Чӑваш Республикин Пуҫлӑхне суйлани (2020)

РАН экспертизи

Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
Тӗплӗнрех
Aprove.svg

РАН экспертизи

Arrow-Right.png
Logo-ran.png
Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ

Чӑваш Республикин пуҫлӑхне суйлани 2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пӗрлехи сасӑлав кунӗнче Чӑваш Енре иртнӗ. Республика Пуҫлӑхне 5 ҫуллӑха суйланӑ.

2020 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне республикӑра 926 299 суйлавҫа регистрациленӗ пулнӑ, вӗсенчен 40 % (370 653 суйлавҫӑ) Шупашкарта регистрациленӗ[1].

Чӑваш Республикин суйлав комиссийӗ 12 ҫынран тӑрать, ӑна 2016 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче 5 ҫуллӑха йӗркеленӗ[2]. Суйлав комиссийӗн председателӗ — Александр Цветков (2011 ҫултанпа).

Умӗнхи ӗҫ-пуҫ

2020 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче РФ президенчӗ Владимир Путин республика пуҫлӑхӗн вырӑнне йышӑннӑ Михаил Игнатьева («Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей») «шанӑҫа ҫухатнӑшӑн» отставкӑна янӑ[3]. Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлама Путин Олег Николаева — Патшалӑх Думине «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» партирен суйланнӑ депутата, Патшалӑх Думин национальноҫсен ӗҫӗсен комитечӗн председательне — лартнӑ[4]. 2015 ҫулта Николаев республика пуҫлӑхӗн суйлавне(выр.)чăв. хутшӑнса 14,73 % сасӑ пухнӑ пулнӑ.

Тӗп датӑсем

  • 2020 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ 2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче — пӗрлехи сасӑлав кунӗнче (сасӑлав кунӗччен 100—90 кун маларах) сасӑлав ирттерме йышӑннӑ
    • ҫакӑн хыҫҫӑн 3 кун хушшинче суйлав комиссийӗ кандидата регистрацилеме кирлӗ алӑ пуснисен хисепӗн йышне пӗлтернӗ
  • ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчен утӑ пуҫламӑшӗ таран — кандидатсене тӑратмалли тапхӑр (суйлава палӑртнӑ хыҫҫӑн тепӗр кунран пуҫланать)
    • агитаци тапхӑрӗ кандидата тӑратнӑ кунран пуҫланать те сасӑлав кунӗччен пӗр талӑк маларах вӗҫленет
  • кандидата регистрацилеме муниципалитет депутачӗсен алӑ пуснисене пуҫтармалли тапхӑр суйлав комиссине тӑратнӑ хыҫҫӑн кандидат хӑй суйлава хутшӑнма килӗшни ҫинчен калакан заявленине панӑ хыҫҫӑн пуҫланать
  • утӑ уйӑхӗн варринчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн вӗҫӗччен (сасӑлав кунӗччен 55—45 кун) — кандидатсене регистрацилеме хутсем тӑратни; заявленисем ҫумне муниципаллӑ депутатсем алӑ пуснӑ хутсем тата Федераци Канашӗн пайташӗ пулма тӑратакан виҫӗ кандидатран тӑракан список
    • суйлав комиссийӗ кандидата регистрацилесси пирки йышӑну тӑвасси — суйлав комиссине хутсем панӑранпа 10 кун хушшинче тумалла
  • ҫурла уйӑхӗн варринчен пуҫласа авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗччен — МИХсенче ирттерекен агитаци тапхӑрӗ (сасӑлав кунӗччен 28 кун маларах пуҫланать)
  • авӑнӑн 12-мӗшӗ — «шӑплӑх кунӗ»
  • авӑнӑн 13-мӗшӗ — сасӑлав кунӗ

Кандидатсене тӑратасси тата регистрацилесси

Чӑваш Республикинче 2020 ҫулччен Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн должноҫне йышӑнма кандидатсем тӑратма суйлава хутшӑнма ирӗк пур политика партийӗсем кӑна пултарнӑ. Кандидатсем хӑйсене тӑратма пултарайман. Анчах та, суйлавччен кӑшт маларах Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ ҫак йӗркене улӑштарнӑ. Ҫакӑ Олег Николаева (унӑн кандидатурине «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» тата «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» ырланӑ) суйлава хӑйне хӑй тӑратса хутшӑнма май панӑ.

Кандидат ют патшалӑх гражданинӗ е унӑн пӗр-пӗр урӑх ҫӗршывра пурӑнмалли вырӑн пулмалла мар.

Кандидата регистрацилеме муниципалитет депутачӗсем ырлани кирлӗ, суйлавҫӑсем ырлани кирлӗ мар. Кашни кандидат регистрациленнӗ чухне виҫӗ ҫынран тӑракан список тӑратмалла, кандидата суйласан вӗсенчен пӗри Федераци Канашӗнче регион правительствин ҫынни пулса тӑрать.

Муниципаллӑ фильтр

Кӗпӗрнаттӑр кандидатне регистрацилеме кирлӗ муниципалитет депутачӗсем алӑ пуснин хисепӗ 5 % пуҫласа 10 % таран пулма пултарать. Чӑваш Республикинче кандидатсен муниципаллӑ депутатсен тата муниципаллӑ виҫе пуҫлӑхӗсен алӑ пуснине 7 % пухмалла пулнӑ. Вӗсен хушшинче район тата хула канашӗсен депутачӗсем тата (е) районсен е хула округӗсен пуҫлӑхӗсен алӑ пусни пӗтӗмӗшле йышӗн 10 % е ытла пулмалла. Кунсӑр пуҫне кандидат алӑ пуснисене районпа хула округӗсен виҫҫӗ тӑваттӑмӗш пайӗнче, урӑхла каласан, 26-ран 20-шӗнче, пухмалла.

Суйлав комиссийӗн шутласа кӑларнӑ тӑрӑх 2015 ҫулта кашни кандидатӑн пӗтӗм шайри депутатсемпе муниципаллӑ виҫесен пуҫлӑхӗсенчен 287-рен пуҫласа 301 таран алӑ пусни пухмалла пулнӑ, вӗсенчен 54-ран пуҫласа 56 таран — хула округӗсемпе район канашӗн депутачӗсенчен тата районсемпе хула округӗсен пуҫлӑхӗсечен. Ҫав вӑхӑтрах алӑ пуснисене 20 районпа хула округӗсенчен кая мар пуҫтармалла пулнӑ.

Кандидатсем

Кандидат Ӗҫ вырӑнӗ (тӑратнӑ вӑхӑтра) Тӑратакан субъект Тӑрӑм
Андреев Александр Михайлович Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитет председателӗн ҫумӗ КПРФ регистрациленӗ
Васильев Роман Владимирович Вӑхӑтлӑха ӗҫлемен Хӑйне хӑй тӑратни регистрацилемен
Ильдеменов Андрей Сергеевич Усламҫӑ Хӑйне хӑй тӑратни регистрацилемен
Коклейкин Николай Сергеевич адвокат Хӑйне хӑй тӑратни регистрацилемен
Матвеев Сергей Петрович Шупашкар районӗн депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Раҫҫей патриочӗсем регистрациленӗ
Николаев Олег Алексеевич Чӑваш Республикин Пуҫлӑх тивӗҫне вӑхӑтлӑха пурнӑҫлаканскер Хӑйне хӑй тӑратни регистрациленӗ
Петрянкин Пётр Витальевич Вӑхӑтлӑха ӗҫлемен Хӑйне хӑй тӑратни регистрацилемен
Сидоров Юрий Борисович «Российский обозреватель» ИА ятарлӑ корреспонденчӗ Хӑйне хӑй тӑратни суйлавран тухнӑ
Степанов Константин Олегович Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ ЛДПР регистрациленӗ
Степанов Николай Алексеевич «Чистый город» ТМЯП финанс директорӗ Социаллӑ танлӑхшӑн тӑракан пенсионерсен Раҫҫей партийӗ регистрациленӗ
Чепель Максим Сергеевич «Декомонт» ТМЯП консультанчӗ Хӑйне хӑй тӑратни регистрацилемен
Шакеев Юрий Алексеевич Вӑхӑтлӑха ӗҫлемен Хӑйне хӑй тӑратни регистрацилемен

Пӗтӗмлетӳсем

Авӑнӑн 16-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Тӗп суйлав комиссийӗ суйлава пӗтӗмлетнӗ. Республика пуҫлӑхӗ пулма Олег Николаева суйланӑ.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхне суйланине пӗтӗмлетни
Вырӑн Кандидат Парти Сасӑ %
1. Олег Николаев Самовыдвижение &&&&&&&&&0386436.&&&&&0386 436 75,61 %
2. Александр Андреев КПРФ &&&&&&&&&&052580.&&&&&052 580 10,29 %
3. Константин Степанов ЛДПР &&&&&&&&&&028180.&&&&&028 180 5,51 %
4. Николай Степанов Пенсионерсен партийӗ &&&&&&&&&&018039.&&&&&018 039 3,53 %
5. Сергей Матвеев Раҫҫей патриочӗсем &&&&&&&&&&010870.&&&&&010 870 2,13 %
Юрӑхлӑ бюллетеньсем &&&&&&&&&0496105.&&&&&0496 105 97,06 %
Юрӑхсӑр бюллетеньсем &&&&&&&&&&015001.&&&&&015 001 2,94 %
Пурӗ &&&&&&&&&0511106.&&&&&0511 106 100 %
Вӑхӑт ҫитиччен панӑ бюллетень йышӗ &&&&&&&&&0323270.&&&&&0323 270 63,21 %
Суйлав участокӗнче панӑ бюллетень йышӗ &&&&&&&&&0171080.&&&&&0171 080 33,45 %
Пӳлӗм тулашӗнче панӑ бюллетень йышӗ &&&&&&&&&&017082.&&&&&017 082 3,34 %
Суйлама пыни &&&&&&&&&0511432.&&&&&0511 432 55,51 %
Суйлавҫӑсен йышӗ &&&&&&&&&0921397.&&&&&0921 397 100 %

Суйлаври ултавшӑн пуҫарнӑ уголовлӑ ӗҫ

Унччен малтан Вӑрмар районӗнчи Мӑнҫырма ялӗнчи участок суйлав комиссийӗн председателӗ пулнӑ ҫынна тата ҫак суйлав комиссӗнчи икӗ пайташа Раҫҫей Федерацийӗн Уголовлӑ Кодексӗн 142 статйин 1-мӗш пайӗпе тата Раҫҫей Федерацийӗн Уголовлӑ Кодексӗн 142.1 статйин 1-мӗш пайӗпе (суйлав хучӗсемпе тата сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗсене улталан) айӑпласа суйлав хучӗсемпе тата сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗсене улталанӑшӑн айӑплӑ тесе йышӑннӑ, вӗсенсе 68 пинрен пуҫласа 244 пин тенкӗ таран штрафланӑ[5].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Численность избирателей в Чувашской Республике. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗ.
  2. ^ О членах Центральной избирательной комиссии Чувашской Республики. 23 ноября 2016 года. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗ.
  3. ^ Путин снял с должности главу Чувашии (20200129T1729). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи акан 1-мӗшӗ.
  4. ^ Олег Николаев назначен врио Главы Чувашии (выр.). Президент Российской Федерации. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗ.
  5. ^ В Урмарском районе вынесен обвинительный приговор по уголовному делу о фальсификации избирательных документов и итогов голосования , Wayback Machine çинчи 2021 ҫулхи пушӑн 28-мӗшӗнчи копийӗ, 26.03.2021

Каҫӑсем

Темӑпа ҫыхӑннисем