Чӑваш Республикин Пуҫлӑхне суйлани (2025)
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӑн суйлавӗ черетлӗ хут 2025 ҫулхи авӑнӑн 12-мӗшӗнчен пуҫласа 14-мӗшӗччен пӗрлехи сасӑлав кунӗнче иртӗ.
Республика ертӳҫине 5 ҫуллӑха суйлаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑталлах суйлавра ҫӗнтернӗ пуҫлӑх Федераци Канашӗн членӗ пулма суйлав вӑхӑтӗнче тӑратнӑ виҫӗ кандидатран пӗрине лартать.
2025 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Республикинче 908 307 суйлавҫа шута илнӗ.
Кандидатсем
Чӑваш Республикин Пуҫлӑх вырӑнне йышӑнмашкӑн кандидатсене регистрациленӗ политика партийӗсем е суйлава хӑй тӗллӗн тухнӑ майпа тӑратма пултараҫҫӗ. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ пулма тӑратнӑ кандидатӑн 30 ҫултан ҫамрӑк мар Раҫҫей гражданинӗ пулмалла. Пуҫлӑх вырӑнне йышӑнма палӑртнӑ кандидат ют ҫӗршыв гражданинӗ е ют ҫӗршывра пурӑнма панӑ ирӗк пулмалла мар. Регистрациленмешкӗн кашни кандидатӑн муниципаллӑ виҫесен членӗсемпе пуҫлӑхӗсен йышӗнчен 7% кая мар алӑ пуснине пухмалла. Унсӑр пуҫне суйлава хӑй тӗллӗн тухакансен Чӑваш Енре пурӑнакан халӑхӑн 0,5 % алӑ пуснине пухмалла.
| Кандидат | Ӗҫӗ-хӗлӗ/вырӑн йышӑнни (тӑратнӑ вӑхӑтра) |
Тӑратакан субъект |
Тӑрӑм | Федераци канашӗн кандидачӗсем |
|---|---|---|---|---|
| Владимир Дмитриевич Ильин | «Чувашлифт» ТМЯП тӗп директорӗ | Пенсионерсен партийӗ(выр.)чăв. | регистрациленӗ | |
| Максим Викторович Морозов | «Мариинско-Посадский Маслозавод» ТМЯП тӗп директорӗ | Новые люди(выр.)чăв. | регистрациленӗ | |
| Олег Николаев | Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ | хӑйне хӑй тӑратни | регистрациленӗ | |
| Савинов Владимир Сергеевич | «Бюро научных экспертиз» комерциллӗ мар автономлӑ организацийӗн директорӗ | «Зелёные» | регистрациленӗ | |
| Степанов Константин Олегович | Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ | ЛДПР | регистрациленӗ | |
| Виктор Васильевич Фёдоров | Председатель правления общественной организации по защите детей и пенсионеров «Надежда» | хӑйне хӑй тӑратни | суйлава тӑратнӑ кандидат ятне ҫухатнӑ |