Терентьев Геннадий Терентьевич

Терентьев Геннадий Терентьевич (хушма ячӗ — Ухтер Мучи, 1929 ҫулхи юпан 17-мӗшӗ, Кивĕ Пуянкасси, Тăвай районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР2006 ҫулхи акан 13-мӗшӗ, Шупашкар, Чӑваш Республики — Чӑваш Ен, Раҫҫей Федерацийӗ) — совет тата Раҫҫей артисчӗ, режиссёрӗ, драматургĕ, куҫаруҫи.

Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1970), Чăваш АССР халăх артисчĕ (1976), РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1982), К. С. Станиславский ячĕллĕ РСФСР патшалăх премийӗн лауреачĕ (1971).

Пурнăçĕ

1929 çулхи юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш АССРӗн Тӑвай районӗнчи Кивĕ Пуянкасси ялĕнче çуралнă.

Ҫӗнӗ Пуянкасси шкулӗнче 7 класс вӗренсе пӗтернӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче почтальон, трактор прицепщикӗ пулса ӗҫленӗ. 1947—1949 тата 1953—1954 ҫулсенче Тӑвай районӗн Культура ҫурчӗн пултарулӑх ертӳҫи пулнӑ. 1949—1953 ҫулсенче Совет ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ. Шупашкарта ӗҫлекен ҫамрӑксен вӑтам шкулне вӗренсе пӗтернӗ, 1956 ҫулта — К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ ҫумӗнчи икӗ ҫуллӑх студине[1].

Малаллахи пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ Чӑваш драма театрӗпе ҫыхӑннӑ: 1954—1989 ҫулсенче — актёр, 1971—1998 ҫулсенче литература пайӗн ертӳҫи пулнӑ[2].

Вунӑ ҫул ытла обществӑлла майпа Тӑвай халӑх театрӗн режиссёрӗ пулса тӑрӑшнӑ[1].

Халӑхра Ухтер мучи пек паллӑ[3][2].

СССР Ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн(выр.)чăв. пайташӗ (1972 ҫултанпа)[1].

2006 çулхи ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ. Шупашкарти 5-мӗш масарта пытарнӑ.

undefined

Пултарулăх

Рольсем

  • Н. А. Бестужев («Никита Бичурин», В. П. Романов);
  • Хветӗр (Н. Айзман, «Кай, кай Ивана»);
  • Сетнер (К. Иванов, «Нарспи»);
  • В. И. Ленин («Юрсем», Ю. П. Чепурин);
  • Тимуш («Тӑшмансем», П. Н. Осипов);
  • И. Н. Ульянов (Н. Терентьев, «Хумсем ҫырана ҫапаҫҫӗ», 1970);
  • Пирӗшти (А. Ф. Коломиец, «Пирӗшти», 1982);
  • И. Я. Яковлев (И. С. Максимов-Кошкинский, «Тӑвӑл хыҫҫӑн тӑвӑл»; Н. Терентьев, «Ҫиҫӗм хыҫҫӑн — аслати»);
  • Элентей (Илпек Микулайӗ, «Хура çăкăр»);
  • Куҫма (В. Распутин, «Деньги для Марии»).

Ҫыравҫӑ ӗҫӗсем

Театрсенче лартнӑ 10 драма хайлавӗн авторӗ[1]:

  • «Нонка юратăвĕ» (1963), пӑлхар ҫыравҫин И. Петровӑн хайлавӗпе инсценировка;
  • «Хурăнлăхра çуркунне» (1964);
  • «Савнă йăмрасем» (1972);
  • Е. А. Афанасьевпа пӗрле — «Алăри кайăк» (1977);
  • «Шехри леш тĕнчере» (1983).

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче лартнӑ юрӑллӑ-ташӑллӑ камитсем:

  • «Энĕш хĕрринче» (1968);
  • «Элпуçĕнчи Нарспи» (1973);
  • «Анаткасра» (1977);
  • «Çĕмĕрт шап-шурă çеçкере» (1980);
  • «Савни-савниçĕм, сан пĕлесчĕ» (1984).

Кӗнекисем

  • «Энĕш хĕрринче» (1979);
  • «Çĕмĕрт шап-шурă çеçкере» (1989);
  • Чуна уҫса калаҫни : [повесть, асаилӳсем, интервьюсем, статьясем] / Г. Терентьев. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2004. — 1-мӗш кӗнеке. — 272 с.

«Ухтер мучи юррисем» (1980 и 1986) телеспектакль авторӗ тата тӗп рольне выляканӗ[1].

Çавăн пекех вăл телевидени фильмĕсенче темиçе роле вылянă, фильмсене чăваш дубляжӗ тунă чухне сӑнарсене сасӑланӑ.

И. К. Карпенко-Карий, М. П. Старицкий, Ф. И. Наседкин, В. В. Кобяков тата ыттисен хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ[2].

К. И. Иванов, Г. В. Парне, П. Т. Ме­­ди­ков, Н. С. Айзман, И. О. Молодов, Е. Н. Никитин, Л. Ф. Семёнов, Е. В. Шорникова, А. К. Ургалкин, Б. А. Алексеев тата ытти ӗҫтешӗсен литература портречӗсене ҫырса хӑварнӑ[1].

Хисепӗсем

Астӑвӑм

К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче тата тӑван Тӑвай районӗнче Г. Т. Терентьева асӑнса литература каҫӗсем ирттереҫҫӗ[5][6].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Г. В. Кириллов. Терентьев Геннадий Терентьевич (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 21-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3 Терентьев, Геннадий Терентьевич (актёр, драматург; 17.10.1929-13.04.2006) (выр.). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 22-мӗшӗ.
  3. ^ Терентьев Геннадий Терентьевич (1929-2006) (выр.). Литературная карта Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 21-мӗшӗ.
  4. ^ Светлой памяти Терентьева Геннадия Терентьевича (выр.). Официальный портал органов власти Чувашской Республики (14 акан 2006). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 21-мӗшӗ.
  5. ^ В Чувашском драмтеатре состоялся Вечер памяти заслуженного артиста РСФСР Терентьева Геннадия Терентьевича (выр.). Чувашский государственный академический драматический театр имени К. В. Иванова. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 21-мӗшӗ.
  6. ^ В Новобуяновском доме культуры состоялся районный вечер памяти, посвященный народному артисту АССР Геннадию Терентьевичу Терентьеву (выр.). Янтиковский муниципальный округ Чувашской Республики (10 раштавӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 21-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Акташ, Т. Утмaлăх та, пилĕк юррăм пур / Т. Акташ // Ялав. — 1994. — № 10. — С. 19.
  • Актер, драматург, юрăç // Eлчĕк ен. — 1999. — 13 юпа.
  • Лукин, А. Çунат хушса, хавхаланса / А. Лукин // Тăван Атăл. — 1979. — № 10. — С. 76-78.
  • Матвеева, Г. Тăван пек кĕтнӗ çын / Г. Матвеева // Коммунизм ялавĕ. — 1989. — 17 окт.
  • Маяксем, Л. Канӑçсăр чĕре, иксĕлми талант / Леонид Маяксем // Хыпар. — 1999. — 16 юпа. — С. 6.
  • Сементер, Ю. Утакан малаллах каять / Ю. Сементер // Терентьев, Г. Т. Çĕмĕрт шап-шурă çеçкере / Г. Т. Терентьев. — Шупашкар, 1988. — С. 3-8.
  • Сергеев, Г. Ялкăш пултарулăх çути / Г. Сергеев, Ф. Агивер // Ялав. — 1979. — № 10. — С. 25-27.
  • Смирнова, Н. Чи кирли — юратупа хисеп / Н. Смирнова // Хыпар. — 1994. — 15 юпа.
  • Терентьев, Г. Т. Купăсна ан сут, Ухтер мучи / Г. Т. Терентьев ; Г. Матвеева калаçнă // Хресчен сасси. — 1999. — 14 юпа.
  • Терентьев, Г. Т. Патриархăмăрăн сăнарĕ чăваш сцени çинче / Г. Т. Терентьев ; Н. Смирнова калаçнă // Хыпар. — 1998. — 25 пуш.
  • Григорьева, З. Сто жизней в одной / З. Григорьева // Совет. Чувашия. — 1979. — 17 окт.
  • Терентьев, Г. Т. Настоящее искусство трогает до слёз / Г. Т. Терентьев // Совет. Чувашия. — 1999. — 6 нояб.