Пӗрлехи патшалӑх экзаменӗ

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал

Пӗрлехи патшалӑх экзаменӗ (ППЭ) — Раҫҫей Федерацийӗнче вӑтам вӗренӳ заведенийӗсенче — шкулсенче, лицейсемпе гимназисенче — централизациленӗ майпа ирттерекен экзамен, пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан вӗрентӳ программисемпе ГИА ирттермелли форма[1]. Пӗр вӑхӑтрах шкултан вӗренсе тухмалли экзамен пек те ВУЗсене кӗмелли экзамен пек те пулать. 2013 ҫулччен ҫавӑн пекех ССУЗсене кӗмелли экзамен пек те пулнӑ, анчах вӗренӳ ҫинчен калакан ҫӗнӗ саккунпа килӗшӳллӗн вӗсене пӑрахӑҫланӑ. Экзамен ирттернӗ чухне Раҫҫейӗн пӗтӗм лаптӑкӗнче пӗрешкел заданисемпе тата ӗҫе пурнӑҫланин пахалӑхне хакламалли пӗрлехи меслетсемпе усӑ кураҫҫӗ. 2009 ҫултанпа ППЭ шкултан вӗренсе тухнӑ чухнехи экзаменсен пӗртен-пӗр форми тата ВУЗсене кӗмелли экзаменсен тӗп форми шутланать, ҫав вӑхӑтрах малашнехи ҫулсенче ППЭ тепӗр хут тытма май пур. ППЭ вырӑс чӗлхипе, математикӑпа, ют чӗлхесемпе (акӑлчан, нимӗҫ, француз, испан, китай), физикӑпа, химипе, биологипе, географипе, литературӑпа, историпе, обществознанипе, информатикӑпа тытаҫҫӗ[2][3][4].

2015 ҫулта математикӑпа тытакан экзамена базӑллӑ тата профильлӗ шай ҫине пайланӑ[5]. База шайӗнчи экзамена аслӑ вӗренӳ заведенийӗсене вӗренме кӗме шутламан выпускниксем алла аттестат илме е вуза кӗнӗ чухне «Математика» предмет тӗрӗслев шутӗнче ҫук пулсан тытаҫҫӗ. Профиль шайӗнчи экзамена малалла ВУЗсенче, вӗсен тӗрӗслевӗнчен «Математика» предмет пур пулсан, вӗренме шутлакан выпускниксем тытаҫҫӗ.

2016 ҫулхи кӗркунне Амур ҫинчи Комсомольскинчи шкул ачисем Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнчи сӑнав майӗпе китай чӗлхипе ППЭ тытнӑ. 2019 ҫултанпа китай чӗлхине Раҫҫей Федерацинче ППЭ йышне кӗртнӗ[6].

2024 ҫулхи ҫӗртмен 6-мӗшӗнче ЛДПР, КПРФ тата СРЗП фракцийӗсенчи депутатсем Думӑна ППЭ пӑрахӑҫласа йӑлана кӗнӗ патшалӑх экзаменсем ҫине куҫмалли ҫинчен калакан саккун проектне кӗртнӗ[7].

ЕГЭ Выбор будущего!.jpg
Экзаменӑн А тата В блоксем ҫине хуравламалли 2009 ҫулхи ППЭ бланкӗ

ППЭ ҫинчен кӗскен

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пӗрремӗш хут ППЭ усӑ курма пуҫлассине 2001 ҫулта эксперимент шайӗнче Чӑваш, Мари Эл, Якути республикисенче, ҫавӑн пекех Самар тата Ростов облаҫӗсенчи сакӑр вӗренӳ дисциплинипе ирттернӗ[8]. 2002 ҫулта пӗрлехи патшалӑх экзаменне тытас эксперимента ҫӗршывӑн 16 регионӗнче ирттернӗ[9]. 2003 ҫулта эксперимент Раҫҫей Федерацийӗн 47 субъектне, 2004 ҫулта вара — ҫӗршывӑн 65 регионне сарӑлнӑ[10]. 2006 ҫулта ППЭ Раҫҫейри 79 регионта 950 пине яхӑн шкул ачи тытнӑ. 2008 ҫулта ӑна пур регионта та тытнӑ, мӗнпурӗ миллион ытла вӗренекен ҫак экзамена памалла пулнӑ. 2001—2008 ҫулсенче ППЭ ирттернӗ чухне мӗнле предметпа ӑна ирттерессине кашни регион хӑй тӗллӗн палӑртнӑ.

ППЭ идейин авторӗ Владимир Филиппов министр, пурнӑҫлаканӗ Владимир Хлебников пулнӑ[11].

