Ураскилт ял тăрăхĕ

Ураскилт ял тăрăхĕ — Чăваш Енри Элӗк районӗн администрациллĕ пайĕ.

Тăрăх тытăмĕ, халăх йышĕ

Ял тăрăхĕнче 1366 çын (2006) пурăнать. Администраци Ураскилт чиркӳллĕ ялĕнче вырнаçнă. Район тĕпне çитме 12 çухрăм.

Ураскилт ял тăрăхне 5 ял кĕрет.

Çутçанталăк

Чылайрахăшĕпе вăрман тăприллĕ сăрă çĕр, вĕсем районăн 85% таран территорине йышăнаççĕ. Халĕ пур çĕре тенĕ пекех сухаласа усă кураççĕ.

Ял тăрăхĕнче климат вăтам континентлă. Хĕлле сивĕ, çилсем вĕреççĕ, çуллв ăшă. Хĕллехи вăтам температура — -12,9 °C тан, çуллахи — +18,3 °C. Палăртса юлнă чи сивĕ температура — -44 °C, чи ăшши — +37 °C[1].

Çыхăну тата хаçатсем, журналсем, ТВ

  • Телекурав: Халăх эфирлă тата спутниклă телевиденипе усă курать, кабеллĕ телевидени çук. Эфирлă телекурав РТР шутĕнчи наци каналĕпе чăвашла тата вырăсла кăларăмсене кăтартать.

Вуламалли

  • "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.

Ӑнлантарусем

Каçăсем