Садовничий Виктор Антонович

Ви́ктор Анто́нович Садо́вничий (ҫур. 1939 ҫулхи акан 3-мӗшӗ, Краснопавловка[d], Харьков облаҫӗ[d]) — совет саманин тата Раҫҫейӗн математикӗ, Раҫҫейри аслӑ пӗлӳ тытӑмӗн паллӑ ӗҫченӗ. Профессор. Физика-математика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ. Раҫҫей Ӑслӑлӑх академийӗн (РӐА) академикӗ (1997)[1].

М. В. Ломоносов ячӗллӗ Мускаври патшалӑх университечӗн ректорӗ (1992 ҫултанпа). Раҫҫей ректорӗсен пӗрлӗхӗн президенчӗ (1994 ҫултанпа)[2].

СССР Патшалӑх премийӗн (1989), Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх премийӗн (2002, 2025) лауреачӗ. Мускав хулин хисеплӗ гражданинӗ (2008). «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ. Раҫҫей Федерацийӗн Ӗҫ Паттӑрӗ (2024)[3].

Пурнӑҫӗ

1939 ҫулхи акан 3-мӗшӗнче Харьков облаҫӗнчи Краснопавловка ялӗнче рабочи ҫемйинче ҫуралнӑ[4].

Ялти шкулне вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт Горловка хулинчи шахтӑра ӗҫленӗ. Каярахпа каҫхи шкулта вӗреннӗ. 1958 ҫулта Мускаври патшалӑх университечӗн механикӑпа математика факультетне вӗренме кӗнӗ. 1963 ҫулта унта хӗрлӗ дипломпа вӗренсе пӗтернӗ[5]. 1966 ҫулта аспирантурӑна пӗтернӗ.

1967 ҫулхи пушӑн 17-мӗшӗнче кандидат диссертацине хӳтӗленӗ. 1974 ҫулта вара физикӑпа математика ӑслӑлӑхӗсен докторӗн диссертацине хӳтӗленӗ. 1975 ҫултанпа — МПУ профессорӗ. 1982 ҫултанпа математика анализӗн кафедрине ертсе пырать.

1992 ҫулта ӑна Мускаври патшалӑх университечӗн ректорне суйланӑ[6]. Вӑл ҫак вырӑнта паянхи кунчченех ӗҫлет. 2024 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗнче Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин унӑн ректор полномочисене тата пиллӗк ҫула тӑснӑ[7].

Садовничий ертсе пынипе 70 ытла кандидат тата 20 яхӑн доктор диссертацине хӳтӗленӗ. Унӑн ӑслӑлӑх ӗҫӗсем тӗпрен илсен математика анализӗпе, дифференциаллӑ танлӑхсемпе тата космос тӗпчевӗсемпе ҫыхӑннӑ. 2026 ҫулта космос тӗпчевӗсене йӗркелес ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн Д. Е. Охоцимский ячӗллӗ медале тивӗҫнӗ[8].

Хисепӗсем

  • Раҫҫей Федерацийӗн Ӗҫ Паттӑрӗ (2024 ҫул) — ӑслӑлӑх тата пӗлӳ парас ӗҫри пысӑк ҫитӗнӳсемшӗн[9].
  • «Тӑван Ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденӑн тулли кавалерӗ (I, II, III тата IV степеньсем).
  • СССР Патшалӑх премийӗ (1989 ҫул).
  • Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх премийӗ (2002, 2025 ҫулсем).

Ҫемйи

  • Арӑмӗ (1963 ҫулхи ҫӗртмеренпе) — Ада Петровна (хӗр чухнехи хушамачӗ Сапрыкина; 1939 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗнче ҫуралнӑ), унпа пӗр курсра вӗреннӗскер[10][11].
  • Ачисем — МГУ преподавателӗсем — Юрий (1965 ҫулта ҫуралнӑ)[12], Анна (1974 ҫулта ҫуралнӑ), Инна (1976 ҫулта ҫуралнӑ). Тӑватӑ мӑнук пур.

Шухӑш-кӑмӑлӗ

2013 ҫулта университет Вырӑс православи чиркӗвӗпе тачӑ ҫыхӑну тытса ӗҫлессине ырланӑ — сӑмахран, вӑл пулӑшнипе МГУ ҫумӗнчи Татиана асапҫӑ храмне уҫнӑ тата ӑна ҫӗнетсе юсаҫҫӗ[13].

РФ Ҫутӗҫ министерстви Раҫҫее 2002 ҫултанпа Болонья деклараципе пӗрлештерес ӗҫе пуҫлама йышӑннине тиркенӗ, ҫав деклараци тӑрӑх, хамӑр ҫӗршывӑн аслӑ пӗлӳ стандарчӗсене Европа стандарчӗсемпе пӗр пек тумалла пулнӑ. Сӑмахран, ку пӗр шайри аслӑ пӗлӳ вырӑнне икӗ шайлине — бакалавриат тата магистратура — кӗртмелле пулнӑ, ҫавӑн пекех аспирантурӑна докторантурӑпа улӑштармалла пулнӑ. Садовничий министерствӑна Раҫҫей Болонья процессне кӗрес ыйту патне тӗплӗнрех шухӑшлама чӗнсе каланӑ. Вӑл чиновниксене улшӑнусене пуриншӗн те обязательнӑй тӑвас принципран пӑрӑнма, аслӑ вӗренӳ шкулӗсене (ВУЗсене) ку ыйтӑва хӑйсем тӗллӗн татса пама ирӗк пама сӗннӗ[14].

Пӗрлехи патшалӑх экзаменне (ППЭ) кӗртессине пӗрре мар хирӗҫ тухса калаҫнӑ. Ҫӗнӗ экзамен нимӗнле те университета кӗмелли форма пулма пултараймасть, мӗншӗн тесен ун ӑшӗнче ӑнсӑртлӑх питӗ пысӑк вырӑн йышӑнать тесе пӗлтернӗ Садовничий. Ректор МГУ-ра абитуриентсене ППЭ кӑтартӑвӗсемпе йышӑнма юраманнине уйрӑмах хистесе палӑртнӑ. Анчах та 2008 ҫулхи кӑрлачра Садовничий МГУ ППЭ кӑтартӑвӗсене пӗрех шута илесси ҫинчен, унӑн кӑтартӑвӗсене абитуриентсем кӗмелли экзаменсенче пухнӑ баллсемпе хушасси ҫинчен пӗлтернӗ[14].

Садовничий космоса МГУ аталанӑвӗн тӗп енӗсенчен пӗри пек пӑхать. Вӑл студентсен вӑйӗпе хӑйсен спутникӗсене туса ӑслӑлӑхпа вӗрентӳ ӗҫне пӗрлештерме кирли ҫинчен калать, кун пек проектсене вара «практика лабораторийӗ» тесе хаклать. Кунсӑр пуҫне, ректор Раҫҫейӗн хӑйсен уйрӑм космос платформине йӗркелесси пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртать[15][16].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Садовничий В.А. - Общая информация. www.ras.ru. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫурлан 1-мӗшӗ.
  2. ^ Садовничий Виктор Антонович , Wayback Machine çинчи 2014 ҫулхи чӳкӗн 8-мӗшӗнчи копийӗ на официальном сайте Российского Союза ректоров
  3. ^ Путин присвоил звание Героя труда ректору МГУ Садовничему (2024-04-03). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи акан 3-мӗшӗ.
  4. ^ Академик Садовничий Виктор Антонович(паллӑ мар). Российская академия наук. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫурлан 16-мӗшӗ.
  5. ^ Садовничий, Виктор Антонович. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи ҫурлан 16-мӗшӗ.
  6. ^ Садовничий Виктор Антонович — ректор Московского государственного университета имени М. В. Ломоносова. msu.ru. Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи акан 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи акан 25-мӗшӗ.
  7. ^ Путин продлил полномочия ректора МГУ Садовничего до 90-летнего юбилея. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
  8. ^ Садовничего удостоили медали имени Охоцимского за вклад в космические исследования. ТАСС (4 пушӑн 2026). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.
  9. ^ Ректору МГУ В.А. Садовничему присвоено звание Героя Труда. law.msu.ru (3 акан 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 13-мӗшӗ.
  10. ^ Ванденко А. Мы — круче! (интервью Садовничего журналу «Итоги»). Итоги, № 3(293). itogi.ru (2 кӑрлачӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи акан 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗ.
  11. ^ Балабас Е. Управленец с математической логикой (выр.). Московский комсомолец, 2014, № 2(132). Московский комсомолец (10 кӑрлачӑн 2014). Архивланӑ 2014 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗ.
  12. ^ Садовничий Юрий Викторович , Wayback Machine çинчи 2017 ҫулхи ҫурлан 2-мӗшӗнчи копийӗ на сайте «Летопись Московского университета»
  13. ^ У нас, академического сообщества, общие с Церковью задачи. interfax-religion.ru (9 акан 2009). Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи акан 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗ.
  14. ^ 1, 2 Садовничий, Виктор. 2017 ҫулхи ҫӑвӑн 12-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2018 ҫулхи нарӑсӑн 19-мӗшӗ.
  15. ^ Виктор Садовничий: «Космос — одно из главных направлений развития МГУ». Российская академия наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 13-мӗшӗ.
  16. ^ От Ломоносова до «Ломоносова»: космическая наука в МГУ. Scientific Russia. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 13-мӗшӗ.

Вуламалли

Темӑпа ҫыхӑннисем