Чăваш Республикин администрациллĕ-территориллĕ пайланăвĕ

Coat of Arms of Chuvashia.svg

Чăваш республикинче:

1700 яхăн ял пурăнан вырăн.

Чăваш Республикин 37-мĕш № (2004 çулхи чӳкĕн 24-мешĕнче) «Об установлении границ муниципальных образований Чувашской Республики и наделении их статусом городского, сельского поселения, муниципального района и городского округа» саккунĕпе килĕшӳллĕ республикăра администраци реформи иртнĕ. Çакăн хыççăн ял тăрăхĕсен шучĕ чакнă [1]

Реформа хыççăн' 7 хула тăрăхĕ, 2874 ял тăрăхĕ юлнă.

Чăваш Республикин тĕп хули — Шупашкар.

Администрациллĕ пайланăвăн кун-çулĕ

Малтанах Чăваш автономи облаçĕ 3 уесран тытăнса тăнă: Шупашкар уесӗ, Ҫӗрпӳ уесӗ тата Етӗрне уесӗ.

Кĕçех Çĕрпӳ уесĕнче Йĕпреç районне тăваççĕ. 1921 çулта Йĕпреç районне Çĕрпӳ уесĕнчен кăларса Патăрьел уесне (хăшпĕр документсенче Йĕпреç уесĕ) туса хураççĕ.

1925 çулхи çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш автономи облаçĕнчен Чăваш автономи совет социаллă республика туса хураççĕ. Çавна май Чĕмпĕр кĕпернинчен территории илсе ЧАССР йышне куçараççĕ. Малтан ăна Çĕнĕ Улатăр уесĕ, 1926 çулта Улатăр уесĕ тесе палăртаççĕ.

1927 çулта уессене пĕтерсе 17 район туса хураççĕ: Улатăр, Элĕк, Аслă Патăръел, Вăрнар, Йĕпреç, Канаш, Куславкка, Хĕрлĕ Чутай, Кĕçĕн Елчĕк, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Тутаркасси, Вăрмар, Çĕрпӳ, Шупашкар, Шăмăршă тата Етĕрне.

1929 çулта Шăнкăртам тутар наци районне туса хураççĕ.

1935 çулта Аслă Патăръел районĕн ятне Патăръел районĕ, Кĕçĕн Елчĕк районĕн Елчӗк районӗ тесе улăштараççĕ. Çав çулах Ишлей, Кувакин, Турхан, Трак, Шăхасан, Çĕмĕрле тата Тăвай районĕсене йĕркелеççĕ.

1939 çулта каллех улшăнусем пулаççĕ: Патăрьелпе Шăнкăртам районĕсене пĕтереççĕ, Калинин, Комсомольски, Октябрьски, Советски, Чкаловски (1957-мĕш çултанпа Патăрьел) районĕсене туса хураççĕ. Турхан районне Первомайски ятпа улăштараççĕ, Тутаркас районне - Сĕнтĕр районĕ. Тепĕр çултан Трак районне Красноармейски ят параççĕ. 1944 çулта Муркашпа Чурачăк районĕсем тăваççĕ.

1956 çулта районсен шучĕ чакма тытăнать. Чи малтан Калинин, Кувакин, Совет тата Шăхасан районĕсене пĕтереççĕ. 1959 çулта Ишлей, Муркаш, Октябрьски, Первомайски, Чурачăк районĕсене; 1962 çулта — Элĕк, Йĕпреç, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Сĕтĕрвăрри, Пăрачкав, Сĕнтĕр, Шăмăршă, Елчĕк, Етĕрне районесенне.

1964 çулта каллех районсен шучĕ ӳсме тытăнать. Малтан Муркаш районне каялла тавăраççĕ.

1965 çулта Элĕк, Йĕпреç, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Шăмăршă, Елчĕк тата Тăвай районĕсене çĕнĕрен тăваççĕ. Çемĕрле районне 1965-мĕш çулта пĕтереççĕ, анчах 1966-мĕш çулта çĕнĕрен тăваççĕ. Çав вăхăтран районсен пайланăвне улăштарман.

Муниципаллă районĕсем

Çавăн пекех

Каçăсем

it:Ciuvascia#Suddivisioni

Категорисем