Тури Хурасан
Тури Хурасан (выр. Верхние Хоразаны)— Чăваш Енĕн Элӗк районӗнчи ял. Чăваш Сурăм ял тăрăхне кĕрет.
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
Ялта Çырма, Колхоз тата Коммунист урамĕсем.
Кун--çулĕ
1917 çулчен Етӗрне уесӗн Чăваш Сурăм вулăсĕнче шутланнă. 1927 çулчен Етӗрне уесӗн Элĕк вулăсĕнче шутланнă. 1927 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн Элĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20-мĕшĕнче Вăрнар районне кĕртнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнченпе хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.
Этимологи
Ял ячĕ Хурасан топонимран килет, Хӗвел тухакан вырăн тени пулать. Хурасан Тухăç Иранри тахçанхи облаç шутланать.
Паллă çынсем
Вуламалли
- Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
- "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
- "Аликовскому району 75 лет", Л. А. Ефимов хатĕрленĕ, Шупашкар, 2002.
Каçăсем
- Чăваш Хурасанĕпе Перси Хурасанĕ 2007 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗнче архивланӑ.
| Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |