Ефимов Лев Архипович

Ефимов Лев Архипович (ҫур. 1953 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗ, Элĕк районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — чăваш çыравçи, историкӗ, таврапӗлӳҫи. Истори сҫлӑлӑхӗсен докторӗ (2004), профессор (2013). 2014 ҫултанпа Раҫҫей журналистсен пӗрлӗхӗн пайташӗ шутланать.

Пурнӑҫӗпе ĕçĕ-хĕлĕ

Вăл 1953 çулхи раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Элӗк районӗнчи Какаçра хресчен çемйинче çуралнă.

Чăваш Енĕн Муркаш районӗнчи Тивĕшри вăтам шкулта вăтам пĕлӳ илнĕ хыççăн И. Я. Яковлев ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчĕн ют чĕлхесен факультетне вĕренме кĕнĕ.

19731975 çулсенче Совет Çарĕнче хĕсметре тăнă. Çартан таврăнсан Чăваш Сурăм шкулĕнче физкультура тата акăлчан чĕлхине вĕрентме тытăнать. Çак хушăрах «Сорма» колхозра спорт инструктăрĕнче ĕçлет. Л. А. Ефимов 1980 çулта республикăри «Урожай» (Тырпулăх) ирĕклĕ спорт пĕрлĕхĕн путевкипе Мускаври çуллахи XXII Олимп вăййисене курма тивĕç пулнă. Ĕçленĕ хушăрах педагог 1982 çулта И. Н. Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университетĕнчи истори факультетĕнче вĕренсе тухнă.

1985 çулта ăна СССР Географи пĕрлĕхĕн чăн пайташĕ шутне кĕртеççĕ. Шкулта тăван ен тĕпчев тата çулçӳрев ушкăнне ертсе пынă май вăл çулсеренех тăван район, республика, çĕр-шыв тăрăх çулçӳревсемпе куравсене илсе çӳресе шкул ачисене тăван ене, çĕршыва юратма, тĕпчеме вĕрентет.

1999 çулта истори ӑслӑлӑхӗсен кандидатне Чăваш патшалăх педагогика университечĕн истори кафедрине преподавательте ĕçлеме йышăннӑ. Студентсене «Чăваш Енĕн историйĕ» курс вĕрентет, диплом ĕçĕ çыракан студентсен ăслăлăх ертӳçи пулса тăрӑшать.

2000—2001 ҫҫ. — Пӗтӗмӗшле тата регионти истори кафедрин заведующийӗ, 2006 ҫултанпа — истори факультечӗн ӑслӑлӑх ӗҫӗпе ӗҫлекен декан ҫумӗ, 2007 ҫултанпа ЧППУ Тӑван ҫӗршыв истори кафедрин заведующийӗ. Вӑл ертсе пынипе 3 кандидат диссертацине хатӗрленӗ.

2011 ҫултанпа И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн тӑван ҫӗршыв тата регион историйӗн кафедрин (2015 ҫултанпа — тӑван ҫӗршывӑн тата пӗтӗмӗшле истори кафедрин) профессорӗ пулса ӗҫлет[1].

Ытти пултарулăхĕсем

Лев Архипович пултаруллă учитель çеç мар, вăл - ăста платник та, кăмакаçă та, кĕтӳçĕ те, купăсçă та. Кунпа пĕрлех - çăматă йăвалакан, хурт-хăмăр ăсти.

Пултарулăх ĕçĕсем

Л. А. Ефимов районти, республикăри хаçат-журналсенче 100 ытла истории статйисемпе документла очерксем пичетленĕ. Вăл çавăн пекех 50 ытла наука ĕçĕ çырнă.

Уйрăм кăларăмсем

  • "Элĕк енĕ", Элĕк, 1994.
  • «Аликово: вчера и сегодня»
  • «Системы просвещения нерусских народов и чувашские школы Поволжья и Приуралья»,
  • «Страницы истории Чувашии»

Статйисем

  • "Историческое краеведение в школах Чувашии", Шупашкар, ЧНИИ, 1988.
  • "Педагогическое наследие И. Я. Яковлева и его использование в современной школе", Шупашкар, 1988.

Хисепĕсем

  • КПСС ОК тата Чӑваш АССР Министрсен Канашӗн Хисеп хучӗ (1978);
  • ВЛКСМ ТК Хисеп хучӗ (1979);
  • ВЛКСМ ТК Сӗтелҫи медалӗ (1982);
  • М. П. Петров (Тинехпи) ячӗллӗ Чӑваш таврапӗлӳҫисен премийӗн лауреачӗ (2003);
  • Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Хисеп хучӗ (2007);
  • Раҫҫей Федерацийӗн Вӗрентӳпе ӑслӑлӑх министерствин Хисеп хучӗ (2008);
  • Ӗҫ ветеранӗ (2008);
  • Чӑваш Республикин Президенчӗн тав сӑмахӗ (2009);
  • Раҫҫей МЧС 20 ҫул тултарнин медалӗ (2011);
  • «Гражданла хастар кӑтартнӑшӑн тата патриотизмшӑн» медаль (2011);
  • Пӗтӗм Раҫҫейри таврапӗлӳ литературин «Пирӗн культура еткерлӗхӗ» конкурсӗн лауреачӗ (2011);
  • Михаила Васильевич Ломоносов 300 ҫӳл тултарнӑ ятпа медаль (2012);
  • Чӑваш Республикин Элӗк районӗн хисеплӗ гражданинӗ (2015);
  • Н. Янкас ячӗллӗ журналистсен премийӗн лауреачӗ (2019);
  • «Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитни» астӑвӑм медалӗ (2020).

Ӑнлантарусем

  1. ^ Ефимов, Лев Архипович (ученый-педагог; 03.12.1953) (выр.). «Наследие Чувашии». Цифровая библиотека чувашского наследия. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 31-мӗшӗ.

Каçăсем