Александров Вячеслав Викентьевич

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Вячеслав Александров
Александров В. В.jpg
Ҫуралнӑ ячӗ Александров Вячеслав Викентьевич
Ҫуралнӑ 1959 кӑрлач, 1
Ҫуралнӑ вырӑн Энтрияль, Канаш районӗ, Чӑваш АССР, РСФСР, СССР
Гражданлӑх Flag of the Soviet Union.svg Flag of Russia.svg
Професси драма артисчĕ
Театр К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ

Вячеслав Викентьевич Александров (ҫур. 1959 ҫулхи кӑрлачӑн 13-мӗшӗ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — К. В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1998), Чăваш Республикин халăх артисчӗ (2005)[1].

Кун-çулĕ

1959 ҫулхи кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Канаш районӗнчи Энтрияль ялӗнче ҫуралнӑ[1].

Театр ӗҫне Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче (1976—1977) пуҫланӑ[1].

1980 ҫулта К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ ҫумӗнчи театр студинче вӗренсе тухнӑ та тӳрех театр труппине илнӗ[1].

Ача-пӑча радиокӑларӑмӗсене ертсе пынӑ. Илемлӗ фильмсемпе мультфильмсене чӑвашла куҫарса сасӑ хывас ӗҫе хутшӑннӑ. Раҫҫейри тата тӗнчери театр фестивалӗсене (1990—1992, 1996, 1998) хутшӑннӑ. Республикӑри театр ӳнерӗн «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурсӗн «Иккӗмӗш планри чи лайӑх роль» номинаци ҫӗнтерӳҫи (2019)[2].

Актёр пултарулăхĕ

Театр сцени çинче вăл пысăк рольсене сăнарланă:

  • Алеша — А. Чебановӑн «Праски инке хĕр парать»;
  • Листницкий — М. Шолоховӑн «Лӑпкӑ Дон»;
  • Тухтăр — Илпек Микулайӑн «Хура çăкăр»;
  • Пётр — Л. Родионовăн «Туй хыççăн»;
  • Георгий — В. Беловăн «Ҫутӑ ҫӑлкуҫ хӗрринче»;
  • Фредери — А. Додэн «Арлезианка»;
  • Баян — Н. Сидоровӑн «Хӳхӗм хӗрӗн хӳхлевӗ»;
  • Ванюш — Н. Сидоровăн «Кантӑкран шаккарӗ тур ҫырни»;
  • Верьялов — Н. Угаринăн «Салтак юратăвӗ»;
  • Семен — А. Ларёвăн «Ҫӗмӗртлӗхри юрату»;
  • Игорь Васильевич — Н. Сидоровăн «Эх-чух, ҫамрӑк чух»;
  • Орлов — Н. Дьяконовӑн «Туй тупри»;
  • Алексей — И. Бунинӑн «Ҫил-тӑманлӑ каҫ»;
  • Артем — Н. Сидоров «Ҫырӑнмасӑр»;
  • Сергей Сергеевич — Н. Коляда, «Шанель пике»;
  • Аслашшӗ — «Чикагори кукаҫин пурлӑхӗ», В. Ляпин;
  • Петрович — «Кӗтӳҫ», В. Николаев;
  • Георгий — «Мунча кунӗ», А. Тарасов;
  • Порфирий — «Куккуклӑ сехет», М. Карягина;
  • Ваҫҫа — «Пихампар чунӗ манра», В. Николаев;
  • Сатай — «Анисса», А. Кӑлкан;
  • Ҫемен — «Сурхури сăри», П. Осипов;
  • Асла манах — «Эп сÿннĕ чух – эс çун!», Михаил Сунтал;
  • Анисимов — «Вĕри юнлă çемçе чун» (Константин Иванов), Иоаким Максимов-Кошкинский;
  • Анатолий — «Туя туй пек тӑвар-и?», Арсений Тарасов;
  • Викентий Семёнович — «Юратӑва ҫул парӑр», Арсений Тарасов;
  • Кури тете — «Чуххӑм Ванькка авланать – кай-кай-кай…», Владислав Николаев;
  • Евгений Сергеевич Дорн — «Пилӗк пӑтлӑ юрату», Антон Чехов;
  • Николай Петрович — «Ай, мӑнтарӑн çил-тӑманӗ», Игорь Муренко;
  • Хуҫа — «Айӑпсӑр чун», Мария Ладо;
  • Фрол — «Василисса», Мария Малухина;
  • Элекҫей, Ҫирахви упӑшки — «Хӗрлӗ кӗпеллӗ телей», Арсений Тарасов[3].

Хисепӗсем

  • Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1998);
  • Чăваш Республикин халăх артисчӗ (2005);
  • XX Республикӑри театр ӳнерӗн «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурсӗн «Иккӗмӗш планри чи лайӑх роль» номинаци ҫӗнтерӳҫи (2019) (Сатай — «Аниса», А. Кӑлкана);
  • XXI-го Республикӑри театр ӳнерӗн «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурсӗн ятарлӑ парни (Евгений Сергеевич Дорн — «Пилӗк пӑтлӑ юрату», Антон Чехов);
  • Чӑваш Республикин Культура, национальнӑҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн Тав хучӗ (2013).

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4 Г. В. Кириллов. Александров Вячеслав Викентьевич (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ.
  2. ^ Александров, Вячеслав Викентьевич (актер; 13.01.1959) (выр.). Наследие Чувашии. Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ.
  3. ^ Александров Вячеслав Викентьевич (выр.). Чувашский государственный академический драматический театр им. К. В. Иванова. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Александров, В. Вячеслав Александров: «Артист ҫӑкӑрӗ мӗн тутине кашниех пӗлмест» / В. Александров ; Т. Краснова [ҫырса илнӗ] // Хыпар. — 2009. — 23 кӑрлач. — С. 4;
  • Александров, В. Лармана пухӑннисене юмах кӑтартнӑ : [чӑваш халӑх артисчӗпе Вячеслав Александровпа калаҫни / М. Тумаланова ҫырса илнӗ] ; С. Журавлев сӑн ӳкерчӗкӗсем // Чӑваш хӗрарӑмӗ. — 2019. — 9 нарӑс/февраль (№ 5). — С. 10 : сӑн ӳкерчӗксем;
  • Алексеева, А. Сцена ӑсти / А. Алексеева // Канаш (Чӗмпӗр Ен). — 2002. — 31 юпа (№ 44). — С. 3, 8;
  • Андреева, И. Чуна ҫывӑх сӑнарсем / И. Андреева // Канаш ен. — 2009. — 21 кӑрлач. — С. 2;
  • Ачча, В. Пултаруллӑ ентешӗмӗр ячӗпе / В. Ачча // Канаш ен. — 2009. — 30 кӑрлач. — С. 2;
  • Гримсӑр артистсем — мӗнлерех вӗсем? // Хыпар. — 2008. — 27 нарӑс. — (Культура : хушма кӑларӑм / кӑларӑма Н. Смирнова хатӗрленӗ ; № 1);
  • Краснова, Т. Оксфордра вӗреннӗ тейӗн / Т. Краснова // Хыпар. — 2009. — 27 кӑрлач. — С. 1. — (Кун хыҫҫӑн кун);
  • Мирова, В. Чӑваш халӑх артисчӗ таран ҫӗкленнӗ / В. Мирова // Канаш ен. — 2019. — 1 нарӑс (№ 7). — С. 1 : сӑн ӳкерчӗксем;
  • Федоров, В. Вячеслав Александров: «Театрсӑр эпӗ тӑлӑх» / В. Федоров // Самант. — 2009. — № 3. — С. 7;
  • Кириллов, Г. В. Александров Вячеслав Викентьевич / Г. В. Кириллов // Канашский район : энцикл. персон. — Чебоксары, 2014. — Кн. 1. — С. 24-25;
  • Кириллов, Г. В. Александров Вячеслав Викентьевич / Г. В. Кириллов // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2006. — Т. 1 : А-Е. — С. 71.

Каçăсем