Жжёнов Георгий Степанович
Мускав умĕнчи тивĕçлĕх палăрту палли
Гео́ргий Степа́нович Жжёнов (22.3.1915, Петроград, Раҫҫей империйӗ — 18.12.2005, Мускав, РФ[1]) — совет тата раççей театрпа кино актёрĕ, литератор, мемуарист, пĕрлĕх ĕçченĕ. Васильев тăвансен ячĕллĕ РСФСР патшалăх премин лауреачĕ (1975), ССРП халăх артисчĕ (1980). Ленин орденӗн кавалерĕ(1991).
Пурнăçĕ
Георгий Жжёнов Тĕвер кĕпĕрнинчи хресчен çĕмьинче çуралнă. Ашшĕ-амăшĕ — Жжёнов Степан Филиппович тата Щёлкина Мария Федоровна.
Малтанхи 22 çулне Георгий Жжёнов Васильевски утравĕнче иртернĕ. 1930 çулхи çуркунне вăл физикăпа математикă шкулĕнче вĕренсе тухнă. Ун хыççăн Ленинградри эстрадăпа цирк техникумĕн акробатика уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Вĕренме кĕнĕ чухне аслă пиччĕшĕн докуменчĕсене усă курнă. Çавăнпа та Борис Жженов пек паллă пулнă. Кайран кун çинчен каласа панă, анчах та унăн шӳтне каçарнă.
Циркра вĕреннĕ чухне ăна кино ĕçченĕсем асăрханă, «Паттăр йăнăшĕ» (Ошибка героя, 1932) фильма ӳкерĕнме чĕннĕ. Ку фильмра вăл Пашка Ветров тракторист рольне вылянă. Кинора ӳкерĕннĕ хыççăн Георгий цирка пăрахса Ленинградри сцена ӳнерĕн институтне вĕренме кĕнĕ. 1935 çулта института вĕренсе пĕтернĕ. Вĕреннĕ вăхăтра «Республикăн еткер принцĕ» (Наследный принц Республики), «Ылтăн çылăмсем» (Золотые огни), «Комсомольск», «Чапаев».
С.М. Кирова вĕлернĕ хыççăн унăн аслă пиччĕшне арĕслесе тĕрмене хупнă. Ашшĕпе амăшпе, тата йăмăкне Казахстана леçнĕ. Георгий Жжёнов кунпа килĕшмен, Казахстана кайман. «Комсомольск» (1938) фильма ӳкернĕ чухне АМру çинчи Комсомольска каймалла пулнă. Пуйăсра вăл америка çыннипе паллашать. Çак паллашăвшăн ăна шпионаж енĕпе айăпласа пилĕк çуллăха тĕрмене хупаççĕ. 1945 çулта ăна хăйне лайăх тытнипе ирĕке кăлараççĕ.
Георгий Жженов Свердловск киностудине лекет, анчах та 1949 çулта ăна каллех арĕслеççĕ те Норильска ăсатаççĕ. 1955 çулта унăн пĕтĕм айăпне каçарнă. Ленинграда таврăнать те Ленинград облаçĕн драма театрĕнче тата Ленсовет ячĕллĕ театрта актёр пулса ĕçлет. 1968 çулта вăл Мускава куçса Моссовет ячĕллĕ театрта ĕçлеме тытăнать.
Пултарулăхĕ
Театрти ĕçĕсем
Ленканаш ячĕллĕ театр
- 1963 — «Таня», А. Арбузова — Герман, Реж.: И. П. Владимиров, (премьера — 3 декабря 1963)[2]
- «Мещане» М. Горький — Нил
- «Дядя Ваня», А. Чехов — Астров
- «Власть тьмы» Л. Толстого — Никита
- «Хозяйка гостиницы» К. Гольдони — Кавалер Рипафратта
- «Собака на сене» Л. де Вега — Теодоро
- «Ромео и Джульетта» У. Шекспира — Брат Лоренцо, франс монахĕ
- «История одной любви», К. Симонов — Алексей Степанович Марков
- «Хочу верить», И. Голосовский — Черныш, инженер
- «Совесть», Д. Павлова — Зеленкевич Глеб Ионович
Театр имени Моссовета
Литература
- Амелькина Анна. Лучший резидент российского кино // Молодёжь Эстонии : газета. — 2000. — 22 апреля.
Ӑнлантарусем
- ^ Жжёнов Георгий Степанович // Пысӑк Раҫҫей энциклопедийӗ : [в 35 т.] / гл. ред. Ю. С. Осипов. — М. : Большая российская энциклопедия, 2004—2017.
- ^ Георгий Жжёнов на сайте театра им. Моссовета
Каçăсем
- Барабаш Екатерина. Так уходит эпоха / Культура / (выр.). Независимая газета (9 раштавӑн 2005). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи раштавӑн 10-мӗшӗ.
- Карамаев Сергей. Умер Георгий Жженов (выр.). lenta.ru (8 раштавӑн 2005). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи раштавӑн 10-мӗшӗ.
- Соломонов Артур. Георгий ЖЖЕНОВ: "Я сказал жене: "Не жди меня. Девяносто с лишним процентов, что я где-то погибну" (выр.). Известия (22 пушӑн 2005). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи раштавӑн 10-мӗшӗ.
- Биография на сайте Rusactors.ru
- «Из-под снега торчали конечности человеческих тел, взывая о захоронении в землю». Воспоминания гулаговца Георгия Жжёнова 2015 ҫулхи раштавӑн 8-мӗшӗнче архивланӑ.