Бедертдинов Эмир Нуртдинович

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ҫын пирки
Бедертдинов Эмир Нуртдинович

Бедертдинов Эмир Нуртдинович (1969 ҫулхи юпан 5-мӗшӗ, Тутар Тимешӗ, Патӑрьел районӗ, Чӑваш АССР) — Мари Эл Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи.

1969 ҫулхи юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Тутар Тимешӗ ялӗнче ҫуралнӑ. Мари патшалӑх политехника институтне (1994) вӗренсе пӗтернӗ. Совет Ҫарӗнче (1988—1990) хӗсметре пулнӑ. Таир лесничествинче вӑрман ӑсти, лесничи (1994—1999), Кокшайск лесничествинче тӗп лесничи (1999—2008), Мари Эл Республикин «Хулаҫум вӑрман хуҫалӑхӗ» патшалӑх хысна учрежденийӗн ертӳҫи (2008—2016) пулса ӗҫленӗ. 2016—2019 ҫулсенче — Тутарстан Республикин вӑрман хуҫалӑх министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ, 2019—2021 ҫулсенче – «Таволга вӑрман хуҫалӑх предприятийӗ» тулли мар яваплӑ юлташлӑх директорӗн вӑрман хуҫалӑх енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ (Йошкар-Ола хули). 2021 ҫултанпа – Чӑваш Республикин ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ .