Ехремкасси
Ехремкасси ялĕ, — Элӗк районӗнчи Ехремкасси ял тăрăхĕн тĕпĕ.
Ял тытăмĕ, халăх йышĕ
Ялта вăтам шкул пур, 295 çын (2006) пурăнать. Урамĕсем — Совет, Первомай, Сад, Çамрăксен.
Кун-çулĕ
1927 çулччен Етӗрне уесӗн Элĕк вулăсĕнче шутланнă.1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Элĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Вăрнар районне кĕртнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.
Çыхăну тата хаçат-журналсем, ИК
- Çыхăну: ОАО «Волгателеком», Би Лайн, МТС, Мегафон. ADSL тетел технологийĕсем саралнă.
- Хаçатсем-журналсем: Элĕк район хаçачĕ "Пурнăç çулĕпе" - "По жизненному пути"[1] 2011 ҫулхи ҫурлан 17-мӗшӗнче архивланӑ.. Чăвашла, вырăсла пичетленсе тухать.
- Инçекурав: Халăх эфирлă тата спутниклă телевиденипе усă курать, кабеллĕ телевидени çук. Эфирлă телевидени РТР шутĕнчи наци каналĕпе чăвашла тата вырăсла кăларăмсене кăтартать.
Паллă çынсем
- Андреев Наум Андреевич — чăваш çыравçи, тăлмачĕ.
- Волкова Роза Алексеевна, - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи.
- Демидов Онуфрий Деимдович — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ.
- Петухов Владимир Тимофеевич, - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи.
- Яковлев Николай Иванович — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