Чурикова Инна Михайловна

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Инна Чурикова
Фото
Çуралнă чухнехи ят: Инна Михайловна Чурикова
Çуралнă вăхăт: 1943, юпа, 5
Çуралнă вырăн: Пелепей, Пушкăрт АССР, РСФСР, ССРП
Вилнĕ вăхăт: 2023, кӑрлач, 14
Вилнĕ вырăн: Мускав, РФ
Професси: совет/раççей кино/театр актриси
Карьера: 1959—2022

Инна Михайловна Чурикова (5.10.1943, Пелепей — 14.1.2023, Мускав) — совет кино актриса. ССРП халăх артисчĕ (1991). Раççей Федерацин патшалăх премин (1997), Васильев тăвансен яч. РСФСР патшалăх премин (1986) тата Ленин комсомолĕн премин (1976) лауреачĕ. «Тăван Çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕх» орденĕн тулли кавалерĕ.

Биографи

1943 çулхи юпан 5-мĕшĕнче амăшĕ эвакуацире пулнă май, Пелепей хулара (Пушкăрт АССР, РСФСР) çуралнă.

Пайăр пурнăçĕ

  • Ашшĕ — Михаил Кузьмич Чуриков, агроном-селекционер, К. А. Тимирязев яч. МЯХА-нче ĕçленĕ, совет-финн тата Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннăскер. Алма-Атара вилнĕ.
  • Амăшĕ — Елизавета Захаровна Мантрова (1917—2012), агрохимик, ялхуçалăх ăслăхĕсен тухтăрĕ (1967), профессор (1972), МПУ Ботаника садĕнче ĕçленĕ
  • Упăшки — Глеб Панфилов (1934 çур.), кинорежиссёр тата сценарист, РСФСР халăх артисчĕ (1984).
  • Ывăлĕ — Иван Панфилов (1978 çур.), тĕнчери юрист, продюсер.

Фильмографи

  1. 1964 — Шартлама
  2. 1965 — Тридцать три
  3. 1970 — Начало — Паша Строганова
  4. 1979 — Тема
  5. 1981 — Валентина
  6. 1982 — Васса
  7. 1983 — Военно-полевой роман
  8. 1986 — Курьер
  9. 1990 — Ребро Адама

Каҫӑсем