Чăваш Сурăм ял тăрăхĕ
Чăваш Сурăм ял тăрăхĕ — Чăваш Енĕн Элĕк районĕн администрациллĕ пайĕ.
Тăрăх тытăмĕ, халăх йышĕ
Ял тăрăхĕнче 1758 çын (2006) пурăнать. Администрацийĕ Чăваш Сурăм чиркӳллĕ ялĕнче вырнаçнă. Район тĕпне çитме 12 çухрăм.
Чăваш Сурăм ял тăрăхне Чăваш Сурăм чиркӳллĕ ял, Антоновка выççăлки, Мăн Шĕвĕш, Тури Юлăш, Тури Хурасан,Какаç, Мартынкасси, Анатри Юлăш, Анатри Хурасан, Анатри Шĕвĕш, Шапкин, Шор Шетмĕ, Шор-Пайраш, Шуркасси, Энехмет, Янăш) ялсем кĕреççĕ.
Çутçанталăк
Чылайрахăшĕпе вăрман тăприллĕ сăрă çĕр, вĕсем районăн 85% таран территорине йышăнаççĕ. Халĕ пур çĕре тенĕ пекех сухаласа усă кураççĕ.
Ял тăрăхĕнче климат вăтам континентлă. Хĕлле сивĕ, çилсем вĕреççĕ, çуллв ăшă. Хĕллехи вăтам температура — -12,9 °C тан, çуллахи — +18,3 °C. Палăртса юлнă чи сивĕ температура — -44 °C, чи ăшши — +37 °C[1].
Çыхăну, МИХ, ТВ
- Çыхăну: ОАО «Волгателеком», Би Лайн, МТС, Мегафон. ADSL тетел технологийĕсем саралнă.
- Хаçатсем-журналсем: Элĕк район хаçачĕ "Пурнăç çулĕпе" - "По жизненному пути"[1] 2011 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗнче архивланӑ.. Чăвашла пичетленсе тухать.
- Телевидени: Халăх эфирлă тата спутниклă телевиденипе усă курать, кабеллĕ телевидени çук. Эфирлă телевидени РТР шутĕнчи наци каналĕпе чăвашла тата вырăсла кăларăмсене кăтартать.
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
Каçăсем
| Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |