Хурасан
Хурасан (фарси خراسان — Xorâsân — хӗвел сăмах пулать) — историллĕ облаç, Тухăç Иранра вырнаçнă. «Хурасан» ячĕпе Сасанидсем тапхăрĕнчĕнех палăрса тăрать.
Администрациллĕ пайлану
Хурасан малтан Иранăн чи пысăк провинцийĕ шутланнă, кайран ăна виçĕ провинци çине (авӑн, 29, 2004) пайланă. Вĕсен саккун тăвакан парламенчĕ (2004, ҫу, 18) тата Опекунсен Канашĕ (29 мая 2004):
- Çурçĕр Хурасан, центрĕ: Боджнурд, ытти çĕрĕсем (тăрăхĕсем): Ширван, Джаджарм, Мейнхпа Самлаган, Эсфарэйен.
- Кăнтăр Хурасан, центрĕ: Бирдженд, ытти çĕрĕсем (тăрăхĕсем): Сараян, Нахбандан, Сарбишех
- Хорасан Резави, центрĕ: Мешхед, ытти тăрăхесем: Гоучан, Даргаз, Ченаран, Сарахс, Фариман, Торбате-Джам, Тэйбад, Фердоус, Гэйен, Хаф и Раштхар, Кашмар, Бардаскан, Нишапур, Сабзевар, Гонабад, Калат, Бошруех тата Халиль Абад.
Хурасан историйĕ
Авал Мăн Хурасан хальхи Иранри, Афганистанри, Туркменири çĕрсене пĕрлештернĕ. Персин историллĕ хулисем Мăн Хурасанра вырнаçнă: Нишапур (халĕ Иранра), Мервпа Санджан (халĕ Туркменире), Герат (халĕ Афганистанра). Хăйĕн пуян историнче Хурасан нумай империсенчен (грексен, арапсен, сельджуксен, сефевидсен, афгансен тата ыттисенчен те) терт тӳснĕ : XIV-XV ĕмĕрсенче Хурасан тĕпчевпе ӳнерлĕх тĕпĕ пулнă. Кунта (ытларах Гератра) Лутфи, Джами, Алишер Навои, Фегани Баба, султан Хусейн Байкара (Хусайни ятпа çырнă) сăвăçсем, Бехзад ӳнерçĕ пурăннă.
Этнос ушкăнĕсем
Хорасан тĕп этнос ушкăнĕ — персисем, анчах та, хăйĕн кăсăклă историне пула, кунта тĕрлĕрен халăх çыннисем: çурçĕр-анăçра — туркменсем, хурасан тĕрĕкĕсем; Боджнурдпа Качан таврашĕнче курдсем; тухăçра — теймурисемпе джемшидсем (чехер-аймаксен пĕрлĕхне кĕреççĕ]]), хăшĕсем халиччен те куçса çӳреççĕ (илятсем); кăнтăр-анăçра - хеидариссем; кăнтăр-тухăçра - белуджисем. Пысăк афган ушкăнĕ, юлашки çулсенче юнашар Афганистантан тарса килекенсенчен пуçтарăнать. Çавăн пекех монголсем, хурасан арапĕсем, чикансем тата еврейсем тĕл пулаççĕ.
Хурасан чĕлхисем: хурасан-тĕрĕк чĕлхи, перси чĕлхи тата курд чĕлхи.
Курмаллисем
Хурасан пĕтĕм тĕнчипе шафранпа зерешок пылакĕсемпе палăрнă, çак çимĕçсене кăнтăрти хулисенче хатĕрлеççĕ. Пĕр çулта — 170 тоннă ытла пĕçереççĕ. Хурасан çапла тата чаплă ковёрсемпе те, Фирдоусипе Имам Реза пытарнă тупăкĕсемпе паллă.
Çав. пекех
- Тури Хурасан, Анатри Хурасан — Чăваш Енĕн Элӗк районӗнчи ялсем.
Каçăсем
Чăваш Хурасанĕпе Перси Хурасанĕ 2007 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗнче архивланӑ.