Еланова Мария Ивановна

Еланова Мария Ивановна (ҫур. 1963 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — опера артисчĕ, сопрано.

Пурнӑҫӗпе ĕçĕ-хĕлĕ

1963 çулхи нарăсăн 3-мĕшĕнче Вӑрнар районӗнче (Чăваш АССР) çуралнă[1].

Чулхулари М. И. Глинкă ячĕллĕ патшалăх консерваторинче вĕренсе тухнă. 1991 çултанпа - Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн солисчĕ.

1997-2000 çулсенче Вена хулинче ăсталăх курсĕсенче вĕреннĕ. Репертуарĕ: Розина ("Севильский цирюльник"), Виолетта ("Травиата"), Джильда ("Риголетто"), Констанца ("Похищение из сераля"), Недда ("Паяцы"), Лейла ("Искатели жемчуга"), Марфа ("Царская невеста"), Тоска ("Флория Тоска").

М. Еланова "Тĕрĕк Оперин Йăла Кунĕсем" (Турккă Республики, Çурçĕр Кипр) VI фестивалĕнче Чăваш республикин ӳнер элчи пулнă. Çĕркаç ама патши ролĕпе ("Асамлă флейтă") Анкара (Турци) хулин опера театрĕн сцени çинче пултарулăхне кăтартнă. Темиçе хутчен те ăна Венăри Гизи Хеллерĕн паллă кĕвĕ салонĕнче юрлама чĕннĕ, Петĕр Дворски (Чехи, Словаки) фестивалĕн концерчĕсене хутшăннă.

Ҫитӗнӗвӗсем

Мария Ивановна 1999 тата 2006 ҫулсенче республикӑри театр ӳнерӗн «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурсӗн лауреачӗ пулнӑ[2].

Хисепӗсем

Мария Ивановна ҫак хисепсене тивӗҫнӗ[2]:

  • Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ (1995);
  • Чăваш Республикин халăх артисчĕ (1997);
  • Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ артисчĕ (2008).

Ӑнлантарусем

  1. ^ Еланова, Мария Ивановна (певица; 03.02.1963) (выр.). «Наследие Чувашии». Цифровая библиотека чувашского наследия. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 31-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2 И.В. Данилова. Еланова Мария Ивановна (выр.). Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 31-мӗшӗ.