2020.
  17. ^ «Министр Шадаев предлагает открыть персональные данные граждан силовикам» vedomosti.ru от 29.01.2020.
  18. ^ «В Кремле назвали новой инициативу дать силовикам доступ к данным россиян» «РБК» 29 января 2020.
  19. ^ Госдума утвердила Шадаева на должность главы Минцифры. РИА "Новости" (14 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ.
  20. ^ Президент подписал указы о назначении членов Правительства Российской Федерации и директоров служб. kremlin.ru (14 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ.
  21. ^ Указ Президента Российской Федерации от 14.05.2024 № 403 «О Министре цифрового развития, связи и массовых коммуникаций Российской Федерации». publication.pravo.gov.ru. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 25-мӗшӗ.
  22. ^ Шадаев: "белый список" интернет-ресурсов будет обновляться каждую неделю. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 20-мӗшӗ.
  23. ^ Биография нового главы Минкомсвязи Максута Шадаева - ТАСС. TACC. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗ.
  24. ^ Указ Президента Российской Федерации от 18.11.2010 г. № 1443 «О награждении государственными наградами Российской Федерации» // Президент России
  25. ^ Указ Президента Российской Федерации от 29.05.2019 г. № 240 «О награждении государственными наградами Российской Федерации» // Президент России

Темӑпа ҫыхӑннисем