Решетников Максим Геннадьевич
Решетников Максим Геннадьевич (ҫур. 1979 ҫулхи утӑн 11-мӗшӗ, Пермь) — Раҫҫейри патшалӑх ӗҫченӗ. 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗнчен пуҫласа Раҫҫей Федерацийӗн экономика аталанӑвӗн министрӗ[1].
Маларах 2017 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗччен Пермь крайӗн кӗпӗрнаттӑрӗ пулнӑ. Раҫҫей Федерацийӗн III класлӑ чӑн патшалӑх канашҫи (2010). «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» политика партийӗн Аслӑ канашӗн пайташӗ[1].
Кун-ҫулӗ
Максим Решетников 1979 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Пермь хулинче ҫуралнӑ.
Пӗлӳ илни
17-мӗш шкул-гимназирен вӗренсе тухнӑ[2]. Шкул хыҫҫӑн Пермьри патшалӑх университетне экономика кибернетикин кафедрине вӗренме кӗнӗ[3]. 2000 ҫулта университетран «экономист-математик» специальноҫпе вӗренсе тухнӑ, 2002 ҫулта вара — «чӗлхеҫӗ-тӑлмач» специальноҫпе.
2003 ҫулта Л. С. Портной ертсе пынипе «Управление экономикой региона на основе финансовых потоков: принципы и модели (на примере Пермской области)» темӑпа экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗн ӑсчах степеньлӗ диссертацине хӳтӗленӗ[4][5][6][7].
Ӗҫӗ-хӗлӗ
1998—2002 ҫулсенче Решетников «Прогноз» ХАО-ра тӗп специалист, проектсен ертӳҫи пулса ӗҫленӗ[8].
2000—2005 ҫулсенче Решетников Пермь облаҫӗн Администрацийӗн хысна тупӑшӗсемпе тӑкакӗсене планлакан пай пуҫлӑхӗ, регионти финанссемпе инвестицисен пай пуҫлӑхӗ, тӗп экономика управленийӗн пуҫлӑх ҫумӗ пулса ӗҫленӗ[9].
2005—2007 ҫулсенче Решетников — Пермь облаҫӗн планлакан департамент председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ, Пермь крайӗн кӗпӗрнаттӑрӗн Администраци ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ[8][9].
2007—2009 ҫулсенче Раҫҫей Федерацийӗн регионсен аталанӑвӗн министерствин бюджетсен хутшӑнӑвӗсен департаменчӗн директор ҫумӗ, РФ субъекчӗсен патшалӑх влаҫ органӗсен ӗҫ-хӗлӗн тухӑҫлӑхне хаклакан мониторинг департаменчӗн директорӗ[8][9].
2009 ҫулхи акан 14-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 12-мӗшӗччен Пермь крайӗн кӗпӗрнаттӑрӗн Администраци ертӳҫи[8][9]. Ҫак ҫулах ӑна Дмитрий Медведевӑн (ун чухне вӑл Раҫҫей президенчӗ пулнӑ) кадр резервӗн чи малтанхи ҫӗр ҫын шутне кӗртнӗ[8][10].
2009—2010 ҫулсенче Решетников — Сергей Собянин ертсе пыракан Раҫҫей Федерацийӗн Правительства Аппарачӗн патшалӑх управленийӗн, регион аталанӑвӗн тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх департаменчӗн директорӗ[8].
2010 ҫулта Собянина Мускав мэрӗн вырӑнне шанса панӑ хыҫҫӑн Решетников Мускав хулин правительствине ӗҫлеме куҫнӑ. Мэр Аппарачӗн тата Мускав Правительствин ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ[9].
2012—2017 ҫулсенче Решетников — Мускав правительствин министрӗ, Мускав хулин экономика политикипе аталану департаменчӗн ертӳҫи[9].
Пермь Енӗн кӗпӗрнаттӑрӗ
2017 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗнче Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин кӑларнӑ хушӑвӗпе Решетникова вӑхӑтлӑха Пермь крайӗн кӗпӗрнаттӑрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама (суйлавччен) лартнӑ[11].
2017 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Решетников «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти тӑратнӑ кӗпӗрнаттӑр суйлавне хутшӑнакан официаллӑ кандидат пулса тӑнӑ. Авӑнӑн 10-мӗшӗнче суйлавҫӑсен 82,06 % сассине пухса суйлавра ҫӗнтернӗ[12]. 2017 ҫулхи авӑнӑн 18-мӗшӗнче Пермь крайӗн кӗпӗрнаттӑрӗн должноҫне йышӑннӑ[13].
2017 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Решетников «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партине кӗнӗ[14]. 2018 ҫулхи раштавӑн 8-мӗшӗнче «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партийӗн XVIII пухӑвӗн делегачӗсем тунӑ йышӑнӑва тӗпе хурса Решетникова партийӗн Аслӑ канашӗн йышне кӗртнӗ[15].
2018 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа 2019 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗччен Решетников — Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх канашӗн президиум членӗ[16][17].
Раҫҫей правительствинче
2020 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче Раҫҫей президенчӗн хушӑвӗпе ӑна РФ экономика аталанӑвӗн министрӗ пулма лартнӑ; ҫак хушупах ӑна Пермь крайӗн кӗпӗрнаттӑрӗн тивӗҫне хӑй ирӗкӗпе пурнӑҫлама пӑрахнине йышӑннӑ[18].
Решетников — «Российская венчурная компания» АО директорсен канашӗн председателӗ, «Федеральная корпорация по развитию малого и среднего предпринимательства» АО (2020 ҫулхи ака уйӑхӗнчен «Корпорация МСП» ятлӑ) директорсен канашӗн председателӗ. «Раҫҫей чукун ҫулӗсем» УАО (2020 ҫултанпа), Раҫҫей почтин (2020 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа) директорсен канашӗн пайташӗ, Раҫҫей тӳрӗ инвестицисен фончӗн управляющи компанийӗн (2020 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа), ВТБ (2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа) сӑнав канашӗн пайташӗ[19].
2020 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнчен пуҫласа — Японипе суту-илӳ тата экономика ыйтӑвӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлес енӗпе Раҫҫей президенчӗн ятарлӑ ҫынни[20][1].
Президент алӑ пуслӑ хушупа килӗшӳллӗн 2021 ҫулхи пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен пуҫласа ӑна Раҫҫейри реконструкци тата аталану банкӗн (ЕБРР) управляющине лартнӑ[1].
2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫӗнӗ правительствине йӗркеленӗ май Патшалӑх Думи Решетникова Раҫҫей Федерацийӗн экономика аталанӑвӗн министрӗн вырӑнӗнче ҫӗнӗрен ҫирӗплетнӗ[21][22][1].
Наградӑсем
Ҫемье
Максим Решетников авланнӑ. Мӑшӑрӗ Анна[24] — Пермьри патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑскер. Ҫемьере виҫӗ ача — икӗ хӗрпе пӗр ывӑл.
Санкцисем
СВО пуҫланнӑ хыҫҫӑн темиҫе патшалӑх Раҫҫейри ертӳҫӗсене хирӗҫ санкцисем кӗртме йышӑннӑ. Хура списока Максим Решетников та лекнӗ. Халӗ ӑна Аслӑ Британипе Европа Пӗрлешӗвӗн ҫӗршывӗсен территорине кӗме чарнӑ, ҫак ҫӗршыври активсемпе усӑ курма чарнӑ.
Максим Геннадьевич 2022 ҫул варринчен пуҫласа АПШпа Австралин санкци списокӗсене лекнӗ[25].
Пушӑ вӑхӑтри кӑсӑкланӑвӗ
Халӑх тетелӗсемпе кӑсӑкланнине хӑйӗн ӗҫӗ-хӗлӗнче усӑ курать. Пермь крайӗнче пурӑнакан халӑхӑн ыйтӑвӗсене тӑтӑшах соцсетьсенчи тӳрӗ эфирсенче татса панӑ.
Кӑсӑклӑ фактсем
- Халӑх суйланӑ ҫын. Пермь крайӗн пуҫлӑхне суйланӑ чухне Решетников 82 % сасӑ пухса ҫӗнтернӗ.
