Ехремкасси ял тăрăхĕ
Ехремкасси ял тăрăхĕ — Чăваш Енĕн Элӗк районӗн администрациллĕ пайĕ.
Тăрăх тытăмĕ, халăх йышĕ
2608 çын (2006) ял тăрăхĕнчи 13 ялсенче пурăнать. Администраци Ехремкасси ялĕнче вырнаçнă. Район тĕпне çитме 7 çухрăм.
Ехремкасси ял тăрăхне Мăн Карачура, Пĕчĕк Карачура, Пĕчĕк Кăканар, Мăн Кăканар, Вăрманкас, Вутлан, Анат Татмăш, Тури Татмăш, Качалав, Куракăш, Ехремкасси ялĕсем, Ассакасси, Юманлăх чиркӳллĕ ялсем кĕреççĕ.
Çутçанталăкĕ
Чылайрахăшĕпе вăрман тăприллĕ сăрă çĕр, вĕсем районăн 85% таран территорине йышăнаççĕ. Халĕ пур çĕре тенĕ пекех сухаласа усă кураççĕ.
Ял тăрăхĕнче климат вăтам континентлă. Хĕлле сивĕ, çилсем вĕреççĕ, çуллв ăшă. Хĕллехи вăтам температура — -12,9 °C тан, çуллахи — +18,3 °C. Палăртса юлнă чи сивĕ температура — -44 °C, чи ăшши — +37 °C[1].
Çыхăну тата хаçатсем, журналсем, ТВ
- Çыхăну: ОАО «Волгателеком», Би Лайн, МТС, Мегафон. ADSL тетел технологийĕсем саралнă.
- Хаçатсем-журналсем: Элĕк район хаçачĕ "Пурнăç çулĕпе" - "По жизненному пути"[1] 2011 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗнче архивланӑ.. Чăвашла, вырăсла пичетленсе тухать.
- Телекурав: Халăх эфирлă тата спутниклă телевиденипе усă курать, кабеллĕ телевидени çук. Эфирлă телевидени РТР шутĕнчи наци каналĕпе чăвашла тата вырăсла кăларăмсене кăтартать.
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
Каçăсем
| Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |