Павлов Сергей Геннадьевич

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ҫын пирки
Павлов Сергей Геннадьевич
Павлов Сергей Геннадьевич.jpg
Çуралнă вăхăт 1970 ҫулхи ҫурлан 21-мӗшӗ(1970-08-21) (54 ҫулта)
Гражданлăх

Павлов Сергей Геннадьевич (1970 ҫулхи ҫурлан 21-мӗшӗ) — патшалӑх ӗҫченӗ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сергей Геннадьевич 1970 ҫулхи ҫурлан 21-мӗшӗнче ҫуралнӑ[1].

1993 ҫулта милицире ӗҫлеме пуҫланӑ. Ун чухне вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта участок инспекторӗн ӗҫне пурнӑҫланӑ. Каярахпа Чӑваш Республикин Шалти ӗҫсен министерствинче тӗрлӗ пуҫлӑх вырӑнӗсене йышӑннӑ: дознавани пай пуҫлӑхӗ, общество хӑрушсӑрлӑхӗн милицийӗн пуҫлӑхӗ. Каярахпа ӑна, 2009 ҫулта, Шупашкарӑн Ленин район милицийӗн 1-мӗш пайӗн начальникне лартнӑ. 2011 ҫулхи ҫулла вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти шали ӗҫчен пайне ертсе пыма пуҫланӑ[2][1].

2013–2019 ҫулсенче Шупашкарти УМВД начальникӗн вырӑнне йышӑннӑ[3], кайран Ҫӗнӗ Шупашкар хулин «Гражданла оборона тата чрезвычайлӑ лару-тӑру ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен управленине» ертсе пыма пуҫланӑ[1].

2022 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев кӑларнӑ 30-мӗш Хушӑвӗпе ӑна Чӑваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлӑ лару-тӑру ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен патшалӑх комитетне ертсе пыма шанса панӑ[4]. 2025 ҫулхи акан 1-мӗшӗнче патшалӑх комитетӗнчен министерство туса хунӑ, тепӗр кун ӑна ҫак ведомствӑн министрне лартнӑ[5][2].

Авланнӑ, икӗ ача пӑхса ӳстернӗ[3].

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]