- «Пулас премьертан». Выпускниксен альбомӗнче Максим Решетников класс ертӳҫине паракан тав сӑмахне шӑп ҫак сӑмахсемпе ҫырса алӑ пуснӑ.
- Пермьри газификаци. Решетников губернатор уйрӑм ҫынсем пурӑнакан секторти ҫуртсене газ кӗртес ыйтупа «Газпромпа» хӑй калаҫусем ирттернӗ[25].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Решетников, Максим Геннадьевич. 2023 ҫулхи ҫӑвӑн 27-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ.
- ^ Как учился и где нашёл свою любовь: что рассказали знакомые о новом губернаторе Пермского края. Progorod59.ru. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ.
- ^ На звёздах систему не построишь. Максим Решетников считает, что нужны профессионалы-ремесленники. Газета «Вечерняя Москва» (10 чӳкӗн 2014). Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 7-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2017 ҫулхи нарӑсӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Научный руководитель нового губернатора Прикамья: «Я знаю его как патологического трудоголика». 59.ru (6 нарӑсӑн 2017). Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 7-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи нарӑсӑн 7-мӗшӗ.
- ^ Многодетный отец, трудоголик, миллионер: что мы знаем о новом главе Прикамья. 59.ru (7 нарӑсӑн 2017).
- ^ Биография губернатора Пермского края Максима Решетникова. tass.ru. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗ.
- ^ Максим Геннадьевич Решетников. Управление экономикой региона на основе финансовых потоков: принципы и модели: На примере Пермской области. — 2003. 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Максим Решетников (выр.). www.business-class.su. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи акан 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 Решетников Максим Геннадьевич (выр.). economy.gov.ru. Министерство экономического развития Российской Федерации. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи акан 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи пушӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Чем известен Максим Решетников // Коммерсантъ. 2020 ҫулхи акан 12-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Дмитрий Медведев расспросил губернатора Пермского края о прямых эфирах в Instagram. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗ.
- ^ Избирательная комиссия утвердила итоги голосования по выборам губернатора Пермского края. permkrai.izbirkom.ru. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 26-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗ.
- ^ Инаугурация Максима Решетникова. permnews.ru. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗ.
- ^ Губернатор Пермского края Максим Решетников вступил в Партию. permkrai.er.ru (22 раштавӑн 2017). Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗ.
- ^ Ротация в составе Высшего Совета «Единой России» составила 16%. er.ru (8 раштавӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи раштавӑн 10-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи пушӑн 27-мӗшӗ.
- ^ Распоряжение Президента Российской Федерации от 18.07.2018 г. № 192-рп «О президиуме Государственного совета Российской Федерации». Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи акан 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи пушӑн 25-мӗшӗ.
- ^ Распоряжение Президента Российской Федерации от 28.01.2019 г. № 23-рп «О президиуме Государственного совета Российской Федерации». Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи акан 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫурлан 11-мӗшӗ.
- ^ Подписаны указы о назначении министров Правительства Российской Федерации (выр.). kremlin.ru. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 30-мӗшӗ.
- ^ Решетников, Максим Геннадьевич. ТАСС. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи раштавӑн 2-мӗшӗ.
- ^ Указ Президента Российской Федерации от 12.05.2020 № 320 «О специальном представителе Президента Российской Федерации по вопросам торгово-экономического сотрудничества с Японией». Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи ҫӑвӑн 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫӑвӑн 22-мӗшӗ.
- ^ Госдума утвердила Решетникова министром экономического развития. РИА "Новости" (14 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ.
- ^ Президент подписал указы о назначении членов Правительства Российской Федерации и директоров служб. kremlin.ru (14 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ.
- ^ Указ Президента Российской Федерации от 20.09.2016 г. № 481 (выр.). kremlin.ru. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗ.
- ^ Елена Третьякова. И. о. губернатора Пермского края Максим Решетников вышел в свет с супругой (выр.), «Комсомольская правда» (2017-03-09). 2017 ҫулхи ҫӑвӑн 8-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2017 ҫулхи утӑн 18-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Максим Решетников: биография, личная жизнь и политическая карьера министра экономического развития России (выр.). Новости Mail:картина дня в России и мире. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 16-мӗшӗ. Архивланӑ 2025 ҫулхи нарӑсӑн 15-мӗшӗ.