Мăн Вылă ял тăрăхĕ

Мăн Вылă ял тăрăхĕЧăваш Республикинчи Элӗк районӗн администрациллĕ пайĕ.

Тăрăх тытăмĕ, халăх йышĕ

Ял тăрăхĕнче 1279 çын (2006) пурăнать. Администраци Мӑн Вылӑ чиркӳллĕ ялĕнче вырнаçнă. Район тĕпне çитме 18 çухрăм.

Мăн Вылă ял тăрăхне Мӑн Вылӑ, Çирĕккасси, Вылпасар ялсем кĕреççĕ.

Çутçанталăк

Чылайрахăшĕпе вăрман тăприллĕ сăрă çĕр, вĕсем районăн 85% таран территорине йышăнаççĕ. Халĕ пур çĕре тенĕ пекех сухаласа усă кураççĕ.

Ял тăрăхĕнче климат вăтам континентлă. Хĕлле сивĕ, çилсем вĕреççĕ, çуллв ăшă. Хĕллехи вăтам температура — -12,9 °C тан, çуллахи — +18,3 °C. Палăртса юлнă чи сивĕ температура — -44 °C, чи ăшши — +37 °C[1].

Çыхăну, хаçат-журнал, ИК

  • Инçекурав: Халăх эфирл тата спутник телевиденийĕпе усă курать, кабель телевиденийĕ çук. Эфир РИР инçекуравĕ шутĕнчи наци каналĕ чăвашла тата вырăсла кăларăмсене кăтартать.

Вуламалли

  • "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.

Ӑнлантарусем

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем