Хӑйӗн ӗҫ-хӗлне студент чухнех пуҫланӑ — «Радар» производство кооперативӗнче программист пулса ӗҫленӗ[3].
1994 ҫултанпа Чӑваш Республикин Президент администрацийӗнче вӑй хунӑ. 2000 ҫулта ӑна Чӑваш Республикин пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министр ҫумӗ пулма лартнӑ, каярах Раҫҫей Федерацийӗн финанс сывлӑхӗпе панкрут енӗпе ӗҫлекен федераллӑ службӑн территориллӗ органӑн пуҫлӑхӗ пулма шанса панӑ[1]. 2004–2006 ҫулсенче Чӑваш Республикин транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ пулса ӗҫленӗ. Каярахри тепӗр икӗ ҫул хушшинче Чӑваш Республикин Президент администрацийӗнче эксперт пайӗнче тӑрмашнӑ[1].
2008 ҫулхи утӑн 2-мӗшӗнчен пуҫласа 2020 ҫулхи ҫӑвӑн 20-мӗшӗччен чылай вӑхӑт хушши Чӑваш Республикинчи Монополипе кӗрешекен федераллӑ управленийӗн ертӳҫи пулса ӗҫленӗ.
Республикӑн ертӳҫин тивӗҫне вӑхӑтлӑха Олег Николаев пурнӑҫлама тытӑнсан вӑл Вячеслав Борисова администраци пуҫлӑхне лартнӑ[1]. Хальхи вӑхӑтчен ҫак ӗҫе пурнӑҫлать[2].