Пӗтӗм тӗнчери чухӑнлӑха пӗтерессишӗн кӗрешмелли кун

«Пӗтӗм тӗнчери чухӑнлӑха пӗтерессишӗн кӗрешмелли кун» (ПНО-н ытти официаллӑ чӗлхисемпе: акăл. International Day for the Eradication of Poverty, арап. اليوم الدولي للقضاء على الفقر,исп. Día International para la erradicación de la Pobreza, китай 消除贫穷国际日, фр. la Journée internationale pour l'élimination de la pauvreté) — 1993 ҫултанпа ҫулсерен юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче паллӑ тӑвакан кун. ПНО Тӗп Ассамблейи ку куна 1992 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗнче A/RES/47/196 № резолюци йышӑнса кӗртнӗ.

ПНО Тӗп Ассамблейи хӑйӗн резолюцийӗнче ҫак кун правительствӑсем хушшинчи пӗр организаци пуҫарнипе «Чухӑнлӑха кӗрсе ӳкнине ҫӗнтерессишӗн кӗрешмелли куна» палӑртнине ырланӑ, ҫак кун пӗтӗм патшалӑха ҫуклӑхпа чухӑнлӑха пӗтермелли мероприятисене пропагандӑлама чӗнсе каланӑ.

Юпан 17-мӗшӗнчи кунӑн историйӗ

1987 ҫулхи юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче тӗнчери темиҫе ҫӗршыври 100 пине яхӑн тӗрлӗ сослови ҫыннисем Парижра, Ҫын прависен тӳремӗнче — Трокадерора () — пухӑннӑ. Вӗсем пурте чухӑнлӑха йышӑнманнине пӗлтернӗ. Ҫын прависене пӑхӑнма хистесе право сыхлакансем Пӗтӗм тӗнчери АТД «Тӑваттӑмӗш тӗнче» юхӑмӑн никӗслевҫин Жозеф Вресински Аттен (фр. Joseph Wresinski, пол. Józef Wrzeski) лозунгне ырланӑ: «Ҫыннӑн чухӑнлӑхра пурӑнма тивнӗ вырӑнта ҫын прависене пӑсаҫҫӗ. Ҫак правасене хисеплемешкӗн кӗрешӗве пӗрлешесси — кашнин сӑваплӑ тивӗҫӗ».

Ҫак кун Трокадеро тӳремӗнче асӑну чулне хывса хӑварнӑ.

Каярах, Халӑхӑн йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ ушкӑнсене пулӑшакан «Тӑваттӑмӗш тӗнче» тӗнче шайӗнчи юхӑм пуҫарнипе правительствӑсене пӑхӑнман организацисем ҫулсерен «Чухӑнлӑха кӗрсе ӳкнине ҫӗнтерессишӗн кӗрешмелли куна» палӑртнӑ, ку ӗҫе вӗсем ПНО Тӗп Ассамблейин резолюцине йышӑниччен ирттернӗ.

Статистика пӗлтерни

  • 2005 ҫулта кашни кун чухӑнлӑха пула 30 000 ача вилнӗ.
  • 2005 ҫулта 2,5 млрд ҫын кунне 2 доллартан сахалрах тӑкаклама пултарнӑ.
  • 2005 ҫулта 2,6 млрд ҫын канализаципе усӑ курайман.

Тӗнче шайӗнчи кунӑн тематикисем

  • 2005 — «Пинҫуллӑх декларацийӗнче аталану тӗлӗшӗнчен йӗркеленӗ тӗллевсене пурнӑҫласси: халӑхӑн чухӑн сийӗсен майӗсене анлӑлатасси»
  • 2006 — «Пӗрлехи вӑйпа чухӑнлӑха пӗтеретпӗр»
  • 2007 — «Чухӑнлӑхра пурӑнакан ҫынсем улшӑнусен хӑватлӑ вӑйӗ: Пӗтӗм тӗнчери чухӑнлӑха кӗрсе ӳкнине ҫӗнтерессишӗн кӗрешмелли кун 20 ҫул тултарни»
  • 2008 — «Чухӑнлӑхра пурӑнаканнисен ҫын прави тата этем хакӗ»
  • 2009 — «Ачасем тата ҫемьесем чухӑнлӑха хирӗҫ»
  • 2010 — «Чухӑнлӑхран тивӗҫлӗ ӗҫ тупиччен: чикке ҫӗнтересси»
  • 2011 — «Чухӑнлӑхран ҫирӗп пурнӑҫа: ҫынсем инклюзивлӑ аталану тимлӗхӗнче»
  • 2012 — «Ытла та чухӑн пурӑннӑ вӑхӑтри пусмӑра пӗтерни: правасемпе майсене анлӑлатма тата тӑнӑҫ пурнӑҫ йӗркелеме пулӑшни»
  • 2013 — «Дискриминацисӗр тӗнчешӗн пӗрлехи вӑйпа ӗҫлени: ытла та чухӑн пурӑнакан ҫынсен опычӗпе пӗлӗвӗпе усӑ курасси»
  • 2014 — «Никама та хыҫра ан хӑварӑр: шухӑшлӑр, шутлӑр, чухӑнлӑхпа пӗрле кӗрешӗр»
  • 2015 — «Вӑйлӑ пуласлӑха йӗркелени: чухӑнлӑхпа дискриминацине пӗтерме йӗркеленӗ пӗрлешӳ»
  • 2016 — «Мӗскӗнленнинчен тата хутшӑнтарманнинчен явӑҫтарассиччен: чухӑнлӑха мӗнпур формӑра пӗтересси».
  • 2017 — «Юпан 17-мӗшӗнчи чухӑнлӑха ҫӗнтермешкӗн тумалли ӗҫсене хуравласа: мирлӗ те инклюзивлӑ пӗрлешӳсем патне»[1].
  • 2018 — «Ҫын правипе вӗсен хакне пур ҫӗрте те хисеплекен тӗнче тума чи нушаллисене пулӑшма пуҫлӑр»
  • 2019 — «Ачасене, вӗсен кил-йышӗсене тата пӗрлӗхсене чухӑнлӑха пӗтерме май туса пама пӗрле ӗҫлӗр»
  • 2020 — «Пур ҫыншӑн та социаллӑ тата экологи танлӑхне пурнӑҫа кӗртме пӗрле ӗҫлӗр»
  • 2021 — «Пӗрле тӑвӑпӑр: пур ҫынна та, пирӗн планетӑна та хисеплесе яланхи чухӑнлӑхпа кӗрешетпӗр»

Ӑнлантарусем