Лавров Сергей Викторович
Лавров Сергей Викторович (1950 ҫулхи пушӑн 21-мӗшӗ, Мускав, СССР) — Раҫҫей патшалӑх ӗҫченӗ, дипломат. 2004 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗнчен пуҫласа Раҫҫей Федерацийӗн ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министрӗ (ҫак тивӗҫе пурнӑҫланӑ вӑхӑтсем: 2004 ҫулхи ҫӑвӑн 7–12-мӗшӗсем, 2008 ҫулхи ҫӑвӑн 8–12-мӗшӗсем, 2012 ҫулхи ҫӑвӑн 8–21-мӗшӗсем, 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 8–18-мӗшӗсем, 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 15-21-мӗшӗсем, 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 7–13-мӗшӗсем). Хальхи вӑхӑтра хӑйӗн вырӑнӗнче пӗр улшӑнмасӑр 20 ҫул ытла ӗҫлекен пӗртен-пӗр Раҫҫей министрӗ.
Раҫҫей Федерацийӗн Хӑрушсӑрлӑх канашӗн яланхи пайташӗ. Чрезвычайлӑ тата полномочиллӗ элчи. Раҫҫей Федерацийӗн дипломати службин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (2004). «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденӑн тулли кавалерӗ. Раҫҫей Федерацийӗн Ӗҫ Паттӑрӗ (2020).
2014 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Лавров СССР ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министрӗн ӗҫне пурнӑҫланӑ Андрей Громыкона «совет тапхӑрӗн аслӑ дипломачӗ» тесе каланӑ; анӑҫри прессӑра хӑйне Громыкопа танлаштарнине уншӑн питӗ паха пулнине палӑртнӑ[3].
Тымарӗсем
Пӗлӗвӗ
Сергей Лавров Мускав облаҫӗнчи Ногинск хулинчи В. Короленко ячӗллӗ 2-мӗш шкулта вӗреннӗ, каярахпа акӑлчан чӗлхине тарӑнрах вӗрентекен Мускаври 607-мӗш шкула куҫнӑ, ӑна кӗмӗл медальпе пӗтернӗ. Унӑн юратнӑ предмечӗ физика пулнӑ. 1972 ҫулта СССР МИДӗн Мускаври тӗнчери хутшӑнусен патшалӑх институтӗнчен (МГИМО) (тухӑҫ уйрӑмӗ) вӗренсе тухнӑ.
МИДра ӗҫлени
1972—1994
1972–1976 ҫулсенче Лавров Шри-Ланка Республикинчи СССР посольствинче стажёрӗ, атташе пулса ӗҫленӗ, 1976–1981 ҫулсенче СССР МИДӗн тӗнчери экономика организацисен пайӗн виҫҫӗмӗш, иккӗмӗш секретарӗн вырӑнӗнче тӑрмашнӑ. 1981—1988 ҫулсенче — Нью-Йоркри ПНО ҫумӗнчи СССР яланхи представительствин пӗрремӗш секретарӗ, канашҫӑ, аслӑ канашҫи. 1988—1992 ҫулсенче — СССР МИДӗн Тӗнчери экономика организацисен управленийӗн пуҫлӑх ҫумӗ, пӗрремӗш ҫумӗ, каярахпа ҫак управленин пуҫлӑхӗ пулнӑ. 1991 ҫулччен КПСС пайташӗ пулнӑ.
1991–1992 ҫулсенче — СССР МИДӗн тӗнчери организацисен управленин начальникӗ. 1992 ҫулта ӑна Раҫҫей МИДӗн тӗнчери организацисемпе глобальлӗ йывӑрлӑхсен департаменчӗн директорне лартнӑ.
1992 ҫулхи акан 3-мӗшӗнче Лаврова Раҫҫейӗн ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министрӗн ҫумӗ пулма ҫирӗплетнӗ[9][10]. Раҫҫей МИДӗн тӗнчери организацисен тата тӗнчери экономика ҫыхӑнӑвӗн департаменчӗн, Раҫҫей МИДӗн этем прависемпе тӗнче шайӗнчи культура ҫыхӑнӑвӗн управленийӗн, Раҫҫей МИДӗн СНГ патшалӑх ӗҫӗсен департаменчӗн ӗҫӗ-хӗлне сӑнаса тӑнӑ. Ҫак вырӑнта 1994 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗччен ӗҫленӗ. 1993 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа — ПНО тытӑмӗнчи тӗнче шайӗнчи организацисене Раҫҫей Федерацийӗ хутшӑнакан Ведомствӑсен хушшинчи комиссин председателӗн ҫумӗ. 1993 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа — Раҫҫей Федерацийӗ тӗнче шайӗнче мирлешӳ ӗҫ-хӗлне хутшӑнакан ӗҫе координацлес енӗпе ӗҫлекен ведомствӑсен хушшинчи комиссин сопредседателӗ[11].
ПНО ҫумӗнчи Раҫҫейӗн яланхи элчи
1994–2004 ҫулсенче Лавров — Раҫҫей Федерацийӗн Пӗрлешнӗ Нацисен Организацийӗ ҫумӗнчи тата ПНО Хӑрушсӑрлӑх Канашӗнчи яланхи элчи.
Раҫҫейӗн ют ҫӗршывсен ӗҫӗн министрӗ
2004 ҫулхи пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче РФ президенчӗн Хушӑвӗпе Лаврова Раҫҫей Федерацийӗн ют ҫӗршывсен ӗҫӗн министрне лартнӑ. 2004 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче РФ президенчӗн тепӗр тапхӑрне суйланса должноҫе пурнӑҫлама пуҫланӑ хыҫҫӑн ӑна каллех ҫак вырӑна лартнӑ. 2008 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче те Дмитрий Медведев президент должноҫне пурнӑҫлама пуҫласан ӑна ҫак вырӑнах ҫӗнӗрен лартнӑ. 2012 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Владимир Путин президент должноҫне пурнӑҫлама пуҫласан каллех министр портфелӗшӗн яваплӑ пулса тӑнӑ. 2020 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче правительствӑна отставкӑна янӑ хыҫҫӑн Михаил Мишустинӑн ҫӗнӗ кабинетӗнче ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министрӗн должноҫӗ ӑнах лекнӗ[12]. 2018 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн правительствин ҫӗнӗ йышне ҫирӗплетнӗ, Лавров унта каллех хӑйӗн вырӑнне сыхласа хӑварнӑ[13]. 2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ӑна каллех РФ МИДӗн пуҫлӑхӗн вырӑнне шанса панӑ[14].
Раҫҫейри ЮНЕСКО ӗҫӗсен комиссийӗн председателӗ (2004 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа).
2010 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗнчен пуҫласа — экономика аталанӑвӗпе интеграци енӗпе ӗҫлекен правительство комиссийӗн членӗ[15].
ВЦИОМ ирттернӗ ыйтӑмсем тӑрӑх, Лаврова пӗрре мар Раҫҫей Федерацийӗн правительствинчи чи тухӑҫлӑ ӗҫлекен виҫӗ министрсен йышне кӗнӗ[16]. «Медиалогия» компани пӗлтернӗ тӑрӑх, Лавров темиҫе хутчен те ҫӗршыври МИХсенче асӑнас енӗпе Раҫҫей министрӗсен рейтингӗн лидерӗ пулнӑ[17][18].
2016 ҫулта должноҫра 12 ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн, Gazeta.ru кӑларӑм Лаврова «импозантлӑ интеллектуал» тесе палӑртнӑ, Шойгупа танах вӑл Раҫҫейри чи паллӑ министрсенчен пӗри пулнине каласа хӑварнӑ[19].
2021 ҫулта Лавров «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» списокӑн федераллӑ пайӗн лидерӗ шайӗнче Патшалӑх думин суйлавне хутшӑннӑ. 2021 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗнче суйланнӑ хыҫҫӑн Лавров мандата йышӑнма килӗшмен, ыттисене панӑ (парти списокӗнчи ытти лидерсем пекех)[20].
Ытти должноҫсем
- Палестинӑри императорла православи обществин хисеплӗ пайташӗ[21].
- «Русский мир» фондӑн попечительсен канашӗн пайташӗ[22].
- «Дети России» фондӑн сӑнав канашӗн пайташӗ.
- Андрей Первозванный фончӗ пурнӑҫлакан «Восстановление мемориала русским воинам в Галлиполи (Гелиболу)» программӑн попечительсен канашӗн пайташӗ.
- ДГТУ хисеплӗ докторӗ[23].
- РТСУ хисеплӗ докторӗ[24].
- КРСУ хисеплӗ докторӗ[25].
- БГУ хисеплӗ докторӗ.
- МГИМО Попечительсен канашӗн (эндаумент-фонда 2022 ҫулхи ака уйӑхӗнче пӑрахӑҫланӑ[26]) тата МГИМО Сӑнав канашӗн председателӗ[27].
- Раҫҫейӗн ӑвӑсмалли слалом Федерацийӗн Попечительсен канашӗн председателӗ[28].
- «АПШ тата Канада: экономика, политика, культура» журналӑн редакци коллегийӗн пайташӗ[29].
Ытти сведенисем
- Ҫӗршывӑн тулаш политикине ертсе пыракан пуҫлӑхсем шутӗнче Лавров пилӗк чи нумай вӑхӑт йышӑннӑ пилӗк ҫын хушшине кӗрет (Карл Нессельроде — 39 ҫул, Андрей Громыко — 28 ҫул, Александр Горчаков — 26 ҫул, Никита Панин — 17,5 ҫул).
- «Коммерсантъ» хаҫат ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, Лавров эрменсен Эдвард Налбандян ӗҫтешне ҫырнӑ хыт 2009 ҫулхи юпан 10-мӗшӗнче Арменипе Турци хушшинчи хутшӑнусене йӗркене кӗртесси ҫинчен протокола алӑ пусмасран хӑтарнӑ ӗҫ-пуҫ тӗлӗшпе татӑклӑ вырӑн йышӑннӑ[30].
- 2011 ҫулхи ака уйӑхӗнче православи ҫыннисем Мӑнкун уявланӑ ятпа тухса калаҫнӑ май Лавров «тӗнче шайӗнчи финанспа экономика кризисӗ либераллӑ капитализм шухӑшӗ ҫине таянса ӗҫленипе кӑна ҫирӗп аталану ҫулӗ ҫине тухма май ҫуккине ӗненмелле кӑтартса панӑ» тесе пӗлтернӗ, ун шучӗпе, ҫакӑ «мораль тӗлӗшӗнчен хӑвна ху чарни тата яваплӑх пек уйрӑмлӑхсем ҫине ҫӗнӗ енчен пӑхма хистет»[31].
Санкцисем
Ҫемйи
Арӑмӗ — ЛавроваМария Александровна, аслӑ пӗлӗве филолог, вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен енӗпе илнӗ, ПНО ҫумӗнчи РФ Яланхи элчелӗхӗн вулавӑшӗнче ӗҫленӗ.
Хӗрӗ[36] — Екатерина Сергеевна Винокурова, 1982 ҫулта Нью-Йоркра ҫуралнӑ, Манхеттен шкулӗнче вӗреннӗ, Колумби университетне вӗренсе пӗтернӗ, унта вӑл политологине, ҫавӑн пекех Лондонра экономика енӗпе магистратурӑра вӗреннӗ; хальхи вӑхӑтра Мускавра пурӑнать[37], Британин Christie’s аукцион ҫурчӗн (антиквариатпа ӳнер япалисене сутас тӗлӗшпе ӗҫлет) Раҫҫейри уйрӑмӗн директорӗ шутланать[38]. Лондонра университет хыҫҫӑнхи практикӑра ӗҫленӗ чухне Александр Винокуровпа паллашнӑ та 2008 ҫулта ӑна качча тухнӑ. Александр Семёнович TPG Capital, Morgan Stanley, «Сумма» тата Альфа-групп топ-менеджерӗ, 2017 ҫултанпа «Марафон групп» инвестици компанийӗн[39] тата ытти активсен хуҫисенчен пӗри шутланать[40][41].
Пӗр мӑнукӗ Леонид (2010 ҫ.ҫ.) ятлӑ[37][42][43][44]. 2015 ҫулта Лавров унӑн ҫемйи Раҫҫейре пурӑннине пӗлтернӗ[45].
Хоббипе йӑпанӑвӗсем
Лавров поэзие юратать, хӑй те сӑвӑсем ҫырать. Вӑл Мускаври тӗнчери хутшӑнӑвӗсен патшалӑх институчӗн гимнӗн авторӗ[46]. Гитара каласа юрлама юратать.
Хобби — рафтинг. Лавров Раҫҫейӗн ӑвӑсмалли слалома йӗркелекенсен пӗри тата 2006—2009 ҫулсенче пӗрремӗш президенчӗ пулнӑ[47][48].
Лавров футболла выляма юратать, унӑн юратнӑ команди — «Спартак» (Мускав). Хӑй каласа панӑ тӑрӑх, юратнӑ команда ҫинчен аса илни ӑна йывӑр калаҫусем ирттернӗ вӑхӑтра хӑйне алӑра тытма пулӑшать[49]. 2016 ҫулхи пуш уйӑхӗнче вӑл ҫак спорт тӗсне юратакансене ҫӗршыв шайӗнче пӗрлештерме палӑртакан Раҫҫейӗн халӑх футбол лигин никӗслевҫисенчен пӗри пулнӑ[50].
Лавров — пирус туртма юратаканскер. Ирландин тӗп хулинчи Дублин ресторанӗнче ӑна 3000 евролӑх пирус туртнӑшӑн штрафласшӑн пулнӑ, анчах министр штраф тӳлеме пачах та килӗшмен, пресс-конференцире ҫакӑн ҫинчен халӑх умӗнче каласа панӑ. ПНО тӗп секретарӗ Кофи Аннан штаб-хваттерте пирус туртма чарма йышӑнасшӑн пулнӑ чухне Лавров хирӗҫ пулни пирки паллӑ: Аннан ҫак ҫурт хуҫи пулманран вӑл ҫак йышӑнава, имӗш, тума пултараймасть. Лавров ҫапла ӗнентернӗ: «Ку ҫурт мӗнпур ПНО членӗсен шутланать, унӑн тӗп секретарӗ вара управляющи кӑна».
Хисепӗсем
- Раҫҫей Федерацин Ӗҫ Паттӑрӗ (2020 ҫулхи пушӑн 17-мӗшӗ) — патшалӑхпа халӑх умӗнче пысӑк ӗҫ туса ирттернӗшӗн[51].
- Андрей Первозванный Сӑваплӑ апостолӑн орденӗ (2025 ҫулхи пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗ) — Тӑван Ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн, Раҫҫей Федерацийӗн тулаш политикин ҫул-йӗрне йӗркелесе пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, патшалӑх ӗҫӗнче нумай ҫул тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн[52].
«Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденӑн тулли кавалерӗ
- I степеньлӗ «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденӗ (2015 ҫулхи пушӑн 21-мӗшӗ) — Раҫҫей Федерацийӗн тулашри политика курсне йӗркелес ӗҫре палӑрнӑшӑн тата нумай ҫул хушши дипломатиллӗ ӗҫ-хӗле пурнӑҫланӑшӑн[53].
- II степеньлӗ «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденӗ (2010 ҫул) [54].
- III степеньлӗ «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденӗ (2005 ҫулхи пушӑн 21-мӗшӗ) — Раҫҫей Федерацийӗн тулашри политика курсне йӗркеленӗшӗн тата нумай ҫул тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн[55].
- IV степеньлӗ «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденӗ (1998 ҫулхи ҫӑвӑн 12-мӗшӗ) — Раҫҫейӗн тулашри политика курсне ирттерессишӗн пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тата нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн[56].
Лавровӑн ҫавӑн пекех ҫакнашкал наградӑсем пур:
- Хисеп орденӗ (1996 ҫулхи ҫӗртмен 21-мӗшӗ) — патшалӑх умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн, тулашри политика курсне ирттернӗшӗн тата Раҫҫей наци интересӗсене хӳтӗлеме пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, служба тивӗҫне пурнӑҫланӑ май хӑюлӑхпа пӗтӗм чун-чӗререн ӗҫленине кӑтартнӑшӑн[57].
- I степеньлӗ «Еврази экономика союзне туса хунӑшӑн» медаль (2015 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗ, Еврази экономика союзӗн Аслӑ канашӗ)[58].
- II степеньлӗ Столыпин П. А. медалӗ (2020 ҫулхи пушӑн 20-мӗшӗ) — Раҫҫей Федерацийӗн тулашри политика курсне йӗркеленӗ чухне палӑрнӑшӑн тата нумай ҫул тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн[59].
Раҫҫей Федераци президенчӗ хавхалантарнисем
- Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Хисеп хучӗ (2010 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗ) — Раҫҫей Федерацийӗн тулашри политика курсне йӗркелес ӗҫре пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тата нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн[60].
- Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн хавхалантарӑвӗ (2006 ҫулхи чӳкӗн 4-мӗшӗ) — Санкт-Петербург хулинчи «Саккӑрӑш ушкӑнӗ» пайташӗсен шутне кӗрекен патшалӑхсемпе правительствӑсен пуҫлӑхӗсен тӗлпулӑвне хатӗрлесе ирттернӗшӗн[61].
- Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн хавхалантарӑвӗ (2005 ҫулхи авӑнӑн 27-мӗшӗ) — Тӑван Ҫӗршывӑн 1941—1945 ҫулсенчи Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 60 ҫул ҫитнине халалланӑ уяв мероприятийӗсене хатӗрлес тата ирттерес ӗҫшӗн[62].
- Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн хавхалантарӑвӗ (2000 ҫулхи пушӑн 20-мӗшӗ) — дипломати ӗҫне нумай ҫул хушши тата тухӑҫлӑ туса пынӑшӑн[63].
- Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн хавхалантарӑвӗ (1994 ҫулхи юпан 27-мӗшӗ) — Корфу утравӗнчи тата Неаполь хулинче иртнӗ тӗлпулусене ҫӳллӗ шайра хатӗрлеме пысӑк тӳпе хывнӑшӑн[64].
Регион шайӗнчи наградӑсем:
- «Мускав облаҫӗ умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» паллӑ (2010 ҫулхи пушӑн 12-мӗшӗ)[65].
- «Поляр Ҫӑлтӑрӗ» орден, (Якути, 2012 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ)[66].
- «Калининград облаҫӗ умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден (2014 ҫулхи ҫӑвӑн 27-мӗшӗ) — Калининград облаҫӗнче пурӑнакансемшӗн виза режимне ҫӑмӑллатас енӗпе ӗҫленӗшӗн[67].
Ют ҫӗршыв наградисем:
- II степеньлӗ «Дустык» орденӗ (Казахстан, 2005 ҫул)[68].
- «ПНО программисене хутшӑннӑшӑн» хисеплӗ медаль (ПНО пулӑшакан Раҫҫей ассоциацийӗ, 2005 ҫул)[69].
- Халӑхсен туслӑхӗн орденӗ (Беларуҫ, 2006 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗ) — Беларуҫ Республикипе Раҫҫей Федерацийӗ хушшинчи туслӑ хутшӑнусене ҫирӗплетес тата килӗштерсе ӗҫлес ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, Союзлӑ патшалӑх йӗркелес ӗҫе хутшӑннӑшӑн[70][71].
- Пӑхӑнман Патшалӑхсен Пӗрлешӗвне кӗрекен патшалӑх парламенчӗсен ассамблейин «Содружество» орденӗ (СНГ парламенчӗсен ассамблейи, 2007 ҫулхи ҫӑвӑн 13-мӗшӗ)[72].
- Ереван патшалӑх университечӗн ылтӑн медалӗ (Армени, 2007 ҫул)[73].
- «Перу Хӗвелӗ» орденӗн Мӑн хӗрес кавалерӗ (Перу, 2007)[74].
- Туслӑх орденӗ (Вьетнам, 2009)[75].
- Хисеп орденӗ (Кӑнтӑр Осети, 2010 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗ) — тӗнчери хӑрушсӑрлӑх системине ҫирӗплетес, Кавказри тӑнӑҫлӑхпа ҫирӗплӗхе йӗркелес, Кӑнтӑр Осетипе Раҫҫей Федерацийӗ хушшинчи туслӑ хутшӑнусене аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн[76].
- Сӑваплӑ Месроп Маштоц орденӗ (Армени, 2010 ҫулхи ҫурлан 19-мӗшӗ) — ӗмӗр-ӗмӗр тӑсӑлакан Арменипе Раҫҫей хушшинчи туслӑ хутшӑнусене ҫирӗплетес тата аталантарас ӗҫре пысӑк тӳпе хывнӑшӑн[77][78].
- I степеньлӗ «Достык» орден (Казахстан, 2012 ҫул)[79].
- Туслӑх орденӗ (Лаос)[80].
- I степеньлӗ Серби ялавӗн орденӗ (Серби, 2016 ҫулхи раштавӑн 12-мешӗ) — Сербипе Раҫҫей Федерацийӗ хушшинчи хутшӑнусене аталантарас тата ҫирӗплетес ӗҫре уйрӑмах палӑрнӑшӑн[81].
- «Данакер» орденӗ (Киргизи, 2017 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ) — Киргизипе Раҫҫей хушшинчи социаллӑ тата экономика ҫыхӑнӑва аталантарас тата патшалӑхсем хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетес ӗҫе хастар хутшӑннӑшӑнref>Указ Президента КР от 16 июня 2017 года УП № 115 "О награждении государственными наградами Кыргызской Республики". cbd.minjust.gov.kg. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫӗртмен 27-мӗшӗ.</ref>[82].
- Серб Республикин орденӗ (Серби Республики, Боснипе Герцеговина, 2018)[83].
- Сӑваплӑ Агата орденӗн пысӑк хӗресӗ (Сан-Марино Республики, 2019 ҫулхи пушӑн 21-мӗшӗ)[84].
- «Казахстан никама пӑхӑнма пӑрахнӑранпа 25 ҫул ҫитни» юбилейлӑ медаль (Казахстан, 2019) — Казахстанпа Раҫҫей хутшӑнӑвӗсене аталантарас тата ҫирӗплетес ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн[85].
- «Туслӑх» орденӗ (Узбекистан, 2020 ҫулхи пушӑн 21-мӗшӗ) — Узбекистанпа Раҫҫей хушшинчи стратегиллӗ партнерлӑха аталантарнӑ май пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн, суту-илӳпе экономика, ӑслӑлӑхпа техника тата культурӑпа гуманитари ҫыхӑнӑвӗсене анлӑлатас, икӗ ҫӗршыв регионӗсем пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлес, пирӗн халӑхсем хушшинчи туслӑха, ӑнланулӑхпа хутшӑнусене ҫирӗплетес ӗҫре пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, Узбекистан Республикин миршӗн, тӗреклӗ те ҫирӗп аталанушӑн регион тата тӗнче шайӗнче пӗлтерӗшлӗ шутланакан пуҫарусене тӗнче шайӗнче активлӑ аталантарма пулӑшнӑшӑн, ҫавӑн пекех ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнӗ май[86][87].
