Иванов Сергей Петрович

Сергей Петрович Иванов 1972, ҫурла, 12, Тӑрмӑш ялĕ, Тӑвай районӗ, Чăваш АССР çур.) — чăваш актёрĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ (2008), Чăваш Республикин халăх артисчĕ (2017)[1][2][3].

Биографи

1972 çулхи çурлан 12-мĕшĕнче Тăвай районĕнчи Тăрмăш ялĕнче çуралнă.

1993 çулта Мускавра М. С. Щепкин ячĕллĕ театр училищинче (пултарулăх ертӳçи — Ю. М. Соломин) вĕренсе тухсанах Шупашкара таврăннă та Чăваш патшалăх К. Иванов ячĕллĕ академи драма театрĕнче ĕçе пикеннĕ.