Янӑш вӑтам шкулӗ
Историйӗ
Янӑшри ют халӑхӑн пуҫламӑш земство училищине Мӑн Янӑш ялӗнче 1907 ҫулта йӗркеленӗ. Вӑл халӑха ҫутта кӑларас енӗпе ӗҫлекен министерствӑна пӑхӑннӑ пулнӑ[4].
Шкул тара илнӗ ҫуртра вырнаҫнӑ пулнӑ, ӑна, икӗ пӳлӗмлӗскерне, ятарласа пуян хресчен Назаров Павел Григорьевич туса лартнӑ пулнӑ. Пӗр пӳлӗмӗнче ачасем вӗреннӗ, тепринче хывӑнса тӑхӑнмалли вырӑн пулнӑ. Унсӑр пуҫне ҫуртра вӗрентекен валли пӳлӗм тата мунча пулнӑ. Шкулӑн ҫавӑн пекех тара илнӗ 64 тӑваткал аршӑн лаптӑкӑш ҫӗр пулнӑ[4].
Малтанах училищере арҫын ачасемпе хӗрачасем пӗрле вӗреннӗ. Уҫнӑ ҫулхине пурӗ 20 ачана вӗренме илнӗ. Чи пӗрремӗш вӗрентекен пулса 1907 ҫулта Чӗмпӗр чӑваш шкулӗнчен 1907 ҫулта вӗренсе тухнӑ Иванова Евдокия Ивановна ӗҫленӗ. Ун чухне вӑл 19 ҫулта кӑна пулнӑ, ун пирки ӑшшӑн аса илнӗ. Турӑ саккунне Очакасси ялӗнчи Матвеев Аполлон Матвеевич священник вӗрентнӗ. Тӗрлӗ сӑлтава пула 10 арҫын ачапа 4 хӗрачана пӗлӳ илессинчен хӑтарнӑ. Ачасен 4 ҫул вӗренмелле пулнӑ. Пӗрремӗш ачасем 1911 ҫулта вӗренсе тухнӑ, вӗсенчен вунҫиччӗшӗ каярахпа хӑйсен пӗлӗвне малалла тепӗр шкулсенче ӳстернӗ[4].
1909 ҫулта шкулта икӗ ушкӑн вӗренме пуҫланӑ. 1912 ҫулта Евдокия Ивановна хӑйӗн тӑван ялне, Мари Элти Чӑваш Утарне таврӑннӑ хыҫҫӑн, ачасене ятарласа Янӑша ӗҫлеме янӑ Вишневская Юлия Ивановна (Хусан епархи училищинче пӗлӳ илнӗскер) тата Максимова Юлия Ивановна (Чӗмпӗр чӑваш шкулӗнче пӗлӳ илнӗскер) вӗрентме пуҫланӑ. 1917 ҫулччен шкултан 31 ача вӗренсе тухнӑ[4].
1913 ҫулта Янӑш шкулӗн уйрӑмне, Турикас пуҫламӑш шкулне, уҫнӑ. 1918 ҫулта училище I ступенлӗ Янӑшри совет ӗҫ шкулӗ пулса тӑнӑ[4].
1919–1921 ҫулсенче шкул заведующийӗ пулса Петрова Юлита Афанасьевна ӗҫленӗ. Шкул халӑха ҫутта кӑларас енӗпе тӑрмашнӑ. Ҫак вӑхӑтра шкулта ӗҫрен пушӑ вӑхӑтра 63 ҫын вӗреннӗ, ытларах енӗпе хӗрарӑмсемпе хӗрсем. 1920 ҫулта ӗҫ урокӗсене ирттерме пуҫланӑ[4].
1931 ҫулта Мӑн Янӑшпа Кӗҫӗн Янӑш хушшинчи 2,2 гектар пысӑкӑш ҫӗр лаптӑкне шкула панӑ. Тельман ячӗллӗ колхоз ҫак уяра акма пуҫланӑ хыҫҫӑн шкул ҫӗрсӗр тӑрса юлнӑ[4].
