Алексеев Борис Алексеевич

Алексеев Борис Алексеевич (27.4.1911, Паçпак ялĕ, Шупашкар уесӗ (халĕ Шупашкар районӗ) — 3.5.1973, Шупашкар) — чăваш раççей актёрĕ[1].

Чăваш АССР халăх артисчĕ (1943), РСФСР халăх артисчĕ (1960), ССРП халăх артисчĕ (1969). ССКП пайташĕ (1944).

Пурнăçĕ

1932 çулта Шупашкарти мусăк театрĕн техникумĕнче вĕренсе тухнă.

1929 çултанпа — Чăваш драма театрĕн труппинче (халĕ К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ) (Шупашкар).

Вăрçă вăхăтĕнче пĕр актлă пьесăсен режиссёрĕ пулса ĕçленĕ, депутат функцисене пурнăсланă.

Темиçе çул хушши актёрсене вĕрентнĕ.

Борис Алексеевич Алексеев 1973 çулхи çăвăн 3-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ. 2-мĕш № çăва çинче пытарнă.

Ĕçĕсем

Борис Алексеев пĕтĕм пурнăçне театра панă, уншăн пурăннă. 40 çул хушшинче 200 ытла сăнара калăпланă.

Вăл вылянă сăнарсем:

Ӑнлантарусем

Литература

  • Алексеев, Борис Алексеевич // Большая советская энциклопедия : [в 30 т.] / гл. ред. А. М. Прохоров. — 3-е изд. — М. : Советская энциклопедия, 1969—1978.

Каçăсем