- I степеньлӗ «Барыс» орденӗ (Казахстан, 2020 ҫулхи пушӑн 21-ммӗшӗ) — Казахстан Республикипе Раҫҫей Федерацийӗ хушшинчи нумай енлӗ килӗшӳлӗхпе стратегиллӗ партнерлӑха аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн[88].
- III Макариос орденӗн пысӑк хӗресӗ (Кипр Республики, 2020 ҫулхи авӑнӑн 8-мӗшӗ)[89].
- Федераци орденӗ (Пӗрлешнӗ Арап Эмирачӗсем, 2021 ҫул) — икӗ ҫӗршыв хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетес тата вӗсене тӗрлӗ шайра аталантарас ӗҫре вӑй хунине тата пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннине палӑртнӑ ятпа[90].
- Заслугӑсен орденӗн ҫӑлтӑрӗллӗ командорӗ (Венгри, 2021 ҫул)[91].
- Мали Наци орденӗн командорӗ (Мали, 2023 ҫул)[92].
- I степеньлӗ «Чыс тата мухтав» орденӗ (Абхази, 2023 ҫул)[93].
- Ӑйӑр орденӗн командорӗ[94] (Буркина-Фасо патшалӑхӑн чи аслӑ награди, 2024 ҫул)[95].
Конфесси наградисем:
- II степеньлӗ Сӑваплӑ та ырӑ кӑмӑллӑ Мускаври Даниил кнеҫ орденӗ (РПЦ).
- I степеньлӗ Сӑваплӑ та ырӑ кӑмӑллӑ Мускаври Даниил кнеҫ орденӗ (РПЦ, 2010 ҫул)[96].
- I степеньлӗ Сергий Радонежский преподобнӑй орденӗ (2015 ҫул).
- I степеньлӗ Сӑваплӑ Петрпа Павел апостолсен орденӗ (Антиохи православи чиркӗвӗ, 2015 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗ)[97].
- Сӑваплӑ благоверный аслӑ Александр Невский кнеҫӗн орденӗн 1 степенӗ — чиркӳпе патшалӑх хутшӑнӑвӗсене аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн (Вырӑс православи чиркӗвӗ, 2025 ҫулхи пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗ)[98].
Хисеплӑ ятсем:
- Раҫҫей Федерацийӗн дипломати службин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (2004 ҫулхи пушӑн 22-мӗшӗ) — Раҫҫей Федерацийӗн тулашри политика курсне хатӗрлес тата пурнӑҫа кӗртес ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн[99].
- Манагуа (Никарагуа) хисеплӗ гражданин[100].
- Гватемала хисеплӗ гражданинӗ (2010 ҫул)[101].
- Мускав облаҫӗн Ногинск районӗн хисеплӗ гражданинӗ (2014 ҫул)[102].
Ытти наградӑсем:
- Коллекливлӑ хӑрушсӑрлӑх ҫинчен калакан Килӗшӗвӗн организацийӗн Коллективлӑ хӑрушсӑрлӑх канашӗн Хисеп хучӗ (2011 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗ) — Коллекливлӑ хӑрушсӑрлӑх ҫинчен калакан Килӗшӗвӗн организацийӗн йышӗнче ҫарпа политика ҫыхӑнӑвне аталантарас тата тарӑнлатас енӗпе хастар та тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн[103].
- Сӑваплӑ та ырӑ кӑмӑллӑ Александр Невский кнеҫӗн общество премийӗ (Сӑваплӑ та ырӑ кӑмӑллӑ Александр Невский кнеҫӗн общество премипе чыслас енӗпе ӗҫлекен комитет, 2014 ҫул) — Раҫҫейӗн тӗнчери вырӑнне ҫирӗплетме пулӑшакан дипломати ӗҫӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн[104].
- Сергей Михалковӑн асӑнмалӑх ылтӑн медалӗ (2015 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗ, Раҫҫей культура фончӗ)[105].
- Эдуард Володин ячӗллӗ «Импери культури» наци премийӗ — Тӑван Ҫӗршывшӑн шанчӑклӑ та тивӗҫлӗ шайра ӗҫленӗшӗн (2015 ҫул)[106].
- Раҫҫейпе Арменин (славян) университечӗн хисеплӗ орденӗ[107].
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
Ӑнлантарусем
- ^ Sergej Wiktorowitsch Lawrow // Brockhaus Enzyklopädie (нем.) / Hrsg.: Bibliographisches Institut & F. A. Brockhaus, Wissen Media Verlag
- ^ Sergej Lawrow // Munzinger Personen (нем.)
- ^ Лаврову лестно сравнение с главой МИД СССР Громыко - Газета.Ru | Новости. www.gazeta.ru. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи пушӑн 20-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи пушӑн 20-мӗшӗ.
- ^ Лавров Сергей Викторович. Лентапедия. Пӑхнӑ кун: 2007 ҫулхи авӑнӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи утӑн 13-мӗшӗ.
- ^ 2005 ҫулта Ереванра унран хӑйӗн эрмен тымарӗсем ӗҫре пулӑшнипе пулӑшманни ҫинчен ыйтсан Лавров ҫапла хуравланӑ: «тымарсем манӑн грузинсен — атте ман Тбилисирен, юнӗ вара чӑнах та эрмен юнӗ». — Елена Супонина У Сергея Лаврова грузинские корни, но армянская кровь , Wayback Machine çинчи 2014 ҫулхи пушӑн 16-мӗшӗнчи копийӗ // Время новостей: N°28, 18 февраля 2005
- ^ Армяно-тбилисские корни Сергея Лаврова , Wayback Machine çинчи 2020 ҫулхи ҫурлан 11-мӗшӗнчи копийӗ // «Georgian Times», 28.01.2008
- ^ Министр иностранных дел Российской Федерации , Wayback Machine çинчи 2017 ҫулхи юпан 13-мӗшӗнчи копийӗ // Раҫҫей МИДӗн официаллӑ сайчӗ
- ^ Лавров Сергей Викторович (выр.). www.mid.ru. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи ҫурлан 16-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫурлан 16-мӗшӗ.
- ^ Распоряжение Президента Российской Федерации от 03.04.1992 г. № 153-рп «О заместителе Министра иностранных дел Российской Федерации». Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫӗртмен 28-мӗшӗ.
- ^ Распоряжение Правительства Российской Федерации от 03.11.1994 № 1725-р - Сейчас.ру. www.lawmix.ru. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫӗртмен 28-мӗшӗ.
- ^ Официальный сайт МИД РФ. Лавров Сергей Викторович. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи пушӑн 16-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2016 ҫулхи акан 27-мӗшӗ.
- ^ Правительство РФ подало в отставку. www.interfax.ru. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗ.
- ^ Kremlin.ru. Рабочая встреча с Председателем Правительства Дмитрием Медведевым (выр.). 2020 ҫулхи юпан 30-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Президент подписал указы о назначении членов Правительства Российской Федерации и директоров служб. kremlin.ru (14 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ.
- ^ Зубков стал замом Шувалова в экономической правительственной комиссии , Wayback Machine çинчи 2010 ҫулхи юпан 17-мӗшӗнчи копийӗ. zaks.ru, 12.01.2010.
- ^ Шойгу, Лавров и Пучков возглавили рейтинг самых лучших министров РФ. www.interfax.ru. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи пушӑн 20-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ.
- ^ Лавров стал самым упоминаемым министром России в 2018 году. life.ru (30 янв. 2019 г.).
- ^ Изотов, Сергей Сергей Лавров возглавил медиарейтинг министров в 2016 году. Известия (27 янв. 2017 г.). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗ.
- ^ Gazeta.ru, 21 марта 2017. День рождения Сергея Лаврова. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи пушӑн 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи утӑн 20-мӗшӗ.
- ^ Дарья Зарембо. Лавров, Шойгу, Шмелева и Проценко отказались от думских мандатов «Единой России» (выр.). iz.ru (29 авӑнӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ.
- ^ Комитет Почетных членов Императорского Православного Палестинского Общества. Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2013 ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗ.
- ^ Попечительский совет. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи пушӑн 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗ.
- ^ Структура министерства( ӗҫлемен каҫӑ)
- ^ С. Лавров - «Почетный доктор РТСУ». www.toptj.com. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи пушӑн 20-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫӗртмен 26-мӗшӗ.
- ^ Акталов, Аскар Сергей Лавров стал почетным доктором Кыргызско-Российского Cлавянского университета (5 апр. 2012 г.). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи ҫӑвӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ.
- ^ Роман Фандорин. МГИМО остался без попечителей(паллӑ мар). Газета «DAILY» — Новости России и мира (13 акан 2022). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ.
- ^ Попечительский совет МГИМО (выр.). mgimo.ru. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи ҫурлан 16-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи нарӑсӑн 19-мӗшӗ.
- ^ Лавров Сергей Викторович (выр.). waterslalom.ru. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи ҫурлан 16-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫурлан 16-мӗшӗ.
- ^ Редколлегия (выр.). США и Канада: экономика, политика, культура. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи ҫурлан 16-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫурлан 16-мӗшӗ.
- ^ Армения и Турция договорились молча // По совету Сергея Лаврова , Wayback Machine çинчи 2009 ҫулхи юпан 17-мӗшӗнчи копийӗ. // Коммерсантъ : газета. — № 189/П (4244). — 12.10.2009.
- ^ Стенограмма выступления Министра иностранных дел России С. В. Лаврова на приёме по случаю православной Пасхи, Москва, 28 а , Wayback Machine çинчи 2013 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗнчи копийӗ // МИД России, 28.04.2011
- ^ Consolidated text: Council Regulation (EU) No 269/2014. Eur-Lex.
- ^ UK Government sanctions Vladimir Putin and Sergey Lavrov (англ.). GOV.UK. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫӗртмен 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2023 ҫулхи ҫӗртмен 12-мӗшӗ.
- ^ The UK Sanctions List (англ.). GOV.UK (6 ҫӗртмен 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫӗртмен 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ.
- ^ Канада вводит санкции против Путина, Лаврова и Герасимова (выр.). Коммерсантъ (26 нарӑсӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи ҫӗртмен 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи нарӑсӑн 25-мӗшӗ.
- ^ Министр иностранных дел Российской Федерации (выр.). Официальный сайт МИД России. Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи утӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи нарӑсӑн 9-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Оксана Кравчук. Лавровый венок (, Wayback Machine çинчи 2015 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗнчи копийӗ) // Vogue.
- ^ Татьяна Маркина. Christie’s представил новый офис и нового директора , Wayback Machine çинчи 2015 ҫулхи авӑнӑн 11-мӗшӗнчи копийӗ // The Art Newspaper Russia, 27.02.2015.
- ^ Ирина Парфентьева. Экс-президент А1 Александр Винокуров основал собственную инвестгруппу , Wayback Machine çинчи 2017 ҫулхи ҫӑвӑн 19-мӗшӗнчи копийӗ // РБК, 13.05.2017.
- ^ Анна Дерябина. Вернуть лидерство: как зять Сергея Лаврова строит крупнейший фармбизнес , Wayback Machine çинчи 2016 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗнчи копийӗ // РБК, 08.02.2016.