1940 ҫулта вӑл пуҫламӑш шкул пулма пӑрахнӑ, кунта ачасене ҫичӗ ҫул вӗрентме тытӑннӑ. Хӑймалакасси шкулӗнчен директор пулма Степанов В. С.-а куҫарнӑ, Ишлей ҫӗр обществине ӳкӗте кӗртнӗ хыҫҫӑн шкула 1,5 гектар пысӑкӑш ҫӗр уйӑрса панӑ. Вӑл ҫӗрпе шкул халӗ те усӑ курать.
Ҫичӗ ҫӳл вӗрентме пуҫланӑран шкулта пӳлӗмсем ҫитми пулса тӑнӑ, ҫапла май ял халӑхӗ ҫӗнӗ шкул ҫуртне туса лартма йышӑннӑ. 1941 ҫулхи кӗркунне тӗлне пурана туса лартнӑ пулнӑ, вӗренӳ уҫӑ тӳпе айӗнче иртнӗ[4].
Степанов В.С. тата Григорьев Петр Григорьевич вӑрҫӑна тухса кайнӑ хыҫҫӑн шкул директорӗ пулса Петрова Юлита Афанасьевна ӗҫленӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче, 1947 султан 1983 ҫулччен директор пулса Виноградова Агния Ивановна ӗҫленӗ. 1962 ҫулта шкула Совет Союзӗн Паттӑрӗ Орлов Федот Никитич пырса кайнӑ, 1972 ҫулта — Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ Степанов Михаил Степанович. 1980 ҫулта ачасемпе тӗл пулма СССР лётчик-космонавчӗ Николаев Андриян Григорьевич хӑнана пырса кайнӑ[4].
1983 ҫулта директор тилхепине Герасимов Степан Герасимович алла илнӗ. Вӑл тӑрӑшнипе шкулӑн садне ҫӗнетнӗ, аталантарнӑ. Вӑл 1987 ҫулччен директор вырӑнӗнче ларнӑ. Ун хыҫҫӑн шкул директорӗ пулса Васильев Геннадий Леонидович ӗҫленӗ. 2003 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ун вырӑнне директор пулса Димитриев Вячеслав Николаевич ӗҫлеме пуҫланӑ[4].
Хальхи вӑхӑтра
Шкулӑн хальхи шкулне 2015 ҫулта уҫнӑ. Шкул ҫуртне тума пурӗ 300 миллион тенкӗ тӑкакланӑ пулнӑ. Шкулта мӗнпур хатӗрсем пур, ҫав шутра спорт лапамӗ (виҫҫӗ), спорт залӗ, типӗ бассейн, акт залӗ. Шкулти вулавӑшра 13 145 кӗнеке пур, вӗсенчен вӗренӳ кӗнекисем — 2450. Таврари ялсенчи ачасене шкула 3 шкул автобусӗ турттарать[5].
Шкулта 45 компьютер, 3 интерактивлӑ хӑма, 16 принтер пур[5].
Хальхи вӑхӑтра Янӑш вӑтам шкулӗ Игнатьев Михаил Васильевич ячӗпе хисепленсе тӑрать. Ку 2024 ҫул пуҫламӑшӗнче пулса иртнӗ[1].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Янышской школе присвоили имя Михаила Игнатьева (выр.). Вести.Чувашия (9 кӑрлачӑн 2024).
- ^ Основные сведения (выр.). Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение "Янышская средняя общеобразовательная школа имени М.В.Игнатьева" Чебоксарского муниципального округа Чувашской Республики.
- ^ Руководство (выр.). Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение "Янышская средняя общеобразовательная школа имени М.В.Игнатьева" Чебоксарского муниципального округа Чувашской Республики.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10 История Янышской школы (выр.). Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение "Янышская средняя общеобразовательная школа имени М.В.Игнатьева" Чебоксарского муниципального округа Чувашской Республики.
- ^ 1, 2 Материально-техническое обеспечение и оснащенность образовательного процесса. Доступная среда (выр.). Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение "Янышская средняя общеобразовательная школа имени М.В.Игнатьева" Чебоксарского муниципального округа Чувашской Республики.