Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗ

Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗ (выр. Глава Чувашской Республики) — Чӑваш Республикин чи аслӑ должноҫри ҫын тата ӗҫ тӑвакан влаҫӗн пуҫлӑхӗ. Чӑваш Республикинче Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗпе, Чӑваш Республикин министрсен кабинечӗпе, судсемпе пӗрле ӗҫ тӑвакан влаҫ шутланать. Чӑваш Республикин Конституцийӗн гаранчӗ.

Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин пӗтӗм территорийӗнче пурнӑҫлама тивӗҫ указсемпе хушусем кӑларать. Указӗсемпе хушӑвӗсем Раҫҫей Федерацийӗн Конституцине, федераллӑ саккунсене, Раҫҫей Федерацийӗн президенчӗн хушӑвӗсене, Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин йышӑнӑвӗсене, Чӑваш Республикин Конституцине тата Чӑваш Республикин саккунӗсене хирӗҫлемелле мар.

Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗ Раҫҫей Федерацийӗн ют ҫӗршыв патшалӑхӗнче гражданлӑх е Раҫҫей Федерацийӗн гражданинне ют ҫӗршыв патшалӑхӗн территорийӗнче тӗпленсе пурӑнма ирӗк паракан документ ҫук тата 30 ҫула ҫитнӗ гражданинӗ пулмалла.

Хӑйӗн ӗҫне пурнӑҫланӑ чухне мӗнпур вӑхӑт хушшинче Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗ федераци саккунӗсемпе килӗшӳллӗн Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗн аслӑ должноҫри ҫыннин статусӗпе ҫыхӑнман ӗҫ-хӗлне пурнӑҫлама тата должноҫсене йышӑнма пултараймасть.

Раҫҫей Федерацийӗн гражданинне Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлама пилӗк ҫуллӑха шанса параҫҫӗ.

Историйӗ

Чӑваш Республикин (Чӑваш ССР) президенчӗн должноҫне 1991 ҫулхи юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан влаҫӗн пуҫлӑхӗ пек йӗркеленӗ[1]. 1991 ҫулхи раштавӑн 8-мӗшӗнче тата 22-мӗшӗнче иртнӗ суйлавра Чӑваш ССР президенчӗн вырӑнне йышӑнма тӑратнӑ кандидатсенчен пӗри те суйланмашкӑн кирлӗ чухлӗ сасӑ пухайман[2]. Республикӑри политика лару-тӑрӑвне пула Чӑваш Республикин Аслӑ Канашӗн 1992 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗнчи 504 № постановленийӗпе Чӑваш Республикин вун иккӗмӗш пухӑвӗн Аслӑ Канашӗн полномочийӗсен срокӗ тухиччен Чӑваш Республикин президенчӗн суйлавне ирттерме моратори йӗркеленӗ. Раҫҫейӗн Аслӑ Канашне салатнӑ хыҫҫӑн республикӑн Аслӑ Канашӗ 1993 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнче Чӑваш Республикин президенчӗн суйлавне ирттерме палӑртса хунӑ. Сасӑлавӑн иккӗмӗш турне пӗтӗмлетнӗ май Чӑваш Республикин пӗрремӗш президенчӗ Николай Васильевич Фёдоров пулса тӑнӑ, вице-президенчӗ — Энвер Аблякимов[2].

1994 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Николай Васильевич Фёдоров Чӑваш Республикин президенчӗн вырӑнне йышӑннӑ. 1997 ҫулта ӑна иккӗмӗш хут, 2001 ҫулта — виҫҫӗмӗш хут суйланӑ. 2005 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн президенчӗ ӑна Чӑваш Республикин президенчӗн вырӑнӗнче ҫирӗплетнӗ.

2012 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче Чӑваш Республики конституцийӗн ҫӗнӗ редакцийӗ (13.09.2011 кунхи редакцийӗ) вӑя кӗнӗ, унпа килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин аслӑ должноҫри ҫыннӑн тата ӗҫ тӑвакан влаҫӗн пуҫлӑхӗн ячӗ «Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ» пулса тӑнӑ[3].

2025 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, пӗрлехи сасӑлав кунӗнче, Чӑваш Республикин пуҫлӑхне черетлӗ хут суйланӑ. Вырӑна йышӑнма республикӑн малтанхи ертӳҫи Олег Николаев хӑйне сӗннӗ, вӑл хӑйӗн кандидатурине партирен мар, хӑй тӗллӗн тӑратнӑ пулнӑ. Тата тӑватӑ кандидата республикӑн парламентне кӗнӗ партисем тӑратнӑ. Вӗсем: Владимир Ильин («Социаллӑ тӗрӗслӗхшӗн кӗрешекен Раҫҫейри пенсионерсен партийӗ»), Максим Морозов («Ҫӗнӗ ҫынсем»), Владимир Савинов («Раҫҫейри Симӗссисем» экологи партийӗ») тата Константин Степанов (ЛДПР)[4]. Сасӑлава пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх 67,06% сасӑ пухса Олег Николаев ҫӗнтернӗ[5]. Авӑнӑн 26-мӗшӗнче вӑл тепӗр срока Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗн вырӑнне йышӑннӑ[6].

Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗсем

Портрет Пуҫлӑх Должноҫе пурнӑҫланӑ Партия
1 Николай Фёдоров, 30 марта 2015 года.jpeg Николай Васильевич Фёдоров
(1958 ҫ.ҫ.)
1994 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ 2010 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗ КПССПӗрлӗхлӗ Раҫҫей
2 Mikhail Ignatyev (2013-10-30).jpg Михаил Васильевич Игнатьев
(1962—2020)
2010 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗ 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗ
(РФ президенчӗн шанӑҫӗнчен тухнӑран должноҫрен хӑтарнӑ)
Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей
(2020 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче кӑларнӑ)
3 Николаев О.А.jpg Николаев Олег Алексеевич
(1969 ҫ.ҫ.)
2020 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗ Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей

Функцисем

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн функцийӗсем:

  1. Чӑваш Республикин Министрсен Кабинетне йӗркелет;
  2. Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан органӗсен тытӑмне тата структурине палӑртать;
  3. Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин саккунӗсемпе ки­лӗ­шӳллӗн патшалӑх влаҫӗн федераци органӗсемпе пӗрле пӑхакан ыйтусем тата полномочисем ҫинчен калакан договорсене ырлама Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне тӑратать тата вӗсене алӑ пусать
  4. Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин саккунӗсемпе ки­лӗшӳллӗн федерацин ӗҫ тӑвакан влаҫӗн органӗсем тата Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан влаҫӗн органӗсем хушшинче хӑйсен полномочийӗсен хӑш-пӗр пайне пӗр-пӗрне парасси ҫинчен тунӑ килӗшӳсене алӑ пусать;
    1. Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан органӗсем Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫӗн ытти органӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлессине тивӗҫтерет тата Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсемпе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан органӗсем федерацин ӗҫ тӑвакан власть органӗсемпе тата вӗсен территори органӗсемпе, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх влаҫӗн пӗрлехи тытӑмне кӗрекен ытти органсемпе тата обществӑлла пӗрлешӳсемпе килӗштерсе ӗҫлессине йӗркелет;
  5. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ хӑйӗн должноҫне йышӑннипе пӗрле Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн должноҫне йы­шӑнман чухне Чӑваш Республикин Министрсен Кабинетне ертсе пырать е Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ килӗшнипе Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председательне уйӑрса лартать тата Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председательне должноҫран хӑтарать;
  6. Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ­сене, министрсене тата Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан влаҫӗн ытти органӗ­сен ертӳҫисене уйӑрса лартать тата должноҫран хӑтарать;
  7. Чӑваш Республикин Министрсен Кабинетне отставкӑна ярасси ҫинчен йышӑну кӑларать;
  8. Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗн администрацине йӗркелет;
  9. Чӑваш Республикин прокурорӗн кандидатурине унпа килӗшсе татӑлса палӑраҫҫӗ;
  10. Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн постановленийӗсемпе хушӑвӗсене, Чӑваш Республикин министерствисен тата ӗҫ тӑвакан влаҫӑн ытти органӗсен акчӗсене вӑйне чарать е пӑрахӑҫлать;
  11. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗнче саккун хатӗрлеме ирӗк пур;
  12. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне салатса ярсан унӑн ҫӗнӗ суйлавне палӑртать;
  13. федераци саккунӗ тата Чӑваш Республикин Конституцийӗ пӑхса хӑварнӑ йӗркепе Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне салатать;
  14. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне Чӑваш Республикин патшалӑх политикин тӗп ҫул-йӗрӗсем ҫинчен калакан ҫырупа тухать, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн ӗҫӗ-хӗлӗн результачӗсем ҫинчен, ҫав шутра Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ лартнӑ ыйтусемпе, ҫулленхи отчетсем тӑратать;
  15. Чӑваш Республикин патшалӑх наградисемпе чыслать тата Чӑваш Республикин хисеплӗ ячӗсене парать;
  16. кирлӗ чухне килӗштерӳ процедурисем ирттерме пултарать;
  17. Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗсене ертсе пыма пултарать;
  18. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ уйӑрса лартакан ҫынсене, саккунсенче кӑтартнӑ чухне тата унта палӑртнӑ йӗркепе, ӗҫрен хӑтарма пултарать;
  19. Чӑваш Республикин саккунӗсене алӑ пусса ҫирӗплетет те пичет­лесе кӑларать е вӗсене сирсе пӑрахать;
  20. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн черетсӗр ларӑвне пух­машкӑн ыйтма, ҫавӑн пекех Чӑваш Республикин ҫӗнӗрен суйланӑ Пат­шалӑх Канашӗн пӗрремӗш ларӑвне ҫак Конституцире кӑтартнӑ вӑхӑт­ран маларах ирттермешкӗн палӑртма пултарать;
  21. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн тата унӑн органӗсен ларӑ­вӗсене канашлакан сасӑ правипе хутшӑнма е асӑннӑ органсен ларӑвӗсене хутшӑнмашкӑн ҫынсем яма пултарать;
  22. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн йышӑнӑвӗсене улшӑнусемпе хушӑмсем кӗртесси е вӗсене пӑрахӑҫласси ҫинчен Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне сӗнӳсем тӑратма, ҫавӑн пекех ҫав йышӑнусене суд урлӑ пӑрахӑҫламашкӑн ыйтма пултарать;
  23. Чӑваш Республикин Суйлав комиссийӗн членӗсенчен ҫуррине ҫирӗплетет;
  24. федераци саккунӗсенче е Раҫҫей Федерацийӗн ытти нормативлӑ право акчӗсенче кӑтартнӑ чухне ӗҫ тӑвакан влаҫӑн федераци органӗсен территорири органӗсен ертӳҫисене лартмалли кандидатсем пирки калаҫса татӑлать;
  25. Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗпе, федераци саккунӗсемпе, Чӑваш Республикин Конституцийӗпе тата Чӑваш Республикин саккунӗсемпе килӗшӳллӗн ытти полномочисене пурнӑҫласа пырать.

Должноҫе лартмалли йӗрке

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн должноҫне лартас йӗркене «Об общих принципах организации законодательных (представительных) и исполнительных органов государственной власти субъектов Российской Федерации» федераллӑ саккунпа палӑртаҫҫӗ.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхне Раҫҫей Федерацийӗн Чӑваш Республикин территорийӗнче пурӑнакан тата федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн активлӑ суйлав правипе усӑ курма пултаракан гражданӗсем пурне те ирӗк паракан правӑна тӗпе хурса тӳрремӗн вӑрттӑн сасӑласа суйлаҫҫӗ ( 2012 ҫулхи ҫӑвӑн 24-мӗшӗнчи Чӑваш Республикин 37-мӗш саккунӗн редакцийӗ).

Тупа туни

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ тупа тунӑ самантран пуҫласа хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫлама тытӑнать, ҫак ӗҫе пурнӑҫлама вӑл ҫӗнӗрен суйланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ тупа тунӑ хыҫҫӑн пӑрахать.

Должноҫа кӗнӗ чухне Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ чӑвашла тата вырӑсла ҫак сӑмахсене каласа тупа тӑвать:

«Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн полномочийӗсене пурнӑҫланӑ чухне Раҫҫей Федерацийӗн Конституцине, федераци саккунӗсене, Чӑваш Республикин Конституцине тата Чӑваш Республикин саккунӗсене тытса пыма, ҫавӑн пекех Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн указӗсене тата Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин йышӑнӑвӗсене пурнӑҫлама, этем тата гражданин прависемпе ирӗклӗхӗсене хисеплеме тата пурнӑҫа кӗртсе пыма, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн пысӑк тивӗҫӗсене чыслӑн пурнӑҫлама, халӑхшӑн шанчӑклӑ ӗҫлеме тупа тӑватӑп».

Полномочисене пӑрахӑҫлани

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑт тухиччен ҫак сӑлтавсене пулса пӑрахӑҫлама пулать:

  1. вӑл вилсен;
  2. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ ӑна шанманни ҫинчен пӗлтернӗ май Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ ӑна должноҫран хӑ­тарсан;
  3. хӑйӗн ирӗкӗпе ӗҫ вырӑнне пӑрахса кайсан;
  4. суд ӑна хавшак ӑс-хакӑллӑ е хавшакланнӑ ӑс-хакӑллӑ тесе йышӑн­сан;
  5. суд вӑл хыпарсӑр ҫухални е вилни ҫинчен пӗлтерсен;
  6. суд ӑна айӑпласа йышӑннӑ приговор саккунлӑ вӑя кӗрсен;
  7. вӑл ялан пурӑнма Раҫҫей Федерацийӗнчен тухса кайсан;
  8. Раҫҫей Федерацийӗн гражданлӑхне ҫухатсан е ют патшалӑх гражданлӑхӗ (подданстви) е тата Раҫҫей Федерацийӗн гражданинӗн ют патша­лӑх территорийӗнче пурӑнма ирӗк илни е унта ялан пурӑнма право пуррине ӗнентерекен ытти документ пур пулсан;
    1. ют ҫӗршыв агенчӗн статусне илсен;
  9. Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн шанӑҫӗнчен тухнӑ май ӑна Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ должноҫран хӑтарсан, ҫавӑн пекех федераци саккунӗпе палӑртнӑ ытти тӗслӗхсенче.

Чӑваш Республикин ертӳҫин администраци ертӳҫисем

Чӑваш Республикин Президент администрацийӗн ертӳҫисем:

Чӑваш Республикин пуҫлӑх администрацийӗн ертӳҫисем:

Ӑнлантарусем

  1. ^ Чӑваш ССР-ӗн «Чӑваш ССР-ӗн Президенчӗ ҫинчен» тата «Чӑваш ССРӗн Президентне суйласси ҫинчен» сакунӗсем
  2. ^ 1, 2 Органы государственной власти и местного самоуправления с 1917 по 1998 годы (выр.). www.chuvsu.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 29-мӗшӗ.
  3. ^ Текст главы 4 Конституции Чувашской Республики «Глава Чувашской Республики» (вступил в силу 1 января 2012 года) (выр.). constitution.garant.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 29-мӗшӗ.
  4. ^ Советская Чувашия, 29 июля 2025. За пост Главы Чувашии поборются пять человек (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 29-мӗшӗ.
  5. ^ Лилиана Гарифуллина. Итоги выборов главы Чувашии 2025: кто победил (2025-09-16). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи чӳкӗн 29-мӗшӗ.
  6. ^ Олег Николаев вступил в должность Главы Чувашии. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи чӳкӗн 29-мӗшӗ.

Темӑпа ҫыхӑннисем

Категорисем