Йăлкăш ял тăрăхĕ
Йăлкăш ял тăрăхĕ — Чăваш Енĕн Элĕк районĕн администрациллĕ пайĕ.
Тăрăх тытăмĕ, халăх йышлăхĕ
1026 çын (2006) ял тăрăхĕнчи 6 ялсенче пурăнать. Администраци Йăлкăш ялĕнче вырнаçнă. Район тĕпне çитме 5 çухрăм. Йăлкăш ял тăрăхне Йăлкăш, Пĕчĕк Элĕк, Пĕчĕк Йăлкăш, Тимĕрçкасси, Сарплат, Атайкасси ялĕсем кĕреççĕ.
Çутçанталăкĕ
Чылайрахăшĕпе вăрман тăприллĕ сăрă çĕр, вĕсем районăн 85% таран территорине йышăнаççĕ. Халĕ пур çĕре тенĕ пекех сухаласа усă кураççĕ.
Ял тăрăхĕнче климат вăтам континентлă. Хĕлле сивĕ, çилсем вĕреççĕ, çуллв ăшă. Хĕллехи вăтам температура — -12,9 °C тан, çуллахи — +18,3 °C. Палăртса юлнă чи сивĕ температура — -44 °C, чи ăшши — +37 °C[1].
Çыхăну тата инçекурав
- Çухăну: ОАО «Волгателеком», Би Лайн, МТС, Мегафон. ADSL тетел технологийĕсем саралнă.
- Хаçатсем-журналсем: Элĕк район хаçачĕ "Пурнăç çулĕпе (хаçат)" - "По жизненному пути"[1] 2011 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗнче архивланӑ.. Чăвашла, вырăсла пичетленсе тухать.
- Инçекурав: Халăх эфир тата спутник инçекуравепе усă курать, кабель инçекуравĕ çук. ТИР эфир инçекуравĕ шутĕнчи наци каналĕпе чăвашла тата вырăсла кăларăмсем тухаççĕ.
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
Каçăсем
| Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |