Любимова Ольга Борисовна

Любимова Ольга Борисовна (ҫур. 1980 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗ, Мускав) — Раҫҫейӗн патшалӑх ӗҫченӗ, журналист тата театровед. 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗнчен Раҫҫей Федерацийӗн культура министрӗ[1].

2024 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн президенчӗ 27.12.2024 алӑ пуснӑ 1120 №-лӗ «Историллӗ ҫутӗҫ енӗпе ӗҫлекен ведомствӑсен комиссийӗн ыйтӑвӗсем» хушупа килӗшӳллӗн ӑна Историллӗ ҫутӗҫ енӗпе ӗҫлекен ведомствӑсен комиссийӗн Президиум йышне кӗртнӗ[2].

Кун-ҫулӗ

Ольга Любимова 1980 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗнче Мускавра ҫуралнӑ. Мускаври 1234-мӗш акӑлчан чӗлхине тарӑннӑн тӗпчекен пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта пӗлӳ илнӗ[3]; 5-мӗш класран пуҫласа 7-мӗшччен Сӑваплӑ Нестор Летописец ячӗллӗ историпе филологи православи гимназинче вӗреннӗ[4].

МПУ журналистика факультетӗнче вӗреннӗ, каярахпа Любимова ГИТИСӑн театр пӗлӗвӗн факультетне (РАТИ) вӗренсе пӗтерсе «театр тӗпчевҫи» специальноҫа алла илнӗ.

МПУ журналистика факультетӗнче вӗреннӗ тапхӑрта РЕН ТВ, ТВ Центр телеканалсенче, «Наше радио» тата «Радио Рокс» радиостанцисенче практикӑра пулнӑ[3].

2000 ҫулта — «Европа Плюс» радиостанци корреспонденчӗ[3].

2001 ҫултанпа Любимова телекуравра ӗҫленӗ. Чи малтанах — ТВЦ канал ҫинче тухнӑ Вырӑс православи чиркӗвӗн Информаци агентствин кӑларакан «Ортодокс» программӑн корреспонденчӗ.

2001 ҫултан пуҫласа 2009 ҫулччен (пӗр хушӑ ӗҫлемесӗр) Любимова «Виҫҫӗмӗш канал» ҫинче ӗҫленӗ. Малтан (2003 ҫулччен) «Глеб Пьяныхпа эрнене пӗтӗмлетни», «Тӗп тема», «Ыйту хакӗ», «Дольче Вита», «Пётр Толстойпа пӗтӗмлетӳ туни» программӑсен корреспонденчӗ пулнӑ[4]. Ун хыҫҫӑн «Регион» (2003—2004) тата «Вырӑс куҫӗпе» (2003—2004, 2006—2009) программӑсен шеф-редакторӗ шутланнӑ.

2005 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа 2009 ҫулхи утӑ уйӑхӗччен Любимова «Столица» телеканал ҫинче «Горожанка» ток-шоу, «Мускав-2009», «Хула тата ҫынсем» программӑсем ертсе пынӑ.

2010 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа 2011 ҫулччен Любимова — «Культура» телеканалти «Контекст» пӗтӗмлетӳллӗ информаципе аналитика программӑн ертӳҫи[5].

2011—2012 ҫулсенче — «ТВ-3» телеканал» ТМЯП-ӑн программа департаменчӗн документлӑ кинон аслӑ продюсерӗ[6].

Ҫав вӑхӑтрах Любимова Вырӑс православи чиркӗвӗн Информаци агентствинче ӗҫлеме пӑрахман, тӗрлӗ вӑхӑтра унта «Православи календарьӗ» (РТР), «Вырӑс куҫӗпе» («Виҫҫӗмӗш каналпа» пӗрле) передачӑсен шеф-редакторӗ пулнӑ, «Спас» телеканал валли программӑсем хатӗрлеме хутшӑннӑ («Татьяна кунӗ те», «Фома», «Семинарстсем»), Ҫӑлаканӑн Христос храмӗнчен турра кӗлтунин тата Иерусалимри Пархатарлӑ вут-ҫулӑма тӗлпулнин тӳрӗ трансляцийӗсене йӗркеленӗ[4].

80 ытла документлӑ фильм, ҫав шутра «Россия-1», «Культура», «Пӗрремӗш канал» телеканалсем валли ӳкернӗ фильмсене хатӗрлеме пулӑшнӑ. Вӑл «Патриарх ҫулӗ» (2009), «Ют ҫӗр» (2013), «Вӑрҫӑ тата халапсем» (2014), «Никита Михалков» (2015, ытти авторсемпе пӗрле) тата ытти документлӑ фильмсен сценари авторӗ[7].

Любимова «Русский взгляд» (унта вӑл культура пайӗн заведующийӗ те шутланнӑ), «Афиша»[8][9], «Esquire»[3] журналсенче пичетленнӗ.

2015 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Любимова Культура министерствин кинематографи департаменчӗн ертӳҫӗ канашҫи пулса тӑнӑ (вылявлӑ мар тата анимаци фильмӗсен патшалӑх пулӑшӑвӗн пайӗнче)[10]. Маларах ун пек ӗҫ вырӑнӗ пулман[11].

2016 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа 2018 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗччен — «Пӗрремӗш канал» акционерлӑ обществӑн социаллӑ тата публицистика программисен дирекци директорӗн ҫумӗ[12].

2018 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗнчен пуҫласа 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗччен — Раҫҫей Федерацийӗн Культура министерствин кинематографи департаменчӗн ертӳҫи[13].

Любимова Тӑван ҫӗршывӑн кинематографине социаллӑ тата экономика енчен пулӑшакан федераци фончӗн (Кино фончӗ) попечительсен канашӗн председатель ҫумӗ, Соловец архипелагне упраса хӑварас тата аталантарас енӗпе ӗҫлекен Фондӑн попечительсен канашӗн пайташӗ. Вӑл «Ленфильм» АО директорсен канашӗн пайташӗ те пулнӑ[1].

РФ президенчӗн тав сӑмахне (2019) тивӗҫнӗ[1].

Культура министрӗ

2020 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗнчен пуҫласа — Раҫҫей Федерацийӗн культура министрӗ[14].

2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Патшалӑх Думи ӑна Раҫҫей Федерацийӗн культура министрӗн должноҫӗнче тепӗр хут ҫирӗплетнӗ[15], ҫак кунах РФ президенчӗ ӑна ҫак вырӑна йышӑнмалли хушӑва алӑ пуснӑ[16].

Ҫемье

  • Аслашшӗ — Любимов Николай Михайлович (1912—1992), совет саманин тӑлмачӗ, мемуарсен авторӗ.
  • Ашшӗ — Любимов Борис Николаевич (1947 ҫур.), совет саманин тата Раҫҫейӗн театр тӗпчевҫи тата педагогӗ, театр критикӗ, ӳнер пӗлӗвӗн кандидачӗ, РСФСР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ, профессор, М. С. Щепкин ячӗллӗ аслӑ театр училищин ректорӗ, Раҫҫей патшалӑх академиллӗ Кӗҫӗн театрӗн илемлӗх ертӳҫин ҫумӗ, ГИТИСӑн Раҫҫей театрӗн истори кафедрин ертӳҫи[17].
  • Амӑшӗ — Шверубович Мария Вадимовна (1949—2018)[18] — актриса тата театр тӗпчевҫи.
  • Тӑван куккӑшӗ — Алексей Бартошевич (1965 ҫ.ҫ.), Шекспира тӗпчекен, театр тӗпчевҫи.
  • Ольгӑн аслашшӗ енчен пыракан тӑванӗсем — Вологда кӗпӗрнаттӑрӗ Кормилицын Михаил Николаевич (мӑн аслашшӗ) тата Рязань кӗпӗрнаттӑрӗ Болдарев Николай Аркадьевич (мӑн аслашшӗн ашшӗ) тата I Екатерина императрицӑн йӑмӑкне качча илнӗ пӗрремӗш граф Гендриков. Амӑшӗ енчен тӑванӗсем: вӑл Вадим Васильевич Шверубович театр ӗҫченӗн мӑнукӗ тата Василий Иванович Качаловпа Нина Николаевна Литовцева актёрсен мӑн мӑнукӗ.
  • 2006 ҫулта качча тухнӑ, мӑшӑрӗ — Баранов Евгений Александрович (1970, юпа, 28), журналист тата «Пӗрремӗш канал» комментаторӗ. Мускав хулинчи 324-мӗш вӑтам шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ. Раҫҫей патшалӑх гуманитари университетӗнче (РГГУ) «истори тата архив пӗлӗвӗ» специальноҫпе (1987–1993) аслӑ пӗлӳ илнӗ[19]. 2013 ҫулхи пушӑн 17-мӗшӗнче Барановӑн Аслӑ типӗ пирки репортаж тухнӑ, унта мӑшӑрӗ тунӑ комментари те кӗнӗ[20].
  • ачисем — Никита ывӑлӗпе Варвара хӗрача пур[7].

Санкцисем

2022 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗнче, Украинӑра ҫар ӗҫӗсем пынӑ май, Любимовӑна Европӗрлӗхӗн санкци списокне кӗртнӗ, 2023 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗнче вӑл АПШ санкци списокне лекнӗ[21]. Ҫавӑн пекех Аслӑ Британи, Швейцари, Австрали тата Ҫӗнӗ Зеланди патшалӑхсен санкци списокӗсене кӗрет.

Фильмографи

Сценарисен авторӗ:

  • «Патриарх ҫулӗ» (2009);
  • «Аслӑ Мӑнкун» (2011);
  • «Столыпин. Раҫҫее персе тивӗртни. XX ӗмӗр» (2012);
  • «Изборск. Вӑхӑт тӑрӑх ҫул ҫӳрени» (2012);
  • «Ют ҫӗр» (2013);
  • «Тинӗсри пирӗштисем» (2013)[22];
  • «Хамӑр ҫӗр» (2014)[23];
  • «Таса кӑмӑллӑ Сергий Радонежский» (2014);
  • «Вӑрҫӑ тата халапсем» (2014);
  • «Ялав. Ӑруран ӑрӑва куҫнин палли» (2014)[24];
  • «Никита Михалков» (2015) — ытти авторпа пӗрле.

Наградӑсем

  • 2022 ҫулта Вырӑс православи чиркӗвне пулӑшу кирлине туйнӑшӑн ӑна II степеньлӗ Сӑваплӑ ырӑ кӑмӑллӑ Александр Невский аслӑ кнеҫ орденӗпе наградӑланӑ[25].
  • Кӑнтӑр Осетин Туслӑх орденӗ (2024)[26].
  • II степеньлӗ Преподобнӑй Евфросиния, Мускавӑн аслӑ княгинин орденӗ (2024 ҫулхи юпан 26-мӗшӗ, РПЦ) — Новодевичи ставропигиальн хӗрарӑмсен мӑнастирне ҫӗнетсе юсас ӗҫре пулӑшнӑшӑн тата хутшӑннӑшӑн[27];
  • Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин Хисеп хучӗ (2024 ҫулхи чӳкӗн 19-мӗшӗ) — Санкт-Петербургри X тӗнче шайенчи пӗрлештернӗ культурӑсен форумне хатӗрлесе ирттерме пысӑк тӳпе хывнӑшӑн[28].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3 Любимова, Ольга Борисовна. Министр культуры РФ. ТАСС (2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӗртмен 8-мӗшӗ.
  2. ^ Указ Президента Российской Федерации от 27.12.2024 № 1120 ∙ Официальное опубликование правовых актов (выр.). publication.pravo.gov.ru (27 раштавӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2, 3, 4 3 канал - Телеведущие и журналисты. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2008 ҫулхи нарӑсӑн 22-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2, 3 Ольга Любимова: Жизнь и смерть православного ТВ. www.pravmir.ru. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 26-мӗшӗ.
  5. ^ Премьера. "Контекст". Культура (19 раштавӑн 2010).
  6. ^ Любимова Ольга Борисовна. Министерство культуры РФ (22 кӑрлачӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗ.
  7. ^ 1, 2 Биография нового министра культуры Ольги Любимовой. ТАСС. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи пушӑн 20-мӗшӗ.
  8. ^ Ответы. Федор Хитрук, режиссер. Афиша (11 акан 2005). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи нарӑсӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи акан 10-мӗшӗ.
  9. ^ Хитрук! Спасибо, что живой. Православный мир (5 раштавӑн 2012). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи нарӑсӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи акан 10-мӗшӗ.
  10. ^ Ольга Любимова назначена и. о. руководителя департамента кинематографии Минкультуры. ТАСС. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи нарӑсӑн 15-мӗшӗ.
  11. ^ Предъявите ваши документы. Все сложно: итоги круглого стола о господдержке неигровых картин в 2014 году. Независимая газета (25 чӳкӗн 2015). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи нарӑсӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи акан 10-мӗшӗ.
  12. ^ В рамках 39-го ММКФ пройдёт IX питчинг дебютантов. Мир фестивалей (7 ҫӗртмен 2017). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи нарӑсӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи акан 10-мӗшӗ.
  13. ^ Назначен новый руководитель департамента кинематографии Минкульта // Профисинема. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи юпан 1-мӗшӗ.
  14. ^ Назначен новый министр культуры РФ. Российская Газета (21 кӑрлачӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 29-мӗшӗ.
  15. ^ Госдума утвердила Любимову на пост главы Минкультуры. РИА "Новости" (14 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ.
  16. ^ Президент подписал указы о назначении членов Правительства Российской Федерации и директоров служб. kremlin.ru (14 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ.
  17. ^ Департамент кино Минкультуры возглавила автор православных фильмов // РБК. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи пушӑн 29-мӗшӗ.
  18. ^ Актриса «Современника» Мария Шверубович умерла на 69-м году жизни. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗ.
  19. ^ "Человек Михалкова" из театральной династии? Кто сменил Мединского в Минкульте. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗ.
  20. ^ Начинается Великий пост — время, за которое нужно быть благодарным. Первый канал (17 пушӑн 2013). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи нарӑсӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи акан 10-мӗшӗ.
  21. ^ The United States Takes Sweeping Actions on the One Year Anniversary of Russia's War Against Ukraine - United States Department of State. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗ.
  22. ^ Ангелы с моря. Россия-1. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи нарӑсӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи нарӑсӑн 25-мӗшӗ.
  23. ^ В Бурятию приехала съемочная группа Никиты Михалкова. Информ Полис. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи нарӑсӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗ.
  24. ^ Д/ф «Флаг. Символ преемственности». История.РФ. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи нарӑсӑн 8-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2020 ҫулхи авӑнӑн 19-мӗшӗ.
  25. ^ В Неделю сыропустную Предстоятель Русской Церкви совершил Литургию в Храме Христа Спасителя. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи пушӑн 7-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи пушӑн 7-мӗшӗ.
  26. ^ Любимову наградили орденом Дружбы Южной Осетии (2024-09-13). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи авӑнӑн 13-мӗшӗ.
  27. ^ Чернышенко и Любимову наградили за помощь в реставрации Новодевичьей обители (выр.). ТАСС. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 30-мӗшӗ.
  28. ^ Распоряжение Правительства Российской Федерации от 19 ноября 2024 года № 3334-р «О поощрении Правительством Российской Федерации». Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2024 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗ.

Темӑпа ҫыхӑннисем