Новак Александр Валентинович

Новак Александр Валентинович (ҫур. 1971 ҫулхи ҫурлан 23-мӗшӗ, Авдеевка[d]) — Раҫҫейри патшалӑх тата политика ӗҫченӗ.

2020 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен пуҫласа Раҫҫей Федерацийӗн правительствин председателӗн ҫумӗ (2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 7–13-мӗшӗсенче ҫак тивӗҫе вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан)[1]. 2021 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнчен пуҫласа Ҫурҫӗр Кавказ федераллӑ округӗн кураторӗ[2].

2012 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен пуҫласа 2020 ҫулхи чӳкӗн 10-мӗшӗччен Раҫҫей Федерацийӗн энергетика министрӗ (2018 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 8–18-мӗшӗсенче тата 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 15–21-мӗшӗсенче ҫак тивӗҫе вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан)[3].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Александр Новак 1971 ҫулхи ҫурлан 23-мӗшӗнче Донецк облаҫӗнчи Авдеевка хулинче ҫуралнӑ.

1979 ҫулта ҫемье Норильск хулине куҫса кайнӑ, унта унӑн ашшӗ Надеждинӑри металлурги заводне тунӑ ҫӗрте ӗҫленӗ[4]. Норильскри 23-мӗш шкулта вӗреннӗ[5]. 189 см ҫӳллӗш пулнӑран баскетболла шкулӑн пӗрлешнӗ командишӗн вылянӑ[6].

1993 ҫулта Норильск индустри институтӗнчен(выр.)чăв. вӗренсе тухса «метталургийӑри экономика тата управлени» специальноҫе алла илнӗ. Унсӑр пуҫне 2009 ҫулта М. В. Ломоносов ячӗллӗ Мускав патшалӑх университечӗн патшалӑх администрированийӗн аслӑ шкулӗнчен вӗренсе тухса «менеджмент» специальноҫа алла илнӗ.

1988 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа А. П. Завенягин ячӗллӗ Норильскри сӑрт-ту металлурги комбинатӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Малтан 1-мӗш разрядлӑ аппаратчик-гидрометаллург пулса ӗҫленӗ, кайран стажёр шайӗнче — техник-технолог, ӗҫ техникӗ, экономист. 1993 ҫултанпа экономист тата бухгалтерин финанас начальникӗ вырӑнӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. 1997 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа 1999 ҫулхи чӳк уйӑхӗччен — пай пуҫлӑхӗ, налука планлакан управленийӗн пуҫлӑхӗ.

1999 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ӑна директорӑн экономика енӗпе ӗҫлекен ҫумне — управлени пуҫлӑхне лартнӑ, кайран вара — персонал енӗпе ӗҫлекен директорӗн ҫумне, «Норильская горная компания» УАО управленийӗн (Полярхыҫри уйрӑмӗ) пуҫлӑхӗ пулма лартнӑ.

Ҫакӑн хыҫҫӑн Норильск хула администрацине ӗҫлеме куҫнӑ, 2000 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа вӑл унта Олег Бударгин хула пуҫлӑхӗн финанспа экономика ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗ пулнӑ, кайран — пӗрремӗш ҫумӗ таран ӳснӗ. Ку ӗҫре вӑл 2002 ҫулхи юпа уйӑхӗччен тӑрмашнӑ.

Красноярск край кӗпӗрнаттӑрӗн вырӑнне Александр Хлопонин(выр.)чăв. йышӑннӑ хыҫҫӑн Новак унӑн администраци йышне лекнӗ, 2002 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа 2007 ҫулхи утӑ уйӑхӗччен край кӗпӗрнаттӑрӗн ҫумӗ тата ҫав вӑхӑтрах — Красноярск край администрацийӗн Тӗп финанс управленийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. 2007 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Красноярск край кӗпӗрнаттӑрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулса тӑнӑ, ҫак вырӑна йышӑннӑ май часах край правительствине ертсе пыма пуҫланӑ.

2008 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗнчен пуҫласа 2012 ҫулхи ҫӑвӑн 22-мӗшӗччен — Раҫҫей Федерацийӗн финанс министрӗн ҫумӗ. 2008 ҫулхи юпан 2-мӗшӗнче Раҫҫей Минфин Коллегийӗн пайташӗ пулса тӑнӑ.

2012 ҫулхи ҫӑвӑн 21-мӗшӗнче Дмитрий Медведевӑн пӗрремӗш правительствинче Раҫҫей Федерацийӗн энергетика министрӗ пулса тӑнӑ[7][8][9]. 2018 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче йӗркеленӗ Медведевӑн иккӗмӗш правительствинче тата Михаил Мишустинӑн правительствинче (2020 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен пуҫласа) хӑйӗн вырӑнне сыхласа хӑварнӑ. Министра лартнӑ хыҫҫӑн СНГ Электроэнергетика канашӗн президенчӗ (2012 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа) тата Раҫҫей президенчӗ ҫумӗнчи ТЭК аталанӑвӗн стратегийӗ тата экологи хӑрушсӑрлӑхӗн ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен Комисси членӗ (2012 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа) пулса тӑнӑ.

2015 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче ӑна «Россети» ПАО директорсен канашӗн председательне суйланӑ, ҫав ҫулӑн авӑн уйӑхӗнче — «Транснефть» ПАО директорсен канашӗн председательне[10][11]. Унсӑр пуҫне 2012 ҫултанпа «Росатом» патшалӑх корпорацийӗн (2012 ҫултанпа), «Газпром» ПАО тата «Роснефть» ПАО (2015 ҫултанпа) директорсен канашӗн пайташӗ шутланать.

2015—2018 ҫулсенче — Арктикӑна аталантарас ыйтусемпе ӗҫлекен патшалӑх комиссийӗн председателӗн ҫумӗ. Раҫҫей президенчӗ ҫумӗнчи Раҫҫейӗн экономикине модернизацилес тата инновациллӗ аталанӑвӗ енӗпе ӗҫлекен (2012—2018 ҫулсем), ҫурт-йӗр политикипе тата пурӑнмалли ҫурт-йӗр ҫителӗклӗхне ӳстерессипе ӗҫлекен (2013—2016 ҫулсем) канашсен пайташӗ пулнӑ[4].

2020 ҫулхи чӳкӗн 9-мӗшӗнче Раҫҫей премьер-министрӗ Михаил Мишустин Новак кандидатурине ТЭК ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен вице-премьера вырӑнне лартма сӗннӗ[12][13]. Тепӗр кунхине ӑна ҫак должноҫре ҫирӗплетнӗ.

2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Патшалӑх Думи Александр Новака каллех РФ правительствин председателӗн ҫумӗ пулма ҫирӗплетнӗ[14]. Ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче РФ президенчӗ ӑна ҫак вырӑна йышӑнмалли хушӑва алӑ пуснӑ[15]. Новак ҫак тивӗҫе пурнӑҫлать: ҫӗршывӑн топливӑпа энергетика комплексӗн, экономика блокӗн ӗҫне координацилесси, аталану институчӗсен ӗҫ-хӗлне йӗркелесси:

  • «Управляющая компания Российского Фонда Прямых Инвестиций» акционерлӑ общество,
  • «Федеральная корпорация по развитию малого и среднего предпринимательства» акционерлӑ общество,
  • «Российская венчурная компания» акционерлӑ общество[16].

2025 ҫулхи пушӑн 10-мӗшӗнче РФ президенчӗн хушӑвӗпе ӑна Раҫҫейри тӳрӗ инвестицисен фончӗн (РФПИ) сӑнав канашӗн членӗ пек кӗртнӗ[17].

2025 ҫулхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Раҫҫейӗн инвестици проекчӗсен «Ведомости импульс» премийӗн эксперт канашне ертсе пыма пуҫланӑ[18].

Вице-премьер вырӑнӗнче ӗҫленӗ тапхӑр

2021 ҫулхи раштавӑн 29-мӗшӗнче Александр Новак «Ҫурҫӗр юхӑмӗ — 2»(выр.)чăв. газ пӑрӑхӗн сертификацине чи кайри 2022 ҫулӑн пӗрремӗш ҫурҫулӗ вӗҫлениччен вӗҫлеме палӑртни ҫинчен пӗлтернӗ. «Эпӗ пӗлекен сертификаци вӑхӑтӗнчи графиксенчен вӑл шӑпах пӗрремӗш ҫурҫул хушшинче вӗҫленмелле те ӗнтӗ. Пӗрремӗш ҫурҫулӑн вӗҫӗ вӑл — чи кайри срок», — тесе пӗлтернӗ вӑл РБК-па панӑ интервьюра. Европӑри ӗҫтешсем ку ӗҫ кӑсӑклӑ пулсан газ пӑрӑхӗн сертификацине хӑвӑртрах та ирттерме пулать, ҫапла май топливӑна чылай маларах юхтарма май пуррине палӑртнӑ Новак[19]. Ҫавӑн пекех вице-премьер Украина «Ҫурҫӗр юхӑмӗ — 2» проекта пурнӑҫа кӗртессине чарайманни пирки пӗлтернӗ. «Ҫак проекта пурнӑҫлама чӑрмантарма май ҫук тесе шутлатпӑр», — тенӗ Новак. Вӑл каланӑ тӑрӑх, «хирӗҫ нумай ӗҫ туса ирттернӗ, апла пулин те караван хӑй ҫулӗпе пырать»[20].

Ҫемйи

  • Ашшӗ: Валентин Яковлевич Новак,
  • Амӑшӗ — Зоя Николаевна Новак.
  • Авланнӑ, мӑшӑрӗ — Лариса Новак.
  • Икӗ хӗр ҫитӗнтереҫҫӗ[5].

Чин класӗ

  • Раҫҫей Федерацийӗн 3-мӗш класлӑ чӑн патшалӑх канашҫи (2009 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗ)[21].

Хисепӗсем

  • Раҫҫей Федераци Правительствин Хисеп хучӗ (2009 ҫул);
  • Хисеп орденӗ (2010 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗ) — ӗҫри ҫитӗнӳсемшӗн тата нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн[22];
  • Раҫҫей Федераци Президенчӗн Тав хучӗ (2013 ҫул);
  • «Сочире иртнӗ 2014 ҫулхи XXII Хӗллехи олимп вӑййисем тата XI Хӗллехи паралимп вӑййисем» астӑвӑм медалӗ (2014 ҫул);
  • Раҫҫей Федераци Президенчӗн Хисеп хучӗ (2014 ҫул);
  • Туслӑх орденӗ (2014 ҫул);
  • IV степеньлӗ «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден (2016 ҫул);
  • «Тивӗҫе пурнӑҫланишӗн» орден (Крым Республики, 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗ) — Крым Республикин потребителӗсене электроэнергипе тивӗҫтерес ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, пысӑк профессионализм кӑтартнӑшӑн тата «Краснодар крайӗ — Крым» энергокӗпер объекчӗсене хута янишӗн[23];
  • I степеньлӗ Столыпин П. А. медалӗ (2018 ҫул);
  • Александр Невский орденӗ (2019 ҫул);
  • Норильск хулин хисеплӗ гражданинӗ (2013 ҫул);
  • Урӑх ведомствӑсен наградисем.

Тупӑшӗ

2011 ҫулхи декларациленӗ тупӑшӗ 11 млн та 800 пин тенкӗпе танлашнӑ, мӑшӑрӗн тупӑшӗ — 2 млн та 800 пин тенкӗ[5].

2019 ҫулшӑн декларациленӗ тупӑшӗ 27 млн та 48 пин тенкӗпе танлашнӑ. Мӑшӑрӑн тупӑшӗ — 1 млн та 7 пин тенкӗ[4].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Правительство России переходит в статус и.о. до назначения нового состава (выр.). TACC. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 7-мӗшӗ.
  2. ^ Михаил Мишустин назначил вице-премьеров кураторами федеральных округов. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи утӑн 19-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи утӑн 19-мӗшӗ.
  3. ^ Правительство РФ подало в отставку. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2, 3 Алексей Дружинин. Биография Александра Новака. Его кандидатура 9 ноября 2020 года внесена в Госдуму для назначения на пост вице-премьера РФ. ТАСС (9 чӳкӗн 2020). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи утӑн 19-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи акан 13-мӗшӗ.
  5. ^ 1, 2, 3 Новак, Александр (выр.) (HTML). Лентапедия. Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗ.
  6. ^ Александр Борисов. Энергетический руководитель // Санкт-Петербургские ведомости : газета. — 2020. — 20 чӳкӗн (№ 212).
  7. ^ Указ Президента Российской Федерации от 21.05.2012 г. № 664 «О Министре энергетики Российской Федерации». Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗ.
  8. ^ Указ Президента Российской Федерации от 18.05.2018 г. № 250 «О Министре энергетики Российской Федерации». Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗ.
  9. ^ Указ Президента Российской Федерации от 21.01.2020 г. № 51 «О Министре энергетики Российской Федерации». Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗ.
  10. ^ Александр Новак вновь возглавил Совет директоров «Россетей». Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи акан 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи акан 13-мӗшӗ.
  11. ^ Новак вновь возглавил совет директоров «Транснефти». Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи акан 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи акан 13-мӗшӗ.
  12. ^ Мишустин предложил Госдуме назначить Новака вице-премьером (выр.). РИА Новости. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи чӳкӗн 9-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи чӳкӗн 9-мӗшӗ.
  13. ^ Указ Президента РФ «О внесении изменения в Указ Президента Российской Федерации от 21 января 2020 г. № 21 „О структуре федеральных органов исполнительной власти“». Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи чӳкӗн 10-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи чӳкӗн 10-мӗшӗ.
  14. ^ Госдума утвердила Новака заместителем председателя правительства. РИА Новости (14 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ.
  15. ^ Президент подписал указы о назначении членов Правительства Российской Федерации и директоров служб. kremlin.ru (14 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ.
  16. ^ Михаил Мишустин утвердил распределение обязанностей между вице-премьерами. government.ru (17 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 17-мӗшӗ.
  17. ^ Новак включен в набсовет РФПИ, Белоусов и экс-глава ВЭБа Дмитриев вышли из него (2025-03-10). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи пушӑн 10-мӗшӗ.
  18. ^ Новак возглавил экспертный совет премии "Ведомости импульс" (2025-10-01). 2025 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи юпан 1-мӗшӗ.
  19. ^ Новак: сертификацию «Северного потока — 2» завершат до конца первого полугодия 2022 года (выр.). RT на русском. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи раштавӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи раштавӑн 29-мӗшӗ.
  20. ^ Новак: проект «Северный поток — 2» невозможно сорвать (выр.). RT на русском. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи раштавӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи раштавӑн 29-мӗшӗ.
  21. ^ Указ Президента Российской Федерации от 26.12.2009 г. № 1479 «О присвоении классных чинов государственной гражданской службы Российской Федерации федеральным государственным гражданским служащим». Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗ.
  22. ^ Указ Президента Российской Федерации от 27.12.2010 г. № 1615 «О награждении государственными наградами Российской Федерации». Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗ.
  23. ^ Постановление Президиума ГС РК от 17 января 2017 года № п357-1/17. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи юпан 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи юпан 25-мӗшӗ.

Каҫӑсем

Темӑпа ҫыхӑннисем