Чӑваш Республикин Президенчӗн суйлавӗ (1991)
РАН экспертизи
РАН экспертизи

Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
тӗрӗслесе тухнӑ
Чӑваш Республикин Президенчӗн 1991 ҫулхи суйлавӗ 1991 ҫулхи раштавӑн 8 тата 22-мӗшӗсенче икӗ турпа иртнӗ. Иккӗмӗш тура РСФСР Национальноҫсен ӗҫӗсен патшалӑх комитечӗн председателӗ Леонид Прокопьев тата Атнер Хусанкай тухнӑ, ҫапах вӗсенчен пӗри те саккун ыйтнӑ пек ҫителӗклӗ сасӑ пухайман, ҫавӑнпа республика президентне суйлайман. Президент тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Чӑваш ССР Аслӑ Канашӑн председателӗ Эдуард Кубарев пулса тӑнӑ. Президентпа пӗрлех вице-президента та суйланӑ[1].
Ум истори
Чӑваш Республикин Президенчӗн должноҫне Чӑваш ССРӗн Аслӑ Канаш 1991 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнчи «Чӑваш ССРӗн Президенчӗн постне йӗркелесси ҫинчен» йышӑнӑвӗпе кӗртнӗ. «Майлӑ» 200-тен 171 депутат сасӑланӑ. Президент институтне республикӑн патшалӑх йӗркеленӗвӗн форми пек йӗркелес тӗлӗшпе саккун проекчӗсен пакетне хатӗрлеме тытӑннӑ. Юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш ССР Президенчӗ ҫинчен тата Чӑваш ССР Президенчӗн суйлавӗ ҫинчен калакан саккунсене йышӑннӑ. Анчах та социологи тӗпчевӗсем республикӑри халӑх пулса иртекен реформӑна ырламаннине кӑтартнӑ[2].
Суйлав тытӑмӗ
Чӑваш ССРӗн Президентне 5 ҫуллӑха суйланӑ. Чӑваш ССРӗнчи патшалӑх чӗлхисене пӗлекен, суйлав прависемлӗ 30 ҫултан пуҫласа 60 ҫулчченхи кирек хӑш гражданин та пулма пултарнӑ. Граждансене суйлав вӑхӑтӗнче ирӗккӗн суйлама май тунине палӑртнӑ, суйлав хӑҫан иртессе Чӑваш ССРӗн Аслӑ Канашӗ палӑртнӑ. Кандидатсене тӑратма политика партийӗсен, профсоюзсен тата обществӑпа политика юхӑмӗсен ирӗк пулнӑ. Регистрациленме кандидатӑн 10 000 ҫынран кая мар алӑ пусни пухмалла пулнӑ. Суйлавҫӑсенчен 50% ытла сасӑ пухнӑ кандидат ҫӗнтернӗ шутланнӑ. Суйлава хутшӑнма ирӗк пур граждансен 50% суйлава хутшӑнмасан, ҫавӑн пекех бюллетеньре пӗр кандидат ҫеҫ пулсан суйлав иртмен тесе палӑртнӑ, саккун тӑрӑх, суйлав альтернативӑсӑр иртме пултарайман. Пӗрремӗш турта икӗ кандидатран ытларах хутшӑннӑ пулсан, тепӗр тура пӗрремӗш сасӑлав хыҫҫӑн икӗ эрнерен ҫеҫ ирттерме пултарнӑ. Сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗсене тӗрӗс мар е ҫителӗклӗ суйлавҫӑ хутшӑнман тесе йышӑнсан, суйлав комиссийӗ икӗ уйӑх хушшинче иртекен ҫӗнӗ суйлав ирттермелле пулнӑ[3].
Кандидатсем
| Кандидат[3] | Кандидата тӑратнӑ чухнехи должность | Тӑратакан субъект | Статус |
|---|---|---|---|
| Атнер Хузангай | Чӑваш ССР Аслӑ Канашӗн культура, чӗлхе аталанӑвӗ тата нацисен хутшӑнӑвӗсен яланхи комиссийӗн председателӗ | Чӑваш аталану партийӗ | регистрациленӗ |
| Владимир Федоров | Шупашкарти МЖК йӗркелӳ комитечӗ председателӗ | регистрацилемен
(10 000 ал пусни пухайман) | |
| Владислав Алексеев | Предприниматель | «Демократилле Чӑваш Ен» | регистрацилемен
(10 000 ал пусни пухайман) |
| Лев Кураков | И. Н. Ульянов ячӗлле Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ | регистрацилемен
(10 000 ал пусни пухайман) | |
| Леонид Прокопьев | РСФСР Национальноҫсен ӗҫӗсен патшалӑх комитечӗн председателӗ | регистрациленӗ | |
| Николай Зайцев | Чӑваш ССР правительствин пуҫлӑхӗ | хутшӑнма килӗшмен | |
| Пётр Ивантаев | Ялхуҫалӑх комплексӗн ӗҫченӗсен профсоюзӗн ертӳҫи | Хресченсен пӗрлӗхӗ | регистрациленӗ |
| Эдуард Кубарев | Чӑваш ССР Аслӑ Канашӗн Председателӗ | «Демократилле альтернатива» ун майлӑ пулнӑ | регистрациленӗ |
Пӗтӗмлетӳ
| Вырӑн | Кандидат | Пӗрремӗш тур | Иккӗмӗш тур | |
|---|---|---|---|---|
| % | % | |||
| 1. | Атнер Хузангай | 20,2% | 46,4% | |
| 2. | Леонид Прокопьев | 28,3% | 43,1% | |
| 3. | Эдуард Кубарев | 13,7%| | ||
| 4. | Пётр Ивантаев | 13,2% | ||
| 5. | Пурне те хирӗҫ | 19,6% | — | |
| Тӗрӗс мар бюллетеньсен шучӗ | 5,0% | — | ||
Кайранхи ӗҫ-пуҫ
Малашне Президент тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Кубарев президентӑн ҫӗнӗ суйлавне ирттерес мар тӗллевпе тӗрле май шыранӑ[5], ҫапла, Чӑваш ССР Аслӑ Канашӗ ҫӗнӗ суйлав ирттерес мар тесе моратори йышӑннӑ, вӑл 1992 ҫулхи раштав уйӑхӗччен тӑсӑлнӑ, каярах та суйлав ирттерес мар ӗҫе тӑснӑ, мораторие 1993 ҫулхи юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Аслӑ Канашӑн XVI сессийӗнче ҫеҫ пӑрахӑҫланӑ. Чарӑва сирнӗ хыҫҫӑн суйлав кунне палӑртнӑ — 1993 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнче, иккӗмӗш турта Николай Фёдоров ҫӗнтернӗ[1].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3 История выборов и назначений главы Чувашской Республики, ТАСС (2020-09-11). 2020 ҫулхи юпан 28-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2020 ҫулхи юпан 24-мӗшӗ.
- ^ Закон Чувашской ССР от 17.10.1991 "О Президенте Чувашской ССР" | ГАРАНТ. base.garant.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи акан 1-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Л. Н. Линник, О. М. Ефимов; Институт президентства в Чувашской Республике: становление и развитие.
- ^ Политическая история Чувашии, Коммерсантъ (2015-08-25). 2020 ҫулхи юпан 28-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2020 ҫулхи юпан 24-мӗшӗ.
- ^ Книга рекордов выборов, Коммерсантъ (2005-01-31). 2020 ҫулхи юпан 29-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2020 ҫулхи юпан 24-мӗшӗ.
Вуламалли
- Л. Н. Линник, О. М. Ефимов. Институт президентства в Чувашской Республике: становление и развитие.