Юпа, 17
Пулса иртнĕ
- 1346 — Давид II шотланд патши акăлчансен аллине тыткăна лекнĕ
- 1662 — Карл II Дюнкерк хулана 375 000 фунчĕпе XIV Людовика сутнă
- 1740 — Иккĕмĕш Камчат экспедицинче Петропавловск-Камчатский хулан никĕсне хунă
- 1814 — Лондонра «сăра илнипе» 9 çын пĕтнĕ
- 1902 — Детройтра «Кадиллак» марккин пĕрремĕш автомобильне туса кăларнă
- 1905 — Николай II ирĕк паракан Манифеста алă пусса кăларнă (капăрл.)
- 1912 — Турци Болгарипе Сербине хирӗҫ вӑрҫӑ пуҫланӑ.
- 1929 — «Красная Чувашия» хаçатăн пĕрремĕш кăларăмĕ тухнă.
- 1958 — Вӑрнар районӗнче Ту-104 самолётпа пӑтӑрмах сиксе тухнӑ, 80 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
- 1961 — Парижри полицейскисем пӑлханакан алжирсене хӗнесе тӑкнӑ.
- 1990 — IMDb тетел-базин официаллă çуралнă кунĕ
- 2005 — Турцири Измир хули патĕнче виçĕ хут çĕр чĕтренĕвĕ пулса иртнĕ. Пĕрремĕш çĕр чĕтренĕвĕ 5,7 баллă, иккĕмĕшĕ — 5,6, виççĕмĕшĕ 5,6 баллă пулнă.
Çуралнă
- 1929 — Терентьев Геннадий Терентьевич, паллă драматург, актёр.
- 1970 — Назаренко Светлана Анатольевна, Раҫҫей, Украина тата Киргизи юрӑҫи, «Город 312» ушкӑн солистки.
Вилнĕ
- 1428 — Андрей Рублёв, XV - мĕш ĕмĕрти питĕ паллă та хисеплĕ мускав шкулĕн икона ÿнер ăсти, кĕнеке илемĕ тата стена çинчи ÿнер ăсти. Вырăс православи чиркĕвĕ ăна сăваплисен шутне кĕртнĕ.
Ӑнлантарусем
- ^ Международный день борьбы за ликвидацию нищеты (выр.). Какой Сегодня Праздник.
- ^ United Nations. International Day for the Eradication of Poverty (англ.). United Nations. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи юпан 15-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи юпан 15-мӗшӗ.