ППЭ ирттерессине Вӗрентӳпе ӑслӑлӑх сферинче тӗрӗслев ирттерекен федераллӑ служба йӗркелет, ку ӗҫе вӗсем вӗрентӳ сферинчи ӗҫе йӗркелекен Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсемпе пӗрле пурнӑҫлаҫҫӗ[12].

Рособрнадзор пуҫлӑхӗ 2023 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх 2026 ҫул тӗлне ППЭ ирттерессипе ҫыхӑннӑ системӑсене ҫӗршыври программӑпа продукчӗсем ҫине куҫарӗҫ[13].

2023 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Рособрнадзор пуҫлӑхӗ Анзор Музаев ҫитес 5-10 ҫулсенче ППЭ ирттересси онлайн-формата куҫмӗ тесе каланӑ[14].

Ытти ҫӗршывсенчи аналогсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Приказ Минобрнауки России от 26.12.2013 N 1400. legalacts.ru. Пӑхнӑ кун: 5 Ака уйӑхӗн 2019. Архивланӑ 1 Ака уйӑхӗн 2019 ҫул.
  2. ^ Федеральный закон от 09.02.2007 N 17-ФЗ "О внесении изменений в Закон Российской Федерации "Об образовании" и Федеральный закон "О высшем и послевузовском профессиональном образовании" в части проведения единого государственного экзамена" (с изменениями и дополнениями) (утратил силу) | ГАРАНТ. base.garant.ru. Пӑхнӑ кун: 5 Ака уйӑхӗн 2019. Архивланӑ 11 Ака уйӑхӗн 2019 ҫул.
  3. ^ Об утверждении сроков и единого расписания проведения ЕГЭ в 2009 году | Педагогическая периодика. Каталог публикаций. periodika.websib.ru. Пӑхнӑ кун: 5 Ака уйӑхӗн 2019. Архивланӑ 17 Ҫӗртме уйӑхӗн 2019 ҫул.
  4. ^ Порядок проведения ЕГЭ в 2009 году( ӗҫлемен каҫӑ)
  5. ^ ЕГЭ по математике разделят на базовый и профильный уровень (выр.), РИА Новости. Тĕрĕсленĕ 16 Ҫу уйӑхӗн 2017.
  6. ^ ЕГЭ по китайскому языку свидетельствует о возрастающем интересе к Китаю — министр науки и высшего образования РФ, «Синьхуа» (4 июня 2019). Тĕрĕсленĕ 23 декабря 2022.
  7. ^ В Госдуму внесли проект об отмене ЕГЭ. РИА Новости (6 Ҫӗртме уйӑхӗн 2024). Пӑхнӑ кун: 6 Ҫӗртме уйӑхӗн 2024.
  8. ^ Е.В.Мишукова. Единый государственный экзамен. Идея, сущность, принципы (выр.). bank.orenipk.ru (Раштав 2001). Пӑхнӑ кун: 22 Ҫу уйӑхӗн 2010. оригиналтан архивланӑ 18 Юпа уйӑхӗн 2018 ҫул.
  9. ^ Более половины школьников будут сдавать единый госэкзамен, Страна.RU (8 октября 2002). Тĕрĕсленĕ 22 Ҫу уйӑхӗн 2010.
  10. ^ ЕГЭ не может расцениваться в качестве единственного критерия, Российский общеобразовательный портал (18 октября 2004). Тĕрĕсленĕ 22 Ҫу уйӑхӗн 2010.
  11. ^ История Единого государственного экзамена в России. Пӑхнӑ кун: 29 Ҫурла уйӑхӗн 2016. Архивланӑ 11 Авӑн уйӑхӗн 2016 ҫул.
  12. ^ Положение о Федеральной службе по надзору в сфере образования и науки — Постановление Правительства РФ от 17.06.2004 № 300. Пӑхнӑ кун: 18 Раштав уйӑхӗн 2011. оригиналтан архивланӑ 5 Ҫурла уйӑхӗн 2011 ҫул.
  13. ^ Рособрнадзор планирует перевести системы ЕГЭ на российское ПО к 2026 году. РБК (17 Чӳк уйӑхӗн 2023). Пӑхнӑ кун: 17 Чӳк уйӑхӗн 2023.
  14. ^ В Рособрнадзоре исключили перевод ЕГЭ в онлайн-формат в ближайшие 5-10 лет. Росбалт (29 Чӳк уйӑхӗн 2023).
  15. ^ «Наука и жизнь»: Виктор Доценко. Пятое правило арифметики. Пӑхнӑ кун: 19 Ака уйӑхӗн 2019. Архивланӑ 19 Ака уйӑхӗн 2019 ҫул.
  16. ^ Правила приёма в Донецкий национальный университет. Пӑхнӑ кун: 5 Нарӑс уйӑхӗн 2020. Архивланӑ 5 Нарӑс уйӑхӗн 2020 ҫул.