Терешкова Валентина Владимировна
Терешкова Валентина Владимировна (1937 ҫулхи пушӑн 6-мӗшӗ, Мӑн Масленниково, Тутай районӗ, Ярославль облаҫӗ, РСФСР) — СССР вӗҫевҫӗ-космонавчӗ, тӗнчери пӗрремӗш хӗрарӑм-космонавт (1963), Совет Союзӗн Геройĕ (1963), генерал-майор (1995). «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденӑн тулли кавалерӗ.
СССР Аслӑ Канашӗн VII-XI пухӑвӗн депутачӗ (1966-1989), СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн пайташӗ (1974-1989). Совет хӗрарӑмӗсен Комитечӗн пуҫлӑхӗ (1968-1987) тата Совет Союзӗн Ют ҫӗршывсемпе туслӑ тата культурӑллӑ ҫыхӑну пӗрлӗхӗсен союзĕн пуçлăхĕ (1987-1992).
Раҫҫей политикӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх думин депутачӗ, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Аслӑ Канашӗн пайташӗ.
Ачалӑхпа яшлӑх
Валентина Терешкова Ярославль облаҫӗнчи Тутаев хули ҫывӑхӗнчи Мӑн Масленниково ялӗнче 1937 ҫулхи пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Белоруссирен тухнӑ хресченсен ҫемйинче ҫуралнӑ. Ашшӗ — Терешков Владимир Аксёнович (1912-1940) — Выйлово ялӗнче ҫуралса ӳснӗ тракторист. Хӗрлӗ ҫара 1939 ҫулта кайнă, совет-финн вӑрҫинче пуҫне хунӑ). Амӑшӗ — Терешкова (ҫуралнӑ чухнехи хушамачĕ Круглова) Елена Фёдоровна (1913-1987), Еремеевщина (Витебск облаҫӗн Дубровенск районӗ) ялӗнчен, пир-авӑр фабрикин ӗҫченӗ. Ҫемьере виҫӗ ача пулнӑ: асли Людмила, Валентина тата кӗҫӗнни Владимир.
1945 ҫулта Ярославль хулинчи 32 № вӑтам шкула (шкул унӑн ячӗпе хисепленет) вӗренме кӗнӗ. Ҫиччӗмӗш класс пӗтернӗ хыҫҫӑн Валентина Ярославльти шина заводне ӗҫлеме кайнă. Пӗр вӑхӑтрах 1954-1955 ҫулсенче Ярославль хулинчи 10 № ӗҫ ҫамрӑкӗсен шкулӗнчи 8-9 каҫхи классенче вӗреннӗ. Кӗвӗ-ҫемӗ чунĕллĕ пулнă май пушӑ вӑхӑтра домра ҫинче выляма вӗреннӗ.
1955 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа Ярославльти «Хĕрлĕ Перекоп» техникӑлла пир-авӑр комбинатӗнче ӗҫленӗ (унӑн амӑшӗпе аппӑшӗ те çавăнтах ӗҫленӗ). 1955-1960 ҫулсенче Ярославльти ҫӑмӑл промышленноҫӑн заочно техникумӗнче вӗренсе тухнӑ.
1957 ҫулта ВЛКСМ ретне тӑнӑ. 1960 ҫулхи ҫурлан 11-мӗшӗнчен пуҫласа 1962 ҫулхи пуш уйӑхӗччен — «Хĕрлĕ Перекоп» комбинатӑн ВЛКСМ комитечӗн ирӗке кӑларнӑ секретарӗ.
1959 ҫултанпа Ярославльти аэроклубра парашют спорчӗпе кӑсӑкланнӑ, 90 сикӗм пурнӑҫланӑ. Ҫак йӑпанӑва пула космонавтсен пӗрремӗш отрядне йыхрав хучӗ илме тивӗҫнӗ.
Космонавтсен отрядӗнче
1962 ҫулӑн пуҫламӑшӗнче пулас космонавткӑсене ҫак критерисемпе суйласа илме пуҫланӑ: парашютистка, 30 ҫулчченхи ӳсӗмрисене, 170 см таран ӳсӗмрисене тата 70 кг таран йывӑрӑш пулнисене. Пилӗк кандидатурӑна суйланӑ: Жанна Ёркина, Татьяна Кузнецова, Валентина Пономарёва, Ирина Соловьёва тата Валентина Терешкова.
Космонавтсен отрядне йышӑннӑ хыҫҫӑнах Терешковăна ытти хӗрсемпе пӗрле васкавлӑ ҫар хӗсметне рядовойсен званийӗнче чӗнсе илнӗ.
Хатӗрленӳ
Терешкова космонавтсен отрядне 1962 ҫулхи пушӑн 12-мӗшӗнче кӗртнӗ. 1962 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗнчен Терешкова — 1-мӗш отрядри космонавт. 1963 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнчен пуҫласа, вӗҫев хыҫҫӑнах, вӑл 1-мӗш отрядӑн инструктор-космонавчӗ пулса тӑнӑ, ҫак должноҫра 1966 ҫулхи пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗччен тӑнӑ.
Вӗреннӗ чухне космос вӗҫевӗн факторӗсене организм ҫирӗплӗхӗ епле пулнине тĕрĕслекен тренировкӑсем иртнӗ. Хатӗрленӳ программине термокамера (температура +-70 °-па нӳрӗк 30 %), сурдокамера, ҫаплах йывӑрӑшсӑрлӑхри тренировкӑсем кӗртнӗ. Парашют хатӗрленӗвӗ ҫине уйрӑмах тимлӗх уйӑрнӑ, мӗншӗн тесен космонавт анса ларас умӗн катапультировка тунӑ та парашютпа анса ларнӑ.
Суйлав
Чи малтанах икӗ хӗрарӑм экипажӗ пӗр вӑхӑтра вӗҫтерме планланă, анчах та 1963 ҫулхи пуш уйӑхӗнче ҫак планпа килӗшмен, вара пилӗк кандидатурӑран пӗрне суйласа илес тӗллев пулса тӑнӑ.
Терешковӑна пӗрремӗш хӗрарӑм-космонавт рольне суйланӑ чухне, хатӗрленӳ ӗҫне ӑнӑҫлӑ иртнисӗр пуҫне, ытти факторсене те шута илнӗ: хăш çемьерен тухнине, мĕнпе интересленнине, халӑх умне тухса калаçма пултарнине тата общество ӗҫне йӗркелесе пыма хӑнӑху пуррипе ҫуккине. Ытти кандидатсем, космос хатӗрленĕвĕ енчен, тен, Терешковăран лайӑхрах пулнă пулин те, ытти критерисем тӑрӑх Терешковăран палӑрмаллах кайра пулнă.
Терешковăна вӗҫевӗн тӗп кандидачӗ пулма палӑртнӑ, И. Б. Соловьёвӑна — дублирующий пулма, В. Л. Пономарёвӑна — запасный кандидата тӑратнӑ. Терешковӑна «Востока-6» пилота лартнӑ саманта вӑл американ астронавчӗсен пӗрремӗш отрядӗнчи чи ҫамрӑк Гордон Купертан 10 ҫул кӗҫӗнрех пулнӑ.
«Восток-6» караппа вӗҫни
1963 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗнче Валентина Терешкова (чӗнсе калани «Чайка») Восток-6 карап ҫинче Байконуртан старт илсе тӗнчери пӗрремӗш хӗрарӑм пулса тӑрать, космос уҫлӑхӗнче вӗҫеве тухать. Ҫав вӑхӑтрах орбитӑра Восток-5 космос карапӗ пулнӑ, ӑна Быковский Валерий пилотланă.
Космоса вӗҫнӗ кун Терешкова тӑванӗсене парашютистсен ӑмӑртӑвне тухса каятă тесе каланă, вӗҫев ҫинчен вӗсем радиори ҫӗнӗ хыпарсенчен пӗлнӗ. Старт умӗн В. Маяковскин «Йӗмлӗ пӗлӗт» поэминчи йӗркене цитатӑланӑ: «Эй! Тӳпе! Шлепкӳне хыв!» .
Вӗҫев вӑхӑтӗнче кĕтмен лару-тӑру пулса иртнӗ: Терешковӑн карапа алӑпа ертсе пыма май килмен, ҫапах та анса ларма автоматлă майпа килтернӗ. Терешкова каланӑ тӑрӑх йывӑрлӑх алӑ управленийӗн тытӑмӗн тӗрӗс мар монтажӗнче пулнӑ: командӑсене чакарма мар, карап орбитине ҫӗклемелле туса вырнаçтарнă.
Мисси виҫӗ талӑка яхӑн пынӑ. Терешкова Ҫӗр тавра 48 ҫаврӑм чӑтнӑ, космосра виҫӗ талӑка яхӑн ирттернӗ. Вĕçсе анакан «Восток-6» аппарат Алтай крайӗнчи Баевск районне чиперех анса ларнӑ. Ларнӑ хыҫҫӑнах, медицина вӗрентӗвӗсене пӑхмасӑр, Терешкова виҫӗ талӑк дискомфорт хыҫҫӑн вырӑнти апат-ҫимӗҫе ҫинӗ.
Терешкова — 6 № СССР лётчик-космонавчӗ (позывной — «Чайка»), тӗнчери 10-мӗш космонавт; космос вӗҫевне пӗччен тунӑ тӗнчери пӗртен-пӗр хӗрарӑм. Вӗҫеве тухиччен Б. Егорова космоса вӗҫсе кайнисенчен чи ҫамрӑкки (ҫуралнӑ датӑпа) пулнӑ. Хӗрарӑм космоса тепӗр 19 ҫултан, 1982 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче вĕçнĕ, вăл Савицкая Светлана пулнă.
Вӗҫнӗ хыҫҫӑн
Вӗҫев хыҫҫӑн Терешкова общество ӗҫӗпе ĕçленĕ, ҫав шутра Терешкова чикӗ леш енче те АПШ астронавт-хӗрарӑмсене ҫул уҫса панӑ. 1969-1997 ҫулсенче космонавтсен отрядӗнче инструкторта ӗҫленӗ — вара ӑна 1962 ҫулхи хӗрарӑм наборӗнчен чи кайран, ватăлса ҫитнӗ май, пӑрахса кайнӑ.
1997 ҫултанпа — космонавтсене хатӗрлекен центрӑн аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ.
Космос вӗҫевне пурнӑҫланӑ хыҫҫӑн Терешкова Н. Е. Жуковский ячĕллĕ Сывлӑш-ҫар инженери академине вӗренме кӗнӗ, ӑна отличипе пӗтерсен каярахпа техника наукисен кандидачӗ, профессор, 50 ытла наука ӗҫӗсен авторӗ пулса тӑнӑ.
1969 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче Виктор Ильин офицер Брежнева тапӑннӑ вӑхӑтра персе пĕтернĕ автомобильре пулнӑ.
Обществӑпа политика ӗҫӗ-хӗлӗ
1962 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа — КПСС пайташӗ. 1966-1989 ҫулсенче — СССР Аслӑ Канашӗн VI-XI чӗнӗвӗсен депутачӗ. 1968-1987 ҫулсенче Совет хӗрарӑмӗсен Комитетне ертсе пынӑ. 1974-1989 ҫулсенче СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн депутачӗ тата пайташӗ. Тӗнчери гуманитари тата культура ҫыхӑнӑвӗсене аталантарассишӗн яваплӑ тӗрлӗ организацисенче ертсе пыракан должноҫсене йышӑннӑ.
1992 ҫулта — Раҫҫейри тӗнчери килӗшӳлӗх ассоциацийӗн президиумӗн председателӗ. 1992-1995 ҫулсенче — Раҫҫей тӗнче килӗшӳлӗхӗпе аталану агентствин председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ. 1994-2004 ҫулсенче — Раҫҫейри тӗнчери ӑслӑлӑхпа культура пӗрлӗхӗн центрӗн ертӳҫи.
2011 ҫулта Раҫҫей Патшалӑх думин депутатне ярославльти регионти список тӑрӑх «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партирен суйланӑ. 2011 ҫулхи раштавӑн 21-мӗшӗнчен пуҫласа Патшалӑх Думин федераци тытӑмлӑхӗпе тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗн ҫумӗ.
2014 ҫулхи нарӑсӑн 7-мӗшӗнче Сочире 2014 хӗллехи Олимп вӑййисене уҫнӑ церемонире Раҫҫейӗн суйласа илнĕ сакӑр персонӗ шутӗнче Олимп ялавне йӑтса пынӑ.
2015 ҫултанпа — «Ăрусен асĕ» коммерцилле мар ыркӑмӑллӑх фончӗн президенчӗ.
2016 ҫулхи авӑнӑн 18-мӗшӗнчи Парламент суйлавӗнче Ярославль, Иваново, Кострома тата Тверь облаҫӗсене кӗрекен регионти «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» ушкӑнра иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ, Патшалӑх думин депутачӗ пулса тӑнӑ.
Раҫҫей Федерацийӗн Следстви комитечӗ ҫумӗнчи Общество канашне кӗрет.
Терешкова пулӑшнипе тата хутшӑннипе Ярославльте университет уҫнӑ, ҫӑмӑл промышленность техникумӗн ҫӗнӗ ҫуртне, юханшыв вокзалне, планетарие туса лартнӑ, Атӑл ҫыранне тирпей-илем кӗртнӗ.
2011 ҫултан пуҫласа 2019 ҫулччен, Патшалӑх Думин VI тата VII чӗнӗвӗсен депутачӗн полномочийӗсене пурнӑҫласа, федераци саккунӗсен проекчӗсем патне саккун кӑларакан 21 пуҫарупа тӳрлетӳ авторӗ пулса тӑнӑ.
2020 ҫулхи пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Патшалӑх Думинче Раҫҫей Конституцийӗнчи тӳрлетӳсене сӳтсе явнӑ чухне президент срокӗсен шутне пăрахăçлама сӗннӗ (хальхи президентӑн ӗлӗкхи срокӗсене е пӗтӗмӗшпех çĕнетмелле, е шута илмелле мар тенĕ). Ҫак сӗнӗве Госдума унӑн иккӗмӗш вариантӗнче йышӑннӑ.
Санкцисем
Евросоюзӑн, АПШ, Канадӑн, ҫаплах Швейцарипе Украинӑн тата Ҫӗнӗ Зеландин санкци списокне кӗртнӗ.
Харпӑр пурнӑҫ
Пӗрремӗш упӑшки (1963-1982) — Андриян Николаев (1929-2004) — 3-мӗш совет космонавчӗ, туйӗ Ленин тӑвӗсем ҫинчи правительство особнякĕнче 1963 ҫулхи чӳкӗн 3-мӗшӗнче иртнӗ.
Хӗрӗ — Елена Терешкова (1964 çулхи ҫӗртмен 8-мĕшĕнче ҫуралнă) — тӗнчери ашшӗпе амӑшӗ космонавтсем пулнӑ пӗрремӗш ача. Медицина тӗллевӗсенче усӑ куракан эмел препарачӗсемпе материалĕсем туса кӑларассипе ҫыхӑннӑ темиҫе компанин учредителӗ тата ертӳҫи, пӗрремӗш упӑшки — Игорь Алексеевич Майоров летчик. Иккӗмӗш упӑшки — Андрей Юрьевич Родионов летчик. 2013 ҫулта Елена Терешкова — хирург-ортопед, ЦИТО-ра ӗҫленӗ.
Иккӗмӗш упӑшки — Юлий Шапошников (1931-1999) — медицина хӗсмечӗн генерал-майорӗ, травматологипе ортопедин Тӗп институчӗн директорӗ (ЦИТО) (1985-1998).
2004 ҫулта чӗре ҫине тунă операци инфаркта сирме пултарнă.
2012 ҫулта хӑйӗн 75 ҫулхи ҫуралнӑ кунне Ярославльте чаплӑн паллӑ тунӑ.
Наградӑсемпе ятсем
Квалификаци
1963 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗнчен пуҫласа — 3-мӗш класс космонавчӗ. 1977 ҫултанпа — техника ӑслӑлăхӗсен кандидачӗ, профессор.
Спорт ҫитӗнӗвӗсем
- Парашют спорчӗпе 1-мӗш разряд.
- 1963 ҫулхи ҫӗртмен 19-мӗшӗнче — СССР тава тивӗҫлӗ спорт ӑсти.
Ҫар хисепӗсем
- 1962, раштав, 15 — кӗҫӗн лейтенант.
- 1963, ҫӗртме, 16 — лейтенант.
- 1963, ҫӗртме, 16 — капитан.
- 1965, кӑрлач, 9 — майор.
- 1967, юпа, 14 — подполковник.
- 1970, ака, 30 — инженер-полковник,
- 1975 ҫултанпа — полковник-инженер.
- 1995 — генерал-майор.
- 1997 ҫулхи ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа отставкӑра.
Валентина Терешкова — Раҫҫей ҫарӗн историйӗнче пӗрремӗш хӗрарӑм-генерал.
СССР тата Раҫҫей наградисем
- Совет Союзӗн Геройĕ (çĕртмен 1963 ҫулхи 22-мӗшӗнчен пуҫласа СССР Верховнӑй Совечӗн Президиумӗн указӗ, Ленин Орденӗ тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» Медаль) — «Восток-6» карап-спутник ҫинче космосра вӑрах вӗҫнӗшӗн;
- «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» I степеньлӗ орденӗ (2017 ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗ) — Раҫҫей патшалӑхне ҫирӗплетес ӗҫре пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, парламентаризма аталантарнӑшӑн тата саккун тӑвакан хастар ӗҫшӗн;
- «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» II степеньлӗ орденĕ (2007 çÿлхи пушăн 6-мĕшĕ) — Тӑван ҫӗршывӑн космонавтикине аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн;
- «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» III степеньлӗ орден (1997 ҫулхи пушӑн 6-мӗшӗ) — патшалӑх умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн тата тӑван ҫӗр-шыв космонавтикин аталанӑвне пысӑк харпӑр тӳпе хывнӑшӑн;
- «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» IV степеньлӗ орден (2022 çулхи нарӑсăн 22-мĕшĕ) — парламентаризм аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, саккун тӑвакан хастар ӗҫшӗн тата нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн;
- Александр Невский орденӗ (2013 çулхи ҫӗртмен 12-мĕшĕ) — раҫҫей парламентаризмне аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тата Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн 2013 ҫулхи ҫӗртмен 12-мӗшӗнчи 557 №-лӗ саккунӗсемпе Раҫҫей Федерациийӗн патшалӑх парламентаризмне чысласси ҫинчен калакан саккун тӑвакан хастар ӗҫ-хӗлӗшӗн;
- Хисеп орденӗ (2003 çулхи ҫӗртмен 10-мĕшĕ) — тӗнчери ӑслӑлăх, культура тата общество ҫыхӑнӑвӗсене аталантарас тата ҫирӗплетес ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн;
- Туслӑх орденӗ (2011 ҫулхи акан 12-мӗшӗ) — тӑван ҫӗр-шывӑн пилотлӑ космонавтикине аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тата нумай ҫул тухӑҫлӑ обществӑлла ӗҫ-хӗлшӗн;
- Ленин орденӗ (1981 ҫулхи ҫу уйăхĕн 6-мĕшĕ) — прогрессивлӑ общественноҫпа тата ют ҫӗршывсен тӗнче юратакан вӑйӗсемпе (иккӗмӗш) ҫыхӑнӑва аталантарас тата ҫирӗплетес енӗпе ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн;
- Октябрь Революци орденӗ (1971 ҫулхи раштав уйăхĕн 1-мĕшĕ);
- Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗ (1987 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗ) — нумай ҫул хушши хастар та тухӑҫлӑ общество ӗҫӗшӗн;
- медальсем;
- СССР лётчик-космонавчӗ (1963 ҫулхи ҫӗртмен 22-мӗшӗ) — «Восток-6» карап-спутник ҫинче космосра нумай вӑхӑт вӗҫнӗшӗн;
- 2008 ҫулхи гуманитари ӗҫ-хӗлӗ енӗпе пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх премийӗ (2009 ҫулхи ҫӗртмен 4-мӗшӗ) — гуманитари ӗҫ-хӗлӗ енӗпе пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн;
- Столыпин П. А. II степеньлӗ медалӗ (Раҫҫей Федерацийӗн Правительстви, 2019 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗ) — социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн стратегилле тӗллевӗсене татса пама пулӑшакан саккун тӑвакан ӗҫ-хӗлшӗн;
- Ю. А. Гагарин ячӗллӗ Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин космос ӗҫ-хӗлӗнчи премийĕ (2011) — тӑван ҫӗр-шывӑн пилотлӑ космонавтикине аталантарнӑшӑн, пӗрремӗш вӗҫевсене пурнӑҫа кӗртме хутшӑннӑшӑн, космос ӗҫ-хӗлӗ енӗпе тӗнчери ҫыхӑнӑва аталантарнӑшӑн, тӑван ҫӗр-шыв космонавтикин ҫитӗнӗвӗсене анлӑлатнӑшӑн.
- Гагарин орденӗ (2023 çулхи çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕ) — космос уҫлӑхне алла илес ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн, историлле вӗҫевре хастарлӑхпа хастарлӑх кӑтартнӑшӑн, обществӑлла тата тӗнчери хастар ӗҫшӗн.
Раҫҫей Федерацин субъекчӗсен чыславӗсем:
- «Ярославль ҫӗрӗ ырлӑхӗшӗн тунӑ ӗҫсемшӗн» медаль;
- «Мускав облаҫӗ умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» I степеньлӗ паллӑ (2017 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗ) — ҫамрӑксене ҫарпа патриотла воспитани парассишӗн тата обществӑлла хастар ӗҫшӗн пысӑк тӳпе хывнӑшӑн.
Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗпе Правительствин хавхалантарӑвӗсем:
- Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Хисеп грамоти (2012 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗ) — патшалӑх умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн;
- Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн тав сӑмахӗ (2000 ҫулхи пушӑн 2-мӗшӗ) — ҫӗршывпа тӗнче космонавтикиРаспоряжение йӗркелес тата аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн;
- Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн пархатарӗ (1996 ҫулхи акан 9-мӗшӗ) — тӑван ҫӗршыв космонавтикиаталантарма пысӑк тӳпе хывнӑшӑн;
- Раҫҫей Федерацин Правительствин Хисеплӗ грамоти (2008 ҫулхи ҫӗртмен 16-мӗшӗ) — нумай ҫул хушши тухӑҫлӑ патшалӑх тата пӗрлӗх ӗҫ-хӗлӗшӗн, пилотлӑ космонавтика аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн;
- Раҫҫей Федерацин Правительствин Хисеплӗ грамоти (2003 ҫулхи ҫӗртмен 12-мӗшӗ) — пилотлакан космонавтика аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнишĕн;
- Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин Хисеплӗ грамоти (1997 çулхи пуш уйăхĕн 3-мĕшĕ) — космонавтикӑна аталантарас, тӗнчери ӑслӑлӑхпа культура ҫыхӑнӑвӗсене ҫирӗплетес тата нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн;
- Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин пархатарӗ (2002 ҫулхи пушӑн 6-мӗшӗ) — нумай ҫул хушши тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн.
Раҫҫей Федерацин ведомство чыславӗсем:
- «Сириири ҫар операцине хутшӑнакана» медаль (Раҫҫей Федерацийӗн Хӳтӗлев министерстви, 2016) Иосиф Кобзонпа Валентина Терешковӑна Сиришӗн кӗрешӳ медалӗсем панӑ;
- «Ҫапӑҫури туслӑха ҫирӗплетнӗшӗн» медаль (Раҫҫей Федерацийӗн Хӳтӗлев министерстви, 2018)
- Паллӑлӑх палли ««Космос шанчӑклӑхӗшӗн» (ГК «Роскосмос», № 001,2017)
Ют ҫӗршыв наградисем
- «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль, ЧССР Социализмла Ӗҫ Геройӗ тата Клемент Готвальд орденӗ (ҫурла, 1963);
- «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль, НРБ Социализмла Ӗҫ Геройӗ тата Георгий Димитров орденӗ (1963, авӑн, 9);
- Карл Маркс орденӗ тата Беккер медалӗ (юпа, 1963, ГДР);
- Грюнвальд I степеньлӗ хӗресӗ (1963, юпа, ПХР);
- I степеньлӗ Тришакти Патта орденӗ (чӳк, 1963, Непал);
- Индонези Республикин II степеньлӗ ҫӑлтӑр орденӗ (чӳк, 1963);
- Вольта орденӗ (1964, кӑрлач, Гана);
- ВХР Патшалӑх Ялавӗн орденӗ (ака, 1965);
- Медаль «Золотой Соёмб» МХР Ĕç Геройĕ и Сухэ-Батор орденĕ (ҫу, 1965, МХР);
- 1 степеньлӗ Культура орденӗ (ҫурла, 1969, Афганистан);
- Иордани ҫӑлтӑр орденӗн пысӑк хӑйӑвӗ (раштав, 1969, Иордани);
- «Граждан тава тивӗҫлӗ ӗҫӗсемшӗн» орден (Сири);
- Орден «Ожерелье Нила» (кӑрлач, 1971, ОАР);
- Вьетнам Ӗҫ Паттӑрӗн «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медалĕ (юпа, 1971);
- Бернардо О’Хиггинс орденӗ тата ВВС Ылтӑн палли (пуш, 1972, Чили);
- Югослави ялавӗн 1 степеньлӗ орденӗ (1972, чӳк);
- «Ӑслӑлӑхри ҫитӗнӳсемшӗн» орден (1973, чӳк, 17, СРР);
- Хӗвел орденӗ (1974, Перу);
- Плайя-Хирон орденӗ тата «Ана Бетанкур» орденӗ (1974, Куба);
- ««Хӗҫпӑшаллӑ тӑванлӑха ҫирӗплетнӗшӗн» медаль (1976, НРБ);
- Эфиопи ҫӑлтӑрĕн орденӗ (1981, Эфиопи)
- Туслӑх орденӗ (1997, Лаос)
- Бранимир кнеҫӗн орденӗ пысӑк хӑюпа (2003, нарӑс, 17, Хорвати)
- ««Туслӑх» медалӗ (2012, Куба).
Наука, общество тата тӗн организацийӗсен наградисем
- СССР ӐА К. Э. Циолковский ячӗллӗ ылтӑн медалӗ;
- «Космосана тишкерсе ҫитӗнӳ тунӑшӑн» (нарӑс, 1964, Аслă Британи) планетӑсем хушшинчи хыпарсен пӗрлӗхӗн ылтӑн медалӗ;
- «Космос» (ФАИ) ылтӑн медаль;
- астронавтика енӗпе Галамбер премийĕ;
- Жолио-Кюри ячӗллӗ Тӗнче ылтӑн медалӗ (1964, Франци);
- Аэронавтика тата космос вӗҫевӗсен тӗнчери комитечӗн «Роза ветров» орденӗ;
- итал Хӗрарӑмсен пӗрлешӗвӗн «Ылтӑн мимози» (1963);
- ВЛКСМ ТК «Комсомолта хастар ӗҫленӗшӗн» палли (1963);
- ВДНХ ылтӑн медалӗ (1963, ҫӗртме, 28);
- СССР ДОСААФ хисеп палли (1963, утӑ, 1);
- «Олимпия» (2003) хӗрарӑмсен ҫитӗнӗвӗсене обществӑлла йышӑну парни;
- «Легенда России» (2004) номинацири «Раҫҫей çынни» наци парни;
- Эдуард Рейнăн Хисеп унки (2007);
- Серафим Саровский преподобныйĕн II степеньлӗ орденӗ (РПЦ; 2007);
- Ефросиния преподобнӑ,Мускав аслӑ княгининй II степеньлӗ орденӗ (РПЦ; 2008);
- I степеньлӗ Мухтав тата Чыс орденӗ (РПЦ; 2012, пуш, 6);
- Анастасия Ятлӑ Аслӑ Асап Тӳснӗ Император орденӗ (2013, утӑ, 12 Раççей император çурчĕ);
- Эдуард Володин ячӗллӗ наци премийĕ (2015);
Хуласен хисеплӗ гражданинӗ
Калуга, Ярославль, Владикавказ, Алагир, Щёлково (Раҫҫей), Караганда, Байконур (1995 ҫулчен — Ленинск, Казахстан, 1977), Гюмри (1990 ҫулчен — Ленинакан, Армени, 1965), Витебск (Белорусси, 1975), Монтрё (Швейцари), Дранси (Франци) Монтгомери (Аслӑ Британи), Полицци-Дженероза (Итали), Дархан (Монголи, 1965), София, Бургас, Петрич, Стара-Загора, Плевен, Варна (Болгари, 1963), Братислава (Словаки, 1963), Ческе-Будевице (Чехи) (1979-2022).
Хисепӗсем
- Терешковӑна «Величайшая женщина XX столетия»Cosmonaut is Woman of the Century» титула панӑ.
Терешкова ятне панӑ:
- Уйӑх ҫинчи кратерае;
- Кӗҫӗн планета (1671) Chaika (вӑл чӗннипе — «Чайка»);
- Оазис Терешковой на берегу Принца Улафа в Антарктиде (координаты:), отмеченный на картте САЭ в 1962 году и названный в 1965 году или выше;
- Тӗрлӗ хулара, ҫав шутра Александровра, Балахньӑра, Балашихра, Витебскра, Владивостокра, Данковра, Рубцовскра, Дзержинскра, Гроднора, Донецкра, Иркутскра, Ишимбайра, Кемеровӑра, Ленкорань хулинче Азербайджан, Клине, Королёве, Кострома урамӗсем, Красноярск, Липецк, Минераллӑ Шывсем, Мытищах, Чулхула, Новосибирск, Ҫӗнӗ Шупашкар, Оренбург, Пенза, Петропавловск-Камчатски, Улан-Удэ, Ульяновск, Ярославль, Новочеркасск, Мари Эл Республикинчи Медведево паҫҫулки, Гумедерс проспекчӗ, Тверьти лапам, Евпаторири ҫыран хӗрри;
- Ярославльти (унта вӑл вӗреннӗ), Ҫӗнӗ Шупашкарти, Карагандӑри тата Есик хулинчи (Алма-Ата облаҫӗ) шкулсем;
- «Космосри» музей (унӑн ялӗнчен инҫех мар), Культурӑпа ҫутӗҫ центрКультурӑпа ҫутӗҫ центрӗ им. В. В. Терешковой в Ярославле. и библиотекаБиблиотека-филиал № 4 им. В. В. Терешковой в Ярославле. в Ярославле;
- Тепловоз ТЭП70БС-052 работающий с экспрессом «Чайка» Ярославль — Рыбинск.
- Терешковӑна чысласа Atomic Heart вӑйӑри ТЕР-А1 робота ят панӑ.
- Kerbal Space Program вӑйӑра пуҫламӑш тӑваттӑри кербонавт-хӗрарӑма Валентина тесе чӗнеҫҫӗ.
Терешкова палӑкӗсене ҫапла палӑртнӑ: Мускаври космонавтсен аллейинче, Алтай крайӗнчи Баев районӗнче, унӑн территоринче Челябинскри ача-пӑча паркӗнче те анса ларнӑ. Терешкова барельеф-портретне космоса парӑнтаракансен паркӗнчи космонавтсен аллейинче вырнаҫтарнӑ. 2021 ҫулхи ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче уҫнӑ Юрий Гагарина. Ярославльти Терешкова ҫуралнӑ тӑрӑхра та палӑк лартма палӑртнӑ. Палӑксенчен пӗрне Львов хулинче вырнаҫтарнӑ, ҫапах та обществӑра ӑна декоммунизацииВо Львов ҫинчен калакан саккун шайӗнче леҫме сӗнеҫҫӗ. Терешкова палӑкне террор музейне ӑсатма сӗннӗ. Ярославль облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ пулнӑ Анатолий Лисицын ӑна Ярославльте вырнаҫтарма сӗнет.
1983 ҫулта В. Терешковойӑн сӑнне ӳкернӗ асӑну укҫине кӑларнӑ. Ҫапла вара Валентина Терешкова пӗртен-пӗр совет гражданинӗ пулса тӑнӑ, унӑн портретне пурӑннӑ чухне совет укҫи ҫине вырнаҫтарнӑ.
Ярославльте ҫулсерен В. В. Терешкова призӗ ҫине хулари ҫӑмӑл атлетика эстафети иртет. Ярославльти ДОСААФ ҫарпа патриотизм воспитанийӗн центрӗ авӑнӑн 21-мӗшӗнче Ярославльте В. В. Терешкова призӗ ҫине йӑлана кӗнӗ ҫӑмӑл атлетика эстафети иртет, ӑна пӗрремӗш хӗрарӑм-космонавт космоса вӗҫнӗренпе 50 ҫул ҫитет.
Валентина Терешковӑна юрӑсене халалланӑ: «Девушка чайкой зовут» (Александр Долуханян кӗвви, Марк Лисянскин сӑввисем, шӑрантараканӗ — Муслим Магомаев), «Валентинаев» (молдаван чӗлхинче, Дмитрий Георгицэ кӗвви, Ефим Кримерман сӑмахӗсем, юрлаканӗ — София Ротару, «. Валентинатвистэ» («.) (поляк чӗлхинче, авторсем: Ян Яниковский тата Влодзимеж Патушиньский, юрлакансем — «Filipinki» вокал ансамблӗ, «"Чайка (Валентина)» (Дмитрий Лазаревпа Татьяна Гуляева кӗвви, Кирилл Савинов сӑввисем, юрлаканӗ — Наталия Иванова).
Ярославльти ««Красный Перекоп» савутӑн стени ҫине барельефпа тата текстпа ««Тӗнчери пӗрремӗш хӗрарӑм-космонавт / Терешкова В. В. / ӗҫленӗ / комбинатра / «Красный Перекоп«с 1955 по 1962 годня» тесе ҫырнӑ хӑма вырнаҫтарнӑ, ҫавӑн пекех «Маттур, Валя!» тесе ҫырнӑ. Сергачев В. Преображение «ржавого поясасаса» // Санкт-Петербургские ведомости. – 2019. – 21 чӳк.
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
Ăнлантарусем
Литература
Николаева-Терешкова В. В. Ҫут тӗнче — уҫӑ океан \ М.: Правда, 1964. — 200 с., 140 000 экз.
Каҫӑсем
Биография в энциклопедии «Космонавтика».
Валентина Терешкова, РАМС президенчӗ
Терешкова: Королёв ыйтнипе ҫак вӑрттӑнлӑха эпӗ пӗр теҫетке ҫул ҫеҫ упраман
Королёв пире пурте космоса вӗҫсе каятпӑр тесе сӑмах пачӗ
Валентина Терешкова. Пуш уйӑхӗн Саккӑрмӗш урамӗ. Валентина Терешкова вӑрҫӑ ачалӑхӗ ҫинчен аса илни.
Профиль Валентина Терешковой на сайте Государственной думы
Байконур хулин хисеплӗ гражданӗсем // Официальный сайт администрации г. Байконур
Валентина Терешковӑпа ««История России в фотографиях» порталти сӑн ӳкерчӗксем
Космос техникин тӗпчевҫи Терешкова вӗҫни ҫинчен мифсене салатса янӑ // РИА, 15 июня 2018
https: //telegra. ph/file/af93cf2de9ad6c407ac. jpg
Валентина Терешкова КиноПоиск сайчӗ ҫинче