- ^ Олег Трутнев. Александр Винокуров сделает привики , Wayback Machine çинчи 2017 ҫулхи ҫӑвӑн 19-мӗшӗнчи копийӗ // Коммерсантъ, № 85 от 17.05.2017, с. 12.
- ^ Министр Сергей Лавров , Wayback Machine çинчи 2021 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗнчи копийӗ // Российская газета.
- ^ Сергей Лавров министр иностранных дел, семья и дети, фото (, Wayback Machine çинчи 2014 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗнчи копийӗ) // Pomadama.
- ^ Лавров сообщил, что его дочь живёт в России , Wayback Machine çинчи 2016 ҫулхи акан 7-мӗшӗнчи копийӗ // РИА Новости.
- ^ РИА Новости, 22 апреля 2015. Лавров сообщил, что его дочь живет в России
- ^ Гимн. mgimo.ru. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи акан 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи акан 8-мӗшӗ.
- ^ Как это было… — Федерация гребного слалома России. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи ҫурлан 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи ҫурлан 8-мӗшӗ.
- ^ Биография Сергея Лаврова (выр.). ria.ru (19 ҫӗртмен 2021). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи ҫурлан 20-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫурлан 20-мӗшӗ.
- ^ Лавров рассказал о пользе мыслей про «Спартак» при сложных переговорах. lenta.ru.
- ^ Лавров: Народная футбольная лига будет тесно сотрудничать с РФС | РИА Новости. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи пушӑн 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 27-мӗшӗ.
- ^ Указ Президента Российской Федерации от 17.03.2020 № 186 ∙ Официальное опубликование правовых актов ∙ Официальный интернет-портал правовой информации. publication.pravo.gov.ru. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи пушӑн 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи пушӑн 21-мӗшӗ.
- ^ Указ Президента Российской Федерации от 21 марта 2025 года № 160 «О награждении орденом Святого апостола Андрея Первозванного Лаврова С.В.»
- ^ Указ Президента Российской Федерации от 21 марта 2015 года № 146 «О награждении орденом „За заслуги перед Отечеством“ I степени Лаврова С. В.» , Wayback Machine çинчи 2015 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗнчи копийӗ // publication.pravo.gov.ru, 23 марта 2015 года
- ^ Совещание с российскими послами и постоянными представителями в международных организациях , Wayback Machine çинчи 2010 ҫулхи утӑн 15-мӗшӗнчи копийӗ // Kremlin.Ru, 12 июля 2010 года
- ^ Указ Президента Российской Федерации от 21 марта 2005 года № 308 «О награждении орденом „За заслуги перед Отечеством“ III степени Лаврова С. В.» Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗ.
- ^ Указ Президента Российской Федерации от 12 мая 1998 года № 552 «О награждении государственными наградами Российской Федерации сотрудников Министерства иностранных дел Российской Федерации». Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗ.
- ^ Указ Президента Российской Федерации от 21 июня 1996 года № 973 «О награждении государственными наградами Российской Федерации». Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ.
- ^ Текст решения. Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ.
- ^ Распоряжение Правительства Российской Федерации от 20.03.2020 № 673-р ∙ Официальное опубликование правовых актов ∙ Официальный интернет-портал правовой информации. publication.pravo.gov.ru. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗ.
- ^ Распоряжение Президента Российской Федерации от 8 марта 2010 года № 138-рп «О награждении Почетной грамотой Президента Российской Федерации Лаврова С. В.» Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗ.
- ^ uristu.com - Domain Name For Sale. dan.com. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи акан 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи акан 1-мӗшӗ.
- ^ Распоряжение Президента Российской Федерации от 27 сентября 2005 года № 441-рп «О поощрении Лаврова С. В. и Тимошкина М. Е.» Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗ.
- ^ Распоряжение Президента Российской Федерации от 20 марта 2000 года № 83-рп «О поощрении Лаврова С. В.» Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗ.
- ^ Распоряжение Президента Российской Федерации от 27 октября 1994 года № 546-рп «О поощрении работников, обеспечивших подготовку встреч на высшем уровне на о. Корфу и в Неаполе». Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗ.
- ^ Постановление Губернатора Московской области от 12 марта 2010 года № 25-ПГ «О награждении знаком отличия „За заслуги перед Московской областью“». Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2016 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗ.
- ^ Кавалеры Ордена Республики Саха (Якутия) «Полярная звезда» — список награждённых. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи авӑнӑн 15-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи чӳкӗн 3-мӗшӗ.
- ^ Цуканов наградил главу МИДа орденом «За заслуги перед Калининградской областью» , Wayback Machine çинчи 2016 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнчи копийӗ / ИА «Мангазея»
- ^ Назарбаев наградил министров России. Пӑхнӑ кун: 2007 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2013 ҫулхи чӳкӗн 3-мӗшӗ.
- ^ Лавров награждён почётной медалью ООН. Пӑхнӑ кун: 2007 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи пушӑн 7-мӗшӗ.
- ^ Указ Президента Республики Беларусь от 2 июня 2006 года № 370 «О награждении С. В. Лаврова орденом Дружбы народов». Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи нарӑсӑн 26-мӗшӗ.
- ^ Министр иностранных дел России Сергей Лавров награждён орденом Дружбы народов. Пӑхнӑ кун: 2007 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2007 ҫулхи авӑнӑн 27-мӗшӗ.
- ^ Постановление Совета МПА СНГ 13.05.2007 № 19. Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи акан 8-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗ.
- ^ Персональная страница. www.c-society.ru. Пӑхнӑ кун: 2007 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2007 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗ.
- ^ Лавров награждён высшим орденом Перу. Пӑхнӑ кун: 2008 ҫулхи чӳкӗн 24-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗ.
- ^ Ответное слово Министра иностранных дел России С.В.Лаврова на церемонии вручения ему награды Социалистической Республики Вьетнам ордена Дружбы в Ханое 25 июля 2009 года. Посольство Российской Федерации в Социалистической Республике Вьетнам. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи пушӑн 25-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗ.
- ^ Указ О награждении Орденом Почета Сергея Лаврова - Министра иностранных дел РФ. cominf.org (21 мар. 2010 г.). Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи раштавӑн 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗ.
- ^ Указы Президента Республики Армения - Документы - Президент Республики Армения. www.president.am. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи ҫӑвӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫӗртмен 26-мӗшӗ.
- ^ KM.RU - новости, экономика, автомобили, наука и техника, кино, музыка, спорт, игры, анекдоты, курсы валют | KM.RU. www.km.ru. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи пушӑн 20-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ.
- ^ Назарбаев вручил награду главе МИД РФ Сергею Лаврову. regnum.ru. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи ҫӑвӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫӗртмен 27-мӗшӗ.
- ^ Ордена по разнарядке. Пӑхнӑ кун: 2008 ҫулхи утӑн 10-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2008 ҫулхи акан 30-мӗшӗ.
- ^ Церемония вручения Лаврову ордена Сербского знамени. RT на русском. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи раштавӑн 13-мӗшӗ.
- ^ Лавров и Песков получили высшие государственные награды Киргизии. www.interfax.ru. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи пушӑн 20-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи акан 14-мӗшӗ.
- ^ Лаврову вручили орден Республики Сербской — РИА Новости, 21.09.2018. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи акан 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ.
- ^ Лавров удостоен государственной награды Сан-Марино (выр.). ТАСС. Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи пушӑн 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи пушӑн 27-мӗшӗ.
- ^ Тасмагамбетов вручил Лаврову юбилейную медаль "25 лет Независимости РК". baigenews.kz.
- ^ О награждении Лаврова Сергея Викторовича орденом «Дўстлик». uza.uz (21 мар. 2020 г.). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи пушӑн 20-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ.
- ^ О поздравительном послании министру иностранных дел Российской Федерации Сергею Лаврову. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи пушӑн 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи пушӑн 21-мӗшӗ.
- ^ О награждении орденом «Барыс» І степени Лаврова С.В. — Официальный сайт Президента Республики Казахстан. www.akorda.kz. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи пушӑн 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи пушӑн 21-мӗшӗ.
- ^ Лаврову вручили высшую награду Кипра. aif.ru (8 сент. 2020 г.). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи авӑнӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи авӑнӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Мохаммед бен Заид принял министра иностранных дел России. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗ.
- ^ A Magyar Érdemrend középkeresztje a csillaggal. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи чӳкӗн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи утӑн 6-мӗшӗ.
- ^ Лавров получил степень командора национального ордена Мали. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи нарӑсӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2023 ҫулхи нарӑсӑн 8-мӗшӗ.
- ^ Бжания наградил орденом "Ахьдз-Апша" I степени Сергея Лаврова. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2023 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗ.
- ^ https://ria.ru/20240605/nagrada-1950770448.html. РИА (5 ҫӗртмен 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӗртмен 6-мӗшӗ.
- ^ Лавров получил от президента Буркина-Фасо орден Жеребца. РБК (5 ҫӗртмен 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ.
- ^ Святейший Патриарх Кирилл встретился с членами Коллегии Министерства иностранных дел России / Новости / Патриархия.ru. www.patriarchia.ru. Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ.
- ^ Патријарх Јован Х одликовао Сергеја Лаврова орденом Свeтих Петра и Павла. Православие.Ru.
- ^ Патриарх Кирилл наградил Лаврова орденом Александра Невского. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи пушӑн 21-мӗшӗ.
- ^ Указ Президента Российской Федерации от 22 марта 2004 года № 385 «О награждении государственными наградами Российской Федерации сотрудников Министерства иностранных дел Российской Федерации». Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи авӑнӑн 16-мӗшӗ.
- ^ Сергей Лавров стал почетным гражданином Манагуа. kp.ru (15 февр. 2010 г.). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи акан 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи акан 5-мӗшӗ.
- ^ Глава МИД России стал почетным гражданином Гватемалы. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи пушӑн 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи акан 6-мӗшӗ.
- ^ Почетные граждане на официальном сайте администрации района. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи пушӑн 27-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2016 ҫулхи акан 8-мӗшӗ.
- ^ Рішення Ради колективної безпеки Організації Договору про колективну безпеку про нагородження Почесною грамотою Ради колективної безпеки Організації Договору про колективну безпеку. zakon.rada.gov.ua.
- ^ Святейший Патриарх Кирилл возглавил заседание Попечительского совета программы «Александр Невский» / Видеоматериалы / Патриархия.ru. www.patriarchia.ru. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ.
- ^ «Мудрый, веселый, верный». portal-kultura.ru. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи пушӑн 20-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫӗртмен 12-мӗшӗ.
- ^ Лаврову вручили премию Союза писателей России «Имперская культура» | РИА Новости. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ.
- ^ Посол России в Армении награждён орденом Российско-армянского университета( ӗҫлемен каҫӑ)
Каҫӑсем
- Раҫҫей МИДӗн сайтӗнчи биографийӗ (выр.)
- Раҫҫей МИДӗн информаци бюллетенӗ (выр.)
- Дипломатсен прависемшӗн кӗрешекен тата сӑвӑҫ (выр.)
- Сергей Лавров «Вестине» эксклюзивлӑ интервью пани (2009 ҫулхи чӳк уйӑхӗ)
- David M. Herszenhorn, Michael R. Gordon Veteran Diplomat Fond of Cigars, Whiskey and Outfoxing U.S. // New York Times, 16 September 2013
- NYT: Соглашение по сирийскому химоружию подняло Лаврова на вершину карьеры // Взгляд.ру, 18.09.2013. (выр.)
- Тӗплӗ биографипе ҫӑлкуҫсем (выр.)