Николин Олег Валентинович
Николин Олег Валентинович (ҫур. 1973 ҫулхи ҫӑвӑн 12-мӗшӗ, Сĕнтĕрвăрри, Сӗнтӗрвӑрри районӗ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — Раҫҫей регион шайӗнчи патшалӑх тата хуҫалӑх ӗҫченӗ. 2026 ҫулхи нарӑсӑн 2-мӗшӗнчен пуҫласа — Чӑваш Республикин Министрсен кабинечӗн председателӗн ҫумӗ[1].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1973 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Сӗнтӗрвӑрри хулинче ҫуралнӑ. И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне «Тӗнче экономики» специальноҫпа (квалификаци — тулаш экономика енӗпе экономист) хӗрлӗ дипломпа вӗренсе пӗтернӗ (1995).
Ӗҫ-хӗлне Чӑваш Республикин Шалти ӗҫсен министерствин тытӑмӗнче пуҫланӑ, тӑватӑ ҫул ӗҫленӗ. Ҫар оперцийӗсене хутшӑннӑ.
2000 ҫултанпа — Раҫҫей Перекет банкӗнче: Ҫӗнӗ Шупашкар уйрӑмӗн касса операцийӗсен секторӗн пуҫлӑхӗ; экономика хӑрушсӑрлӑхӗпе информацие хӳтӗлев пайӗн аслӑ инспекторӗ, тӗп инспекторӗ, пуҫлӑхӗ; 8613-мӗш Чӑваш уйрӑмӗн касса операцийӗсен пай пуҫлӑхӗ; 44437-мӗш Ҫӗрпӳ уйрӑмӗн управляющийӗ (2010—2013); ПАО Перекет банкӗн управляющи ҫумӗ — Чӑваш касса центрӗн пуҫлӑхӗ (2013 ҫултан).
2026 ҫулхи нарӑсӑн 2-мӗшӗнчен пуҫласа Чӑваш Республикин Министрсен кабинечӗн председателӗн ҫумӗ пулма ҫирӗплетнӗ (хушӑва 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче алӑ пуснӑ). Ҫӗнӗ вице-премьер экономикӑпа промышленноҫа аталантарас ыйтусемшӗн яваплӑ пулӗ[2].
Ҫемье
Авланнӑ, икӗ хӗр[2].
Хисепӗсем
- «Хӗсметре палӑрнӑшӑн» медалӗн(выр.)чăв. II степенӗ;
- «Обществӑлла йӗркелӗхе сыхлассинче палӑрнӑшӑн» медаль(выр.)чăв.;
- Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗн тавӗ (2021)[2].
Кӑсӑклану
Хоккейла вылять. Чӑваш Республикинчи КХЛ-Новотранс корпоративлӑ хоккей лигинче «Сбербанк» командӑшӑн вылянӑ[3].
Критика
Николин О. В. автомашинипе 2022 ҫулхи акан 2-мӗшӗнче светофорсӑр ҫул урлӑ каҫакан вырӑнта ҫул урлӑ каҫакан ҫуран ҫӳрекене пырса ҫапнӑ. Ӑна преступлени тунӑ тесе айӑпланӑ РФ УК 264 ст. 1 п.). Шупашкар хулин Калинин район сучӗ 2022 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Николин тӗлӗшпе пуҫарнӑ уголовлӑ ӗҫе чарса лартма йышӑннӑ, 100 пин тенкӗлӗх суд штрафне палӑртнӑ. Суд унччен уголовлӑ майпа явап тытманнине, пӗчӗк йывӑрӑшлӑ преступлени тунӑшӑн пӗрремӗш хут айӑпланине, хӑйӗн айӑпне йышӑннине, тунӑ ӗҫшӗн ӳкӗннине, преступление уҫӑмлатма, тӗпчеме пулӑшнине, ДТП хыҫҫӑн васкавлӑ пулӑшу чӗннине, аманнӑ ҫын патне больницӑна ҫӳренине, кирлӗ эмел, ытти япала туяннине, сиделка пулӑшӑвӗшӗн тӳленине, укҫа-тенкӗ тата мораль тӗлӗшӗнчен сиен тӳснӗскере 1 млн тенкӗ тӳленине, каҫару ыйтнине шута илнӗ. Инкек тӳснӗскер уголовлӑ ӗҫе чарма хирӗҫлемен, чӑрмав ҫуккине пӗлтернӗ[4].
Ӑнлантарусем
- ^ О заместителе Председателя Кабинета Министров Чувашской Республики (выр.). Портал органов власти Чувашской Республики (31 кӑрлачӑн 2026). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 2-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Валерий Львов. В Чувашии — новый вице-премьер (выр.). Сетевое издание «Чувашинформ.рф» (31 кӑрлачӑн 2026). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 2-мӗшӗ.
- ^ Непрофессиональная хоккейная лига - Чувашия. 21.nphl.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 2-мӗшӗ.
- ^ Дело № 1-458/2022 (выр.). Судебные решения РФ (16 чӳкӗн 2022). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